Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕсметри юлташсем паян та асрах

08 августа 2005 г.

 

Кашни çулах утă уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче пирĕн çĕршывра Тинĕс Çар флочĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал çак кун июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче пулчĕ.

Эпĕ хам та чылай вăхăт хушши вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн та хĕсметре çар морякĕ пулнă. Манăн паян Хĕрлĕ Ялавлă Дунай çарĕ пирки çырса пĕлтерес килет.

Пире 1944 çулхи октябрь уйăхĕнче вăрçă вăхăтĕнчи юлашки призывпа çара илсе кайрĕç. Ку вăхăт тĕлне пирĕн Совет çарĕсем нимĕçсене хĕвел анăçнелле питĕ вăйлă тапăнса хăваланă. Çапла эпир 1945 çулхи Çĕнĕ çул умĕн Измаил хулине Дунай çар флотилийĕн тĕп хулине çитрĕмĕр, моряксем пулса тăтăмăр. Пирĕн флотилире чăвашсем питĕ нумайăнччĕ, ăçта пăхатăн, унта чăваш каччисемччĕ. Ахальтен мар юлташсем шÿтлесе Дунай флотилине «Чăвашсен флотилийĕ» тетчĕç. Ку флотилин вутлă-çулăмлă паттăрлăх çулĕ те питĕ чаплă та сумлă. Ахальтен мар ăна виçĕ орден парса чысланă (Хĕрлĕ Ялав, Нахимов тата Кутузов орденĕсем).

Кунашкал 3 орден илнĕ флот е флотили çĕршывра урăх çук та. Нумайăшĕ Дунай юханшывĕ  тата кунти çар флотилийĕ çинчен пĕлмеççĕ те пулĕ. Вулакансене кун пирки те кăшт çырса пĕлтерес терĕм.

Дунай юханшывĕ Германи территорийĕнчен пуçланать те Австри, Венгри, Югослави, Чехословаки, Болгари, Румыни, çĕршывĕсем витĕр тухса Хура тинĕс юхса кĕрет. Çак асăннă çĕршывсене нимĕç захватчикĕсенчен ирĕке кăларас ĕçре  флотилин тÿпи те пысăк. Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе флотили Совет çарĕсемпе тачă çыхăну тытса Дунай çинчи хуласене пĕрин хыççăн теприне ирĕке кăларма хутшăннă.

1945 çулхи кĕркунне флотилин пĕрлештернĕ шкулĕнче карап çинче моторист пулма вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пире Австрин тĕп хули – Вена çывăхĕнче тăракан карапсен пĕрлешĕвне илсе кайрĕç. Кунта мана бронекатер (халĕ вăл ракета катерĕ) çине вырнаçтарчĕç. Унтан пĕр хушă Будапешт хулинче водолаз пулма вĕренме тиврĕ. Çапла вара эпĕ çар службинче икĕ специальноç илтĕм: моторист тата водолаз. Вăрçă хыççăн темиçе хут та çар карапĕсен ученийĕсене хутшăннă май Дунай тăрăхĕнчи çĕршывсенче тата вĕсен тĕп хулисенче: Вена, Будапешт, Белград, Братислава хулисенче пулма тÿр килчĕ.

Çапла вара Дунай юханшывĕн çар флотилийĕнче хĕсметре 10 çул ытла пултăм. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа 1954 çулхи декабрь уйăхĕнче киле таврăнтăм, нумай медальсене тивĕçрĕм.

Раççей флочĕ 300 çул тултарнă май 1997 çулта РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн, мана та «Российскому флоту – 300 лет» медальпе наградăларĕç.

Пĕрле çар флотилийĕнче тантăшсенчен Муркаш районĕнчен П.П. Петров (госбанк уйрăмĕн управляющийĕ), Шаптак Муркашран Н.О. Осипов (Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ) пулнăччĕ. Шел, халĕ вĕсем пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ.

Турай тăрăхĕнчен А. Петров, В. Панов, И. Иванов, М. Федоров пурччĕ, анчах вĕсен шăпине эпĕ халĕ пĕлместĕп.

Меллĕ самантпа усă курса хальхи вăхăтра Тинĕс Çар флочĕн кунĕ ячĕпе хĕсметре тăракан моряксене, старшинасене, мичмансемпе офицерсене тата запасра тăракан моряксене пурне те ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика