08 августа 2005 г.
Хальхи вăхăтра çула тухма питĕ ансат, тĕрлĕрен транспорт чупать паян: автобусĕ те, «Газелĕ» те пур. Анчах ку телей пурне те валли мар çав. Муркаш çывăхĕнчи ялсенче е район центрĕнче пурăнакансемшĕн ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук. Пирĕн вара аякри ялсенче пурăнакансен, Муркаша иртерех çитес тесен, сахал мар вăхăт ирттермелле.
Эпир Атăл хĕрринче пурăнатпăр. Пĕр-пĕр ĕçпе Муркаша кайма пĕрре те çăмăл мар, уйрăмах «Волга» хуçалăх территорийĕнчен. Çак территорине «Газель» çÿретме пуçланăччĕ, анчах тем сăлтавпа ăна пăрахăçларĕç. Çак маршрута çĕнĕрен уçма май çук-ши;
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"