03 августа 2005 г.
Авăн уйăхне кĕтĕмĕр. Çулпа çул пĕр килмест теççĕ те, кăçал та çу пуçламăшĕнчи çумăрсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе тăсса ячĕç, каярах вăхăта куçарчĕç. Халĕ вара ыранхи кунпа пурăнакан çĕр ĕçченĕ утă уйăхĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вунăкунлăхĕсенчи тата паянхи уяр та шăрăх çанталăкпа туллин усă курса выльăхсене продуктивлăха чакармасăр хĕл каçарма ытларах утă, сенаж хатĕрлессипе тимлет. Ку кăна çитмест, вырма та алăкран шаккать: кĕрхи культурăсен тĕшшисем хытнă. Çухатусенчен пăрăнса кĕлетех кĕртесчĕ вĕсене. Çак вăхăтри ĕçсем Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнче епле пыраççĕ-ха? Вырсарни куна пăхмасăр ку ыйту çине хурав шыраса хуçалăха çул тытрăм.
- Епле кану кунĕ ĕнтĕ ял хуçалăхĕнче çу кунĕсенче! Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тесе ватă асаттесем çĕр ĕçченĕ пиркиех каланă. Мĕн акса лартнине çухатусемсĕр пухса кĕртсен çеç тулли кану пулĕ. Çакна эпĕ каламасăрах хуçалăхри кашни ĕçчен ăнланать. Çавăнпа та иртен пуçласа сĕм тĕттĕмчченех улăх-çаранпа уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Акă, паян (июлĕн 31-мĕшĕ) обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли сенаж хатĕрлессине вĕçлетпĕр. 1700 тонна пулчĕ вăл. Кун çумне 700 тонна силос, 500 тоннăна яхăн утă хушсан, выльăхсен кун йышши апачĕ хĕл валлилĕх çитет темелле. Анчах тĕрĕс ăнланăр, çапла калани выльăх апачĕ хатĕрлеме пăрахатпăр тенине пĕлтермест: каю çĕкленет, пĕр çул ÿсекен курăксем хăйсем патне чĕнеççĕ, - каласа парать уй-хиртен куçне илмесĕр хуçалăх ертÿçи Игорь Васильевич Николаев.
- Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç кал-кал пынин сăлтавне мĕнре куратăр?
- Çур акирен пуçласа кĕрхи çĕртме сухи тăвичченхи кашни ĕçех ответлă. Нихăçан та ыран тăватпăр-ха теме юрамасть. Кая хăварни вилнĕпе пĕрех. Çакна шута илсе кашни ĕç валлиех, ĕçлекенсен шухăшĕсене шута илсе, малтан ĕç условийĕсене хатĕрлетпĕр. Вĕсемпе ĕçлекенсене паллаштарсан çеç ĕçе кÿлĕнетпĕр. Акă, «симĕс ĕç çи» валли те ăнăçлă ĕç условийĕсем турăмăр. Кашниех хăй мĕн чухлĕ ĕçлесе илессе пĕлет. Çавăнпах ĕнтĕ сенаж-силос хывма йĕркеленĕ механизациленĕ звено пĕр кăлтăксăр ĕçлерĕ. Звенона ЗиЛ-554 самосвалпа ешĕл масса турттаракан Юрий Мадиков бригадир ертсе пычĕ. Звенора килĕшÿлĕх хуçаланнăран Валерий Степановпа Алексей Петров «Волга-2» агрегатпа çулса тиенĕ массăна Ю. Мадиковпа пĕрле И. Никитин, А. Макаров водительсем пĕр кăлтăксăр ямăна турттарса тăчĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа вĕсем икĕ эрне ытларах хушăра 500 ытла гектар çинчен пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене çулса кĕртрĕç. Юлашки вăхăтра 400 тонна тырă сенажĕ турĕç. Çакна пăхса паян фермăсем çумĕнчи çÿллĕ курăклă ятарлă çарансенче çÿрекен ĕнесем талăксерен 12 килограмм сĕт панине хĕл кунĕсенче те чакармасса кĕтме пулать.
- Утă янтăлассипе те хуçалăхра ĕçсем япăх мар пыраççĕ пулас? Кун пирки мĕн калайратăр?
- Пĕрлехи ĕç-хĕл утă хатĕрлесси çине те пысăк витĕм кÿчĕ. Кунта эпир механизаци вăйĕпе пĕрлех алăпа ĕçлессипе те пысăк ĕç пурнăçларăмăр. Паянхи куна 450 тонна паха утă хатĕрлерĕмĕр пулсан, 200 тонни – улăх-çаран ути. Шăпах çакăнта ĕнтĕ хуçалăхри виçĕ уй-хир бригадин ĕçченĕсем трактор çине шанмасăр алăпа çулнине палăртса хăвармалла. Çулчĕç, типĕтрĕç, паха утă хатĕрлесе тиесе турттарчĕç, - пысăк тав вĕсене çакăншăн.
- Апатне хатĕрлетпĕр-ха та, анчах паянхи продуктивлăх еплере-ха? Йÿнĕ хăйхаклăхпа ытларах продукци илмелли тапхăр пырать те унпа мĕнле усă куратăр?
- Ял хуçалăхĕшĕн çивĕч ыйту. Тĕрĕсех калатăр, çу кунĕсем ура айĕнчи апатпа ытлă-çитлĕ усă курмалли вăхăт. Çакна ăнланса кĕтÿре çÿреме пултаракан выльăхсене иртен пуçласа каçченех фермăсем çывăхĕнчи ятарлă çарансенче çÿрететпĕр. Çакăн усси пур. Авă, ĕнесем талăксерен вăтамран 12 килограмм ытла сĕт параççĕ. Ку вăл чĕрĕ укçа. Симĕс масса парсах тăнипе сарайĕнче тăракан çамрăк выльăхсем те тĕрек аталанаççĕ. Ĕнесем улăхра лайăх çÿреççĕ терĕм те, çак ăнăçура кĕтÿçсен пĕлтерĕшне палăртас килет. Марина Михеева, Ираида Егорова, Анжелика Федорова виççĕмĕш çул çак ĕçре. Вĕсемпе пĕрле вăй хуракан Владислав Федоров вара кĕтÿпе 17 çул. Производствăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕнче вĕсен тÿпи те пуррине шута илсе вĕсене ĕçшĕн çакнашкал тÿлев условийĕ туса патăмăр: вĕсем тыррине, утине, улăмне илнипе пĕрлех вутă та илеççĕ. Кусемсĕр пуçне ĕç укçийĕ те кĕтÿçсен виçĕ пин тенкĕ ытла. Ăна уйăхсерен тÿлесе тăни пысăк пĕлтерĕшлине ĕçченсем пытармаççĕ. Ĕçлекене вăхăтра тата çителĕклĕ тÿлесен кăтартусем пулаççех, малалла пăхма та çул уçăлать. Уйкас Янасалти асăннă сĕт ферминче ĕçсем кал-кал пынинче манăн паян ферма заведующийĕн Валентина Леонидовна Аврамован тÿпине уйрăммăн палăртас килет. Ферма коллективне 15 çул ертсе пыраканскер юлашки çулсенче хăй тавра малтуртăмлă ĕçлекен ушкăна пуçтарчĕ. Фермăра паян 145 пуç сумалли ĕне 45 пуç вăкăр, 110 пуç тынашка, 120 пуç пăру. Кăçал çăва тухнăранпа кунта вăкăрсен сарайне пăсса çĕнĕрен турăмăр. Унта 200 пуç вырнаçĕ. Шуратнă-дезинфекциленĕ сарайсем хĕле хатĕр. Кунти ĕç кăтартăвĕсем пирки çакна та каласа хăварам: фермăра кăçалхи 7 уйăхра пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 20 пуç ытларах пăру илтĕмĕр. Кунпа пĕрлех пĕтĕмĕшле сĕт сăвасси те 2 процент ÿсрĕ: кăçал пурĕ 621 тонна сĕт сурăмăр, пĕр ĕне пуçне вăтамран 2500 килограмм. Сĕт сăвассипе М. Павлова, Р. Терентьева, Ю. Иванова, З. Семенова дояркăсене палăртас килет. Сĕте çак тапхăрта 3 миллион тенкĕлĕх сутса 1 миллион та 100 пин тенкĕ таса тупăш илтĕмĕр. Сĕт рентабеллĕхĕ 70 процент пулчĕ.
