Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникул кунĕсем – хĕрÿ ĕçре

10 августа 2005 г.

 

Ялти шкул çĕр çинче ĕçлемесĕр пурăнаймасть. Пĕчĕкрен йăран çинче вăй хуракан ача калча шăтса тухсан ăна пăхса ÿстерет, тухăç илсен савăнать. Çак хăнăхусем унра ĕмĕрлĕхех юлаççĕ. Кунта вара ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех шкул пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк.

Çуллахи каникул ачасемшĕн хĕвел çинче хĕртĕнни, шыва кĕни, сывлăха пиçĕхтерни кăна мар. Чи малти вырăнта яланах ĕç тăрать.

Ялти шкулсен тĕп тивĕçĕ вара - çĕр тата хуçалăх ĕçĕсене пурнăçласси. Çĕр участокĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсемшĕн пысăк пулăшу пулса тăраççĕ. Унта вĕсем çĕр улми, тĕрлĕрен пахча çимĕç ÿстереççĕ, ачасене ĕçе хăнăхтараççĕ.

Ачасемпе çул çитмен çамрăксен çуллахи ĕçпе канăвне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси лагерьсемпе ĕç пĕрлешĕвĕсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тĕрĕслесех тăрать. Чылай шкулсенче ачасен ĕçпе канăвне лайăх йĕркеленĕ, уйрăмах Мăн Сĕнтĕрти, Орининти, Тойкилтĕри, Муркашри, Ильинкăри вăтам, Кашмашри, Атапайри тĕп шкулсенче.

Акă, сăмахран, эпир пынă чухне Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕрентÿпе сăнав участокĕнчи  йăрансене тирпей-илем кĕртетчĕç, юсав бригадинчи ачасен пĕр пайĕ шкул умĕнчи кирпĕчсене пуçтаратчĕ, тепĕр пайĕ сĕтелсемпе партăсене пуçтарса лартатчĕ. Вĕсем кунта «Вĕрентÿ системине реформăласси» программăпа Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ урлă килнĕ, пĕтĕмпе 85 пин те 647 тенкĕлĕх. Август вĕçĕнче çак шкула оргтехника килмелле, çавăн пекех хими тата физика кабинечĕсем валли оборудовани те пулĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа партăсем хушшине 33 ача ларĕ. Шкул тата учительсем те вĕренÿ çулне хатĕр ĕнтĕ.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта, чăн та, ĕçлеме пĕлеççĕ. Вĕрентÿпе сăнав участокĕнче йĕрке хуçаланать, йăранĕсем тап-таса, йĕри-тавра чечексем ешереççĕ. Чечек участокĕсене те пĕлсе, вырăнлă йĕркеленĕ. Кунта бархатцы, георгинсем, календула, сальви т. ыт. чечексем илемĕпе хăйсем патне илĕртеççĕ. Вĕрентÿпе сăнав участокĕпе шкул чăннипех мăнаçланма пултарать. Вăл шкул çумĕнчи участокăн положенине пĕтĕмпех  тивĕçтерет. Ку участок çинчи ĕçе И.К. Матвеева йĕркелесе пырать. Пахча çимĕçĕ те тăрăшнине кура çулсерен пысăк тухăç парать. Кашни çулах помидор, купăста, чечексен калчисене сутса укçа тăваççĕ. Çĕнĕ çул уявĕнче çулсеренех сĕтелсем çинче симĕс сухан, хăяр пур. Çĕр участокĕ çинче туса илнĕ пахча çимĕç шкул столовăйне çулталăк валли çитет. Ытлашши пахча çимĕçе, калчасене сутса тунă укçапа вĕрентÿ кабинечĕсем валли оборудовани туянаççĕ. Практикăна килекен ачасене шкул столовăйĕнче апат çитереççĕ, ытларах витаминлă апатсем хатĕрлеççĕ. Кунта шкул директорĕн К.Д. Спиридоновăн тÿпи пысăк.

Ачасене ĕçе хăнăхтарас енĕпе Орининти, Ильинкăри, Çатракассинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсен производство бригадисем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак бригадăсем шкул ачисене ĕçе массăллăн хăнăхтарма пулăшаççĕ, ял хуçалăх производствинче тăрăшма вĕрентеççĕ т. ыт. те. Ачасем, аслисем ертсе пынипе, чие, хăмла çырлисене пуçтараççĕ, поварсем вĕсенчен варени хатĕрлеççĕ, пан улми типĕтеççĕ. Кăçал Ильинкăри вăтам шкул садĕнче  панулми уйрăмах ăнса пулнă.

Орининти вăтам шкулта та илеме хаклама пĕлеççĕ. Клумбăсенчи чечексен пуянлăхĕ чуна тыткăнлать. Кунта кашни класăн  хăйĕн тивĕçĕсем пур. Шкул çумĕнчи сăнав участокĕсенче ĕçлесси ачасемшĕн вăй-хал хурса тăрăшасси кăна мар, ăс-тăна аталантарасси те. Çĕр çинче тимленĕ чухне вĕсем биологи, хими, физика урокĕсенче илнĕ пĕлÿпе усă кураççĕ. Ĕçре тĕрлĕрен лару-тăру сиксе тухать, вĕсене татса пама вара тĕрĕс йышăну тума пĕлни те, тишкерÿ те, ятарлă пĕлÿ те кирлĕ.

Тепĕр паллă самант вăл – шкулти ĕç ачасемшĕн социаллă хÿтлĕх пулни. Вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн, пуçарулăх кăтартса ĕçлеме хăнăхни вĕсене малашнехи пурнăçра çав тери кирлĕ пулать.

Çынна пĕр касăк çăкăр парсан вăл пĕр хут кăна тăранать. Енчен те ăна тыр-пул ÿстерме вĕрентсен вăл ĕмĕр тăршшĕпех тутă пулать. Çапла калаççĕ халăхра.

Октябрь уйăхĕнче шкулсенче Тухăç уявĕсем иртеççĕ. Ку вăл çу каçипе мĕн ĕçленин отчечĕ, ачасен тăрăшулăхĕ. Ятарласа йĕркеленĕ выставкăри сĕтелсем шкулсен участокĕсенче ÿстернĕ пахча çимĕçпе йăтăнса ларĕç.

Июль уйăхĕ те питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Кĕçех каникул кунĕсем хыçа юлаççĕ. Шкулсенче паян хĕрсех çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ. Ку ĕçсене педагогсем тата ытти персонал пурнăçлаççĕ. Паянхи куна юсав ĕçĕсене Калайкассинчи, Çатракассинчи, Нискассинчи, Тивĕшри, Мăн Сĕнтĕрти, Йÿçкассинчи, Тойкилтĕри вăтам, Шетмĕпуçĕнчи, Мăн Хураçкари тĕп шкулсенче чылай туса ирттернĕ. Шурчара спорт зал юсассипе, Москакассинче çуртăн çивиттине витсе çĕнетессипе, Ярапайкассинче мачча юсассипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсенче котельнăйсене хĕллехи условисенче ĕçлеме хатĕрлеççĕ. Нумай вĕрентÿ учрежденийĕсем паян ачасене йышăнма хатĕр ĕнтĕ. Вĕсен шутĕнче: Нискассинчи, Тивĕшри, Çатракассинчи, Турайри, Орининти, Юнкăри вăтам, Шетмĕпуçĕнчи, Мăн Хураçкари, Кашмашри, Очăкассинчи тĕп шкулсем.

Кĕçех – вĕренÿ çулĕ. Ăнăçу сунар вăй пухса çирĕпленнĕ ачасене пĕлÿ тĕнчинче.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика