08 августа 2005 г.
Тепĕр чухне сысна çăвăрланă чух хăйĕн çурисене çини тĕл пулкалать. Çак чир аман ороганизмĕнче япаласен ылмашăвĕ пăсăлсан пулать. Япаласен ылмашăвĕ апатра минераллă тăварсем, белок, клетчатка, витаминсем сахал пулсан, выльăха уçăлтарма кăлармасан, нÿрĕ, сивĕ витесенче усрасан пулать.
Çавăн пек ан пултăр тесен пĕтĕ сыснана çителĕклĕ, витаминпа пуян апатпа тăрантармалла, таса, типĕ, çутă, ăшă витере усрамалла, пĕрмаях уçăлтарма кăлармалла.
Сысна çăвăрланă вăхăтра тата çурисене ĕмĕртнĕ тапхăрта лайăх пăхса, асăрхаса тăмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"