Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Татах килĕр»

18 августа 2005 г.

 

Çакăн пек сăмахсемпе тав туса ăсатаççĕ кашни хуçалăхрах районти информаципе художество ушкăнне. Çакăн сăлтавĕ те паллă. Кашни тĕл пулурах ял çыннисем çĕннине пĕлеççĕ, хăйсен çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕшĕн хăйсене сума сунине туяççĕ. Районти культура ĕçченĕсем концертпа савăнтарнă хыççăн тата еплерех кăмăл çĕкленет. Август пуçланнăранпа паянхи куна шутласан, асăннă ушкăн 16 хуçалăхра пулчĕ ĕнтĕ. Вĕсенчи ĕç çыннисем мĕн шухăшпа пурăннине пĕлчĕç,  вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса парассипе тимлеççĕ паян районта.

Информаципе художество ушкăнĕн пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк. Çĕнĕ хыпарсемпе паллашнипе пĕрлех вырăнсенче çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине ниçта тухмасăр, ĕçрен татăлмасăр пĕлме пултараççĕ.

Иртнĕ юн кун асăннă ушкăн «Свобода», К. Иванов, Мичурин яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Асăннă ушкăнпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та пулчĕ. Ку тăрăхра пурăнакансен те хăйсен ыйтăвĕсем, хăйсен шухăшĕсем. Йĕтемсем çинче ытларах çамрăксем вăй хураççĕ. Çавăнпах пулĕ Çатракасси çамрăкĕсене ялта культура вучахĕ çунни пăшăрхантарать. Юрий Александрович ку ыйтăва вăхăта сая ямасăр  татса памаллине, тĕрлĕ майсем шырамаллине палăртрĕ. Малтанлăха клуб шкул çуртĕнче шкулпа пĕрле пулать. Кашмашра иртнĕ тĕл пулура сăмах тĕслĕх библиотека уçас тĕлĕшпе ĕçсене хăвăртлатмалли пирки пулчĕ. Çавăн пекех Кашмашсене ялти шкула сыхласа хăварас ыйту та хытах шухăшлаттарать.

Çакна палăртмалла. Кашмаш шкулĕ - пĕлтерĕшлĕ шкул. Çавăнпа та район администрацийĕ ăна сыхласа хăварассипе тăрăшать. Ку тĕлĕшпе, тĕрлĕ программăсене кĕртсе, шкула малалла аталантарас тĕлĕшпе тимлеççĕ.

Çатракасси йĕтемĕ çинче тин çеç аслă пĕлÿ илнĕ педагог-психолог районта ĕç тупайманни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Юрий Александрович çитес вăхăтрах ку ыйтăва ĕнерхи студента майлă татса пама май пуррине палăртрĕ.

Хуçалăх ĕçченĕсене çавăн пекех ача пособийĕсем тÿлессипе те пăшăрхантаракан ыйтусем пур иккен. Ку тĕлĕшпе те ял ĕçченĕсем тулли хуравсем илчĕç.

Мичурин яч. хис. хуçалăх ĕçченĕсене вара пенси ыйтăвĕ хумхантарни палăрчĕ. Хуçалăхсен ертÿçисен РФ Песни фондне  укçа вăхăтра куçармалла, унсăрăн ял ĕçченĕсен тивĕçлĕ канăва  тухнă чухне йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ. Çавăн пекех хуçалăх балансĕ çинче тăракан хваттерсене приватизаци тăвасси пирки ыйтусем пачĕç. Ку ыйтăва та хваттерте пурăнакансем майлă татса пама майсем шыраççĕ.

К.Иванов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра та информаципе  художество ушкăнне  тулли кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатрĕç. Пурĕ çак хуçалăхсенче 5 тĕл пулу иртрĕ. Пур çĕрте те районти культура ĕçченĕсем чуна çĕклемелли концерт лартса пачĕç.

Çакă савăнтарать: ял ĕçченĕсем паян пурте пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ: тыр-пула вăхăтра кĕртмелле. Çавăншăн ирĕн-каçăн тимлеççĕ Вĕсем.

Кĕçнерни кун информаципе художество ушкăнĕ «Герой»  хуçалăхра пулчĕ: Шуркассинчи, Кÿстерекри йĕтемсем çинче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ. Кунта шкул ачисем те нумаййăн. Çавăнпа та асăннă ушкăн ертÿçи районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.М. Васильев кăçалхи вĕрентÿ çулĕнчен пуçласа пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсем çинче чарăнчĕ. Тĕслĕхрен, кăçалтан пуçласа, акă, 2-мĕш класранах ют чĕлхене, информатикăна вĕрентме пуçлаççĕ. База шкулĕсенче профиллĕ вĕрентÿ çине куçаççĕ.

Çавăн пекех Валерий Михайлович ытти районсенче шкулти поварсен штатне чакарнине, ачасене вĕри апат çитерессине йăлтах ашшĕ-амăшĕсем çине тиеннине пĕлтерчĕ.

Пирĕн районта ку çулпа каймарĕç. Хăвăрах шутласа пăхăр. Ачасене апат çитерессине обществăлла апатлану предприятийĕсем урлă йĕркелесен, 1 ачана вĕри апат çитерме 30 тенкĕ кирлĕ кунне. Кашни ашшĕ-амăшех çакна тÿлеме пултарать-и; Çук. Çакна шута илсе, пирĕн районта ачасене шкул столовăйĕнчех çитермелле, тесе йышăнса хăварнă. Шкул çумĕнчи çĕрсем çинче пахча çимĕç туса илни апат хакне самай йÿнетме май парать. Çакна та каламалла: ашшĕ-амăшĕсĕр ачасенчен учебниксемшĕн укçа пуçтармаççĕ.

Ачасемшĕн ПФ Муркаш районĕнчи управленийĕн тĕп специалисчĕ В.А. Галкина пĕлтерни те интереслĕ пулчĕ: шкулта вĕреннĕ чухне çакăн пек ĕçлени те стажа кĕрет. Çавăнпа та вĕсен ашшĕ-амăшĕсен РФ ПФ Муркаш управленийĕнчен ачисем валли страхланине çирĕплетекен пластик карточкăна илмелле. Пĕрле паспорт, ăна илме вăхăт çитеймен пулсан, çурални çинчен калакан свидетельство пулмалла.

Çитĕннисемшĕн вара уйăхсерен укçан паракан тÿлевпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç. 2006 çулта ăна укçана улăштарас тесен, çакăн пирки ял администрацине е РФ ПФ Муркаш районĕнчи управленине заявлени çырса памалла.

Районти тĕп агроном А.И. Павлов районти ял хуçалăх ĕçĕпе паллаштарни те пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Çĕнĕ сортсемпе ĕçлени пысăк тухăç илме май парать.

Эрне кун – ятлари кун вара информаципе художество ушкăнĕ «Лидер», Е. Андреев, Ленин ячĕпе хисепленекен, «Передовик» хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ.

Кашни тĕл пулу хыççăн Ю. Жуков ертсе пыракан «Илем» ансамбль илемлĕ юрă-ташăпа чуна уçрĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика