08 августа 2005 г.
Пирĕн районта сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртессипе, физкультурăпа спорта аталантарассипе çав тери тимлĕ ĕçлеççĕ. Çакăн сăлтавĕ те паллă. Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хуракан, çирĕп сывлăхлă çын çеç производствăра ÿсĕмсем тума пултарать, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Çакна палăртма та кăмăллă: пирĕн районта çуралса ÿснĕ яшсемпе хĕрсем спорт арени çинче республика шайĕнче çеç мар, Раççейре те, чикĕ леш енче те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Çак кунсенче района черетлĕ ырă хыпар çитрĕ. Тĕрĕсрех каласан, Чăваш Республикинчи бокспа кĕрешекенсен Федерацийĕн Президентĕнчен В. Лаптевран район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ячĕпе çыру килчĕ. Акă мĕн çырнă унта:
- Хаклă Юрий Александрович! Хăвăр районта бокса аталанма пулăшнăшăн, çак ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав тăватăп. С.В. Черкашин тренер ертсе пынипе районти вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем регионти тата Раççейри ăмăртусенче республика чысне тивĕçлипех хÿтĕлерĕç.
Алексей Никитин «Раççей çамрăклăхĕ» обществăн ăмăртăвĕнче 1 вырăн, Раççейре мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура 5 вырăн йышăнчĕ. Сергей Черкашин «Раççей çамрăклăхĕн» ăмăртăвĕнче 1 вырăн, Атăлçи Федераллă округра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура 2 вырăн йышăнчĕ. Андрей Тимофеев Атăлçи Федераллă округри шкул ачисен иккĕмĕш спартакиадинче 2 вырăн йышăнчĕ, июль уйăхĕнче вара шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕнче 3 вырăн йышăнчĕ. Сирĕн район малашне те Раççейри тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусене валли ăста спортсменсем хатĕрлессе шансах тăратăп.
Мĕнех, çав тери кăмăллă хыпар. Спортсменсене малашне те ăнăçусем сунар.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"