19 августа 2005 г.
Кредит мелĕпе халăхăн кирек мĕнле сийне те усă курма май туса парасси – Раççей банкĕн тĕллевĕсенчен пĕри. Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа банк çулталăк çурăлăха паракан кредитсене процент ставкине 16 процента çити чакарса уйăрма пуçлать.
Уйрăмах Тавар кредичĕн ставки сисĕнмеллех пĕчĕкленнĕ – 20 процентран тÿрех 4 пункт чухлĕ чакнă. Раççей Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕсемпе çыхăнса ĕçлекен суту-илÿ предприятийĕсенче аудио-видео, кил-тĕрĕшри ытти техникăна, сĕтел-пукан, компьютер техникине тата ытти тавар туянма çапла майпа кăмăллăрах та, çăмăлрах та пулĕ.
Салук е поручитель кирлĕ марри, ыйтăва кĕске вăхăтра татса пани (документсене панă кунах е тепĕр кун), халĕ тата процент ставкине 19-тан 16-а çити чакарни Шанса паракан (Доверительнăй) кредита, специалистсем каланă тăрăх, тата илĕртÿллĕрех тăвĕç.
Автокредит ставкине те 2,5 пункт чухлĕ чакарнă. Раççей Перекет банкĕ автотранспорт туянма илекен ссудăна 1,5* 3 тата 5 çуллăха парать. Енчен те унччен ставка шайĕ пур вăхăтшăн та пĕр пулнă пулсан, 2005 çулхи çурлан 1-мĕшĕнчен пуçласа çулталăк çурăна 16 процентпа параççĕ, 3 çула илес пулсан – 18 процентпа.
Çулталăк каялла Перекет банкĕ пенсионерсене ятарлă Пенси кредичĕ сĕнсе аслă ăрури çынсене те кредитсемпе усă курма май туса пачĕ. Çак вăхăтра асăннă кредитăн процент стакине иккĕмĕш хут чакараççĕ ĕнтĕ: çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тивĕçлĕ канури çынсем кил валли тĕрлĕ тавар е санаторипе курорт путевки илме, медицина пулăшăвĕшĕн тÿлеме е ытти тĕллевпе Пенси кредитне 16 процентпа илме пултараççĕ.
Унсăр пуçне тата икĕ продукт ставкисене чакарнă: Хаклă хутсене саклата хунăшăн паракан тата Хаклă йышши металсене салука хывса илнĕ кредитсем тĕлĕшпе. Асăннă кредитсене 2005 çулхи çурлан 1-мĕшĕнчен пуçласа çулталăкне унчченхи пек 17 процентпа мар, 16 процентпа уйăраççĕ.
Ставка шайĕсене пĕчĕклетсе Раççей Перекет банкĕ клиентсене лайăх майсем туса пама тăрăшать. Ку ыйтупа Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче те ăнăçлă ĕçлеççĕ: кредитпа ĕçлекен подразделенисен тытăмĕ анлăланнă, кредит илекенсемшĕн меллĕ ĕç кунĕн йĕрки (чылай филиалсем кану кунĕсĕр ĕçлеççĕ) çирĕпленсе çитнĕ, кредит илессипе çыхăннă вăхăта май пур таран кĕскетнĕ.
Тĕрлĕ кредит илме май пурри тата пысăк квалификациллĕ, ăста специалистсен консультацийĕ Вара клиентсене хăйсене кирлĕ кредиттĕсне суйласа илме пулăшаççĕ.
Раççей Перекет банкĕн Муркаш уйрăмĕн пресс-служби.
РФ Банкĕн 03.10.2002 çулхи 1481 №-лĕ генеральнăй лицензийĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"