25 июля 2005 г.
Ял хуçалăх ĕçченĕсем иртен пуçласа таврана каç тĕттĕмĕ хупличченех хĕл каçма утă-сенаж хатĕрлессипе тимленипе утă уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнчи хĕвеллĕ шăрăх кунсем тыр-пул пуссисене ылтăн тĕс кĕртнине сиссех те юлаймарĕç. Çак «юлаймарĕç» хăшĕсемшĕн чăнах та тÿрре килсе тухрĕç. Халĕ каланине хуçалăхсенче «хир карапĕсене» вырмана хатĕрлессипе епле ĕçленине тата çĕнĕ тырăна йышăнма епле хатĕрленнине тĕрĕслесе ирттернĕ пирĕн рейд та, ним ÿстермесĕр калатпăр, çирĕплетсе пачĕ.
Иртнĕ юн кун, июлĕн 20-мĕшĕнче, вырма умĕнхи ĕçсем «Передовик», «Сундырский», «Нива», «Хлебороб», «Волга» хуçалăхсенче епле пынине пăхса тухрăмăр, пĕрремĕш тĕрĕслеврех иккĕлле ÿкерчĕк куртăмăр: пĕрисем пуртан-çукран нимĕр тăваççĕ пулсан, теприсем вăхăт утăмне çухатнăн тата тарăн ыйхăра пулнăн туйăнчĕ.
«Передовик» ял хуçалăх производство кооперативне илсен кăçалхи çĕнĕ ертÿçĕ Валерий Вительевич Кириллов (тьфу! тьфу! Куçăхтарас марччĕ кăна) хуçалăха çĕнĕ варкăш илсе килни курăнать. Хуçалăхăн мехпарк бази çирĕппи тивĕçлĕ йĕркелÿ кăна ыйтать. Ертÿçĕ Хăй сăмах ваклама питех юратмасть пулин те, мехпаркри ĕçсемпе паллашнă хыççăн хуçалăхра кăçалхи вырмана 5 комбайн явăçма пултарни палăрчĕ. Вĕсен 900 ытла гектар çинчен тырă пуçтарса кĕртмелле. Çакна валли виçĕ «хир карапне» юсаса строя тăратнă ĕнтĕ, тепĕр иккĕшĕ тĕлĕшпе ĕçлемеллисем пур-ха. Вĕсем валли запас пайсем çителĕклĕ пулни комбайнерсен çаврăнăçулăхне кăна кĕтет. Хуçалăхра вырмана хутшăнакансем валли ĕç условийĕсем пĕркунах хатĕр, сĕрмелли-çунтармалли материалсем çителĕклĕ.
- Техника хальлĕхе кивюрех, анчах ĕçлеме пулать. Вырмана епле ирттертĕмĕр, аталану çулĕ çапла килет. Куратăр, йăлтах хамăр алăра. Юсавлă майлах ларакан Т-150, ДТ-75, ДТ-175 тракторсем валли паянах механизаторсем кирлĕ. Шыратпăр, йыхравлатпăр вĕсене, ĕç тÿлевĕ çине тăмастпăр,- калса парать хуçалăх ертÿçи умри тĕллевсемпе паллаштарнă май.
В. Кириллов сăмахĕсене çирĕплетекен тĕслĕх. Кăçал Москакассинчи вăтам шкулта аттестатпа пĕрле тракторист