- Эсир сыснасене типĕлле тăрантарас технологие те иртнĕ çул вĕçĕнчех алла илтĕр. Мĕн хĕтĕртрĕ çакна тума тата çĕнĕлĕхĕн малтанхи утăмĕсен усси курăмлă-и?
- Эсир асăннă çĕнĕ технологие Кĕртекассинчи Н. Иванова ертсе пыракан сысна ферминче пурнăçа кĕртме пуçларăмăр. Ку çула район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю. Ивановăн пуçарăвĕ уçрĕ. Мĕн тетĕр, тĕрĕс çул пулни куçкĕрет. Çакна производство тĕслĕхĕсемпе çирĕплетем. Унчченрех районта чи япăххисен шутĕнче пулнă фермăра сыснасем 100 килограмлă виçене 2 çула яхăн вăхăтра çитетчĕç пулсан, халĕ – 7 уйăхра. Çакна валли икĕ уйăхченхи çурасем çулталăк каялла уйăхсерен вăтамран 70 грамм, 2-4 уйăхрисем 140 грамм, самăртма хупнисем 260 грамм ÿт хушнă пулсан, 7-8 уйăх каялла райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов сĕннĕ технологие алла илсен асăннă кăтартусем 200, 350, 560 грама çитрĕç. Кăçалах пулаймарĕ пулин те, çитес çула фермăра палăртнă капиталлă юсав ĕçĕсем производствăна татах малалла уттарасси шанатпăр, куратпăр, кĕтетпĕр. Çак технологие алла илнĕренпе аш туса илесси 2,6 хут ÿсрĕ. Юлашки 10 çулта тăкаклă пулнă сысна ферми пĕлтĕрхи 7 уйăхра 15 тонна аш панă пулсан, кăçал 40 тоннăран иртрĕ, пĕрремĕш çур çулта унчченхи тăкаклă ферма пĕрремĕш хут 280 пин тенкĕ таса тупăш пачĕ. Кунта сысна самăртакан Маргарита Васильевапа Александра Кузьмина ăнăçлă ĕçленине те палăртас килет. Комбикорм цехĕнчи («Доза-М» агрегата кăçал илсе лартрăмăр та комбикорма халĕ хуçалăхрах тăватпăр) Л. Кузьминапа Т. Александрова та хăйсен ĕçĕнче ответлăха туяççĕ, кирлĕ чухлĕ комбикорма ыйтнă вăхăтра туса параççĕ. Ку технологие вырма хыççăн вăкăрсем патне те çитерес ĕмĕт пур. Хальлĕхе Уйкас Янасалта вăкăр самăртакан С. Васильева ĕçченĕн выльăхĕсем талăксерен 900 грамм ÿт хушаççĕ. Кĕртекассинчи вăкăр ферминчи В. Семеновпа В. Петрова та ĕç кăтартăвĕсене çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ. Кунта çĕнĕ технологипе усă курма пуçласан, палăрмалла малтуртăм пуласса кашниех сисетпĕр.
Юсавсем тенĕрен, кунта та эпир ятарлă бригада тытатпăр. Акă, Михаил Владимирович Платонов ертсе пыракан стройбригада халĕ кунсеренех Уйкас Янасалти сĕт ферминче юсав ĕçĕсем пурнăçлать. Пĕлетпĕр, хĕле тирпейлĕ те хатĕрлевлĕ кĕрсен сивĕ кунсенче те аш-какай, сĕт туса илесси каялла чакмĕ, хуçалăх экономики те аталану çулĕпе кайĕ. Çакă пирĕн хуçалăхра ĕçлекенсен кашнин тĕллевĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"