15 августа 2005 г.
(Тĕрленчĕк)
Юратнă ĕçре вăй хурсан, çын чун-чĕрипе унта туртăнать. Çут тĕнчере тĕрлĕрен професси пур.Вĕсем кашниех çынсене кулленхи пурнăçра çав тери кирлĕ. Çавăнпах пурнăçра кашни ĕç пархатарлă. Халăхра чи пархатарлă професси шутне тухтăрсене тата строительсене кĕртеççĕ. Çакна хирĕçлеме нимĕнле сăлтав та çук. Мĕншĕн тесен строительсем çĕнĕ çурт-йĕр тăваççĕ, çулсем сараççĕ - çынсене пурăнма лайăхрах условисем туса парса ырлăх кÿреççĕ.
Сывлăх хуралçисем вара пире вăхăтра сиплесе, чиртен сыватса ура çине тăратаççĕ, пурăнма вăй-хал кÿреççĕ. Вĕсем пурте хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем.
Паян эпĕ сире вĕсенчен пĕринпе, ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман, анчах хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан медицина ĕçченĕпе паллаштарасшăн. Çав тери сăпайлăскер, хăйĕн çинчен ытлашши калаçмасть, анчах та больницăна пыракансемпе яланах тимлĕ вăл, пурне те вашават кăмăлпа кĕтсе илет, врач сĕнĕвĕсене рецепт çине çырса парса ăшă кăмăлпа калаçса ăсатса ярать.
Ку вăл – Г.Г Кузнецова. 1981 çулта вăл Канашри медицина училищĕнчи акушер уйрăмне пĕтернĕ. Хорнуйĕнчи фельдшер пунктĕнче 3 çул ĕçленĕ.
Калас пулать, 25 çул каялла медицина пулăшăвĕ парасси паянхи шаях çитеймен-ха. Çавăнпа та, ялти çынсен сывлăхне тĕрĕслесе пăхса тăрасси вырăнти тухтăрсем çине ытларах тиеннĕ. Çапма калаççĕ Ялти фельдшер-акушерсене çынсем хисеплесе. Чăн та, ялти тухтăрăн çынсене педиатри, хирурги, гинекологи, лор т. ыт. енĕпе те тĕрĕс диагноз лартса васкавлăн пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмелле. Çыннăн сывлăхне упраса хăварас енĕпе вак тĕвек ĕç çук.
Г.Г. Кузнецована, пултарулăхне кура, районти тĕп больницăна куçараççĕ. Кунта вăл малтан йĕркелÿпе методика кабинетĕнче тăрăшать, хыççăн терапи уйрăмĕнче виçĕ çул медсестра пулса ĕçлет. Чирлисем хушшинче те тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă çынсем пур. Галина Геннадьевна кашнинпех пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, вĕсене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплет.
Йывăрлăхсенчен хăрама хăнăхманскер, малаллах туртăнать. 2 уйăх ятарлă курсра пулнă хыççăн Г. Кузнецова реанимаци уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта вара ялан тенĕ пекех пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракан çынсене сиплеççĕ. Пĕлÿ те, опыт та сахал мар кирлĕ çак уйрăмра ĕçлеме. Мĕншĕн тесен медицина ĕçченĕсен кашни утăмĕ çын пурнăçĕпе çыхăннă. Пурнăç вара никамăн та иккĕ килмест. Чирĕ хăçан çапса ÿкерессе никамран та ыйтмасть.
6 çул тăрăшать Г.Г. Кузнецова реанимаци уйрăмĕнче. Çак тапхăрта вуншар çын ура çине тăрса малалла пурăннинче унăн тÿпи те сахал мар. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен, врач хушнине пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама хăнăхнă çыннăн хисепĕ те çук мар.
Халĕ вăл 10 çула яхăн врач-кардиологпа пликлиникăра чирлисене йышăнать. Асдă категориллĕ специалист коллективра та, халăхра та пысăк хисепре. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 25 çула яхăн. Çитес вăхăтрах Галина Геннадьевна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа саламласа ăнăçу, çирĕп сывлăх, çемьере телей сунар пархатарлă ĕçре тăрăшакан сывлăх хуралçине.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"