Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электричествăсăр юлнине сирме

18 августа 2005 г.

 

Çанталăк условийĕсене тата подстаницири инкеке пула район пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ обьектсем электричествăсăр юлнине сирме тата Муркашри 1-мĕш номерлĕ газ котельнăйĕнче газ тухнине чарма энергипе тата газпа тивĕçтерекен службăсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн авари бригади котельнăя çитрĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, энергетиксем дизельпе  ĕçлекен резерври электростанцие хута ячĕç: Муркашра çутă пулчĕ. Çав вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн юсавçисемпе «Моргаушрайгаз» газовикĕсем çил вăйлипе силленсе пушаннă çыхăнуран газ тухнине чарчĕç.

Хĕрÿ ĕçре ĕшеннĕ çăлавçăсем котельнăйри инкеке сирсе тата райцентрти чи кирлĕ обьектсене резерври дизеллĕ электростанцирен электричество çути парсан та инкексем чакмарĕç. Кăнтăр иртни 1 сехет те 15 минутра террактла ĕçе пула Муркашри сĕт заводĕнчи пĕр цехра пушар тухни тата шăнăçсенчен 500 килограмм аммиак юхса тухни çинчен хыпар çитрĕ. Завод ĕçченĕсем хушшинче наркăмăшланнисем те пур-мĕн. Муркаш çийĕн химилле веществосен пĕлĕчĕ каяс хăрушлăх тăрать. Каллех чрезвычайлă лару-тăру. Анчах кунта та районта «01», «02», «03», «04» службăсемпе ку таранчченхи кашни лару-тăрурах хăйĕн оперативлăхне кăтартнă Кÿкеçри  ЭТУСăн Муркашри линипе техника  цехĕ хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçларĕç, наркăмăшлă веществосен пĕлĕтне сала тăрăх ямарĕç...

Хăрама кирлĕ мар, ку инкексем чăнлăха çывăхлатнă вĕрентÿрен пулчĕç. Ăна Муркашри çăлавçăсем çÿллĕ шайра ирттерчĕç. Вĕрентÿ ирттерекенсем – Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикин тĕп управленийĕпе Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕ (ертÿçи В. Петьков) – пирĕн районти çăлавçăсем чрезвычайлă лару-тăрăва хатĕр пулнине пĕтĕмĕшле «лайăх» хак пачĕç. Пĕтĕмлетĕве Виталий Николаевич Петьков хăй хутшăнчĕ. «Пур çĕрте те хатĕрленÿ çак шайра пулсан, республика лăпкăн çывăрма пултарĕ», - терĕ вăл калаçу вĕçĕнче вĕрентÿре палăрнă лайăх енсене тата çитменлĕхсене кăтартнă май.

А. Белов.

Вĕрентÿ вĕрентÿпе те, анчах хĕç-пăшаллă лару-тăру та сиксе тухрĕ çак кун. 15 сехет иртсен Кашмашри Л. Широкова хуçалăхне хăйсем хушшинче пулса иртнĕ килĕшÿсĕрлĕхе сунар пăшалĕпе вĕçлес тесе çак ялтах пурăнакан Ю. Румянцев пырса кĕрет. Ÿсĕрскер, хăйĕн харпăрлăхĕнче пулнă 12-мĕш калибрлă ИЖ-27 сунар пăшалĕпе иккĕ персе кил хуçисен сăнчăрти йыттине амантать. Çакна курса кил хуçи чĕнни-асăрхаттарнине тĕрĕс мар ăнланса «сунарçă» пăшала авăрласа вĕсем çинелле тĕллет. «Кирлех пулсан сана та персе вĕлерĕп», - тесе хăратать. Лару-тăрăва калаçсах лăпалтарсан Л. Широкова май килнипе районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравласа пĕлтерет. Пăшаллă çынна хирĕç тухнă 6 милиционер чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе йĕркене пăсакана  арестлеççĕ. Район прокурорĕ С. Фирсов Ю. Румянцев тĕлĕшпе вĕлерессипе хăратнăшăн РФ Уголовнăй Кодексăн 119 статйипе уголовнăй ĕç пуçарма йышăннă.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика