08 августа 2005 г.
Пирĕн республикăра, çав шутрах пирĕн районта та, ялсен инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Уйрăмах газ кĕртессипе, çĕнĕ çуртсем лартассипе, çулсем юсассипе.
Ялсен аталанăвĕ ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен пуçарулăхĕнчен нумай килет. Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин та ку тĕлĕшпе сахал мар тăрăшать. Иртнĕ çулта Çĕньял-Муркаш ялĕнче çул юсанăччĕ, асфальт сарнă тротуарсем тунăччĕ, нумаях пулмасть Малиновка ялĕ патне асфальтлă çул турĕç. Халĕ Çурлатри ялĕнчи икĕ урама хытарнă çул тăваççĕ. Ку ĕçре «Чебоксарское» ДРСУ тăрăшать, бригадирĕ В.Н. Алексеев. Вăл КамАЗ автомашинăпа 1974 çултанпа вăй хурать. Унсăр пуçне ку бригадăра тепĕр КамАЗ автомашинăпа М.В. Мигушов, бульдозерпа Г.А. Петухов ĕçлеççĕ, погрузчик та пур. Вăл тăмпа хăйăр хутăшне тиет.
Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, отпускра пулсан та, ĕç мĕнле пынипе кăсăклансах тăрать, кирлĕ сĕнÿсем парать. Акă, мĕн каласа пачĕ вăл кунти çула тума пуçланă пирки:
- Юлашки вăхăтра çак ялта çулсем ванса пĕтнĕччĕ. Иртнĕ çул «хĕрлĕ автан» пуçне çĕклесен те, пушар машини вăхăтра çитеймен пирки çурт-йĕр çунса кĕлленчĕ. Ял çыннисем ыйтнипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пулăшма шантарчĕ. Пуçарулăх ушкăнĕ ял çыннисенчен 300-шер тенкĕ пуçтарчĕ. Вĕсен хушшинче Р. Андреева бригадира, Н. Ярикова фельдшера, В. Волков ĕç ветеранне, В. Андреева учительницăна асăнмалла. Муркаш райпо канашĕн ертÿçи, Çурлатринче магазин пуррине шута илсе, 16800 тенкĕ уйăрса пачĕ. Малтан ДРСУ ĕçченĕсем çулсем çине тăмпа хăйăр хутăшĕ сарнă. Ун хыççăн Муркашри кирпĕч заводĕнчен çыртарса вак кирпĕче турттарса çулсем çине сарса хытараççĕ. Анчах та çак чул пур çĕре те çитмест. Кун пирки ял çыннисен кăмăлсăр пулмалла мар, мĕншĕн тесен вак чула япăх, лакăмлă вырăнсене сарса тикĕслемелле.
Карьерти хăйăрпа пĕрле килнĕ килсем умĕнчи чулсене те ватса лакăмсене тултармалла, майлаштарса хумалла. Урамсене те таса тытасчĕ, çÿп-çап тăкас марччĕ. Унран пĕр çĕре пуçтарса компост тума пулать. Хытарса тунă çула та упрама ыйтас килет. Йĕпе-сапара трактор-машинăсене чуптарас марччĕ, халăх укçипе тунă çула шута хурасчĕ.
Ял администрацийĕн пуçлăхĕн сĕнĕвĕсене ăнланма пулать, мĕншĕн тесен паян çул тума, асфальт сарма çав тери хакла ларать.
Халăх хăй пуçарулăх кăтартса пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшать пулсан, хытарса тунă çулсене те упрасса шанас килет. Вăл пĕр çуллăх кăна ан пултăрччĕ, ДРСУ бригадин ĕçне те сая ярас марччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"