Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕ ăсти

08 августа 2005 г.

 

Чăваш хĕрарăмĕ ĕмĕр-ĕмĕрĕпех ĕçчен, сăпайлă пулнипе палăрса тăнă. Паян та çаплах вăл. Çакна кашни ялтах вуншар тĕслĕхпе çирĕплетме пулать.

Акă, илер-ха Шаптак-Муркаш ялĕнче пурăнакан А.А. Смирнована. Вăл Москакасси ял администрацине кĕрекен Ахмане ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ.

Александра Антониевнан ĕç биографийĕ Мăн Сĕнтĕрте столовăйĕнче пуçланнă. Вĕреннĕ чух Мăн Сĕнтĕрте практикăра пулнă, ун хыççăн Муркашри пĕрремĕш номерлĕ столовăйĕнче икĕ çул  буфетчицăра тăрăшнă.

Тепĕр чухне пĕр кĕтмен-шутламан çĕртенех пурнăç урапи урăх çулпа чупма пуçлать. А. Смирнована та, ятарлă пĕлÿ илнĕ пулсан та, Муркашри почтăна тĕрлĕ хуласемпе çыхăнтаракан телефонисткăра ĕçлеме илсе каяççĕ. Кунта 30 çула яхăн вăй хурать вăл, тивĕçлĕ канăва кичченех тăрăшать.

Ĕçне кура хисепĕ те пур. 1986 çулта пултарулăхне, хастарлăхне кура ăна бригажир пулма шанаççĕ. Пĕрремĕш категориллĕ специалист кунта та хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлать, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Александра Антониевнана «Ĕç ветеранĕ» медаль парса та чыслаççĕ.

Паян та манмаççĕ ăна почта çыхăнăвĕн узелĕн коллективĕнче. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартас килет. А. Смирнова кăçалхи январь уйăхĕнче хăйĕн 65 çулхи юбилейне паллă тунă. Çав ятпа ăна ĕçтешĕсем саламланă, хаклă парне панă. Администраци те укçа парса чысланă. Епле кăмăл çĕкленмĕ хăвна çакăн пек хисепленĕ чух! Нумай ĕç коллективĕсенче вара чылай чухне çын тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ун çинчен пачах манаççĕ. Вăл вуншар çул хушши кунта ĕçлемен те тейĕн. Çакăн пирки ÿпкелесе калаçнине хам та сахал мар илтнĕ. Пурте ватăлатпăр. Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннине вара нимĕн те çитмест.

Александра Антониевна вара хăйĕн ачисемшĕн те, мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çав тери çыпăçуллă алăсем унăн. Вăл – тĕрĕ ăсти. Вĕсен килне кĕрсен куç умне тĕрленĕ япаласем тухса тăраççĕ. Мĕн-мĕн çук пулĕ вĕсен хушшинче. Стена çинче кавирсем, алăк çинчи чаршавсем, дивансемпе креслăсем çине сармалли виткĕçсем, пĕчĕк кавирсем. Тĕрлĕрен сюжетсене сăнланă тĕрĕсенче. Кунта çынсем хушшинчи хутшăнусем, вĕсен канăвĕ, чĕрчунсен, юмахсен тĕнчи, тĕрлĕ чечксен çыххисем, пейзаж. Вĕсем пурте чĕрĕ, чăн-чăн пурнăçри пек курăнаççĕ. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, çирĕп кăмăл кирлĕ кавир е покрывало тĕрлесе вĕçне çитерме.

А. Смирнова 1963 çулта çемье çаврăнă. Тĕрлесси те çакăн хыççăн пуçланнă. Почтăра телефонисткăра ĕçленĕ чухне çĕрлехи вăхăта сая яман вăл, тÿрех алла йĕппе çип тытнă. Çиппине вара тутăр сÿтсе хатĕрленĕ, кавирсене, ытти изделисене те михĕсем çине тĕрленĕ: хĕреслĕ майпа тата Болгари хĕресĕн майĕпе. Пĕчĕк ÿкерчĕксене курсан, вĕсем килĕшсен пысăклатса тĕрлет вăл. Халĕ те уйрăлмасть хăйĕн юратнă ĕçĕнчен. Куçĕсем вăйсăрланнă пирки куçлăх тăхăнать, пурпĕрех тĕрлет.

Килти ĕçсенче те пултаруллă Александра Антониевна. Шăпа кашни çыннăн тĕрлĕрен çав. Вăл вара йывăрлăхсенчен хăраса тăма хăнăхман, нимĕнле ĕçе те тиркемен. «Çава туптама кăна вĕренеймерĕм хам ĕмĕрте», - кăмăллăн калаçать А. Смирнова.

Çапла пурăнать паян чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç чунĕпе çемьери çынсене, тăванĕсене савăнтарса. Ĕмĕрÿ вăрăм, сывлăху çирĕп пултăр санăн, ачусемпе, мăнукусемпе ырă курса пурăн нумай çулсем хушши.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика