18 августа 2005 г.
-Атя-ха, Анатри Панкли столовăйнех кĕрсе апатланар,- чĕнет пĕр-пĕр водитель кабинăра юнашар ларса пыракан юлташне Сурăм вăрманĕ витĕр асфальтлă çулпа тухнă чух. – Галина пек тутлă хатĕрлекен повар ку таврара урăх çук, ун патĕнче сăйлансан ĕçлес кăмăл хăпарать.
1990-мĕш çултанпа пĕлетĕп Хурăнкассинче пурăнакан Галина Ивановна Леонтьевăна. Чылай пулать ĕнтĕ мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайни. Икĕ хĕр ÿстерчĕ вăл. Пурнăç кукри-макри унта-кунта илсе çитерчĕ ăна: малтанах Муркаш столовăйĕнче ĕçлерĕ, Патăръелти ветеринари училищинчен вĕренсе тухсан темиçе çул выльăхсене сиплерĕ, чунĕ каллех ăна халăха тутлă апатпа сăйлас çĕре çитерчĕ. Кĕрсе курăр-ха пирĕн Панкли столовăйне, ÿкĕнмĕр.
Çирĕм çул тăрăшать çакăнта Галина. Унăн пĕтĕм чун-хавалĕ - çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче трактористсене, водительсене, механиксемпе рабочисене тутлă çитересси. - «Ударник» хуçалăх дирекцийĕ тăрăшнипе апат-çимĕç яланах çителĕклĕ,- тет Галина.
Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче столовăйран инçе мар вырнаçнă шкул ачисене те вăхăтра çитерме тăрăшать. Çил пек вĕçеççĕ вара шăпăрлансем апатланнă хыççăн класалла.
Çынсем повар ĕçĕпе кăмăллă. Повар çумĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ Валентина Евдокимова пулăшуçăра ĕçлет. Элĕк районĕнчи Шурпайраш ялĕнчен Анатри Панклие качча килсе çемье телейĕ тупнă. Вăл та вашават кĕтсе илет апатланма пыракансене, повар ăсталăхне Галинăран вĕренсе пырать.
Столовăя пырса кĕмелли тротуарăн хăмисем çĕрĕшсе пĕтнĕ, утма кансĕр. Ахăртнех, ку – пĕчĕк çитменлĕх. Халĕ пирĕн çĕнĕ управляющи Геннадий Евграфович, çак тротуара юсама шантарчĕ-ха,- савăнăçне пытараймасть Галина Ивановна.
Мĕн тейĕн, пур пĕчĕк йĕркесĕрлĕхшĕн те чунĕ ыратать тутлă яшка пĕçерекенĕн.
Источник: "Хыпар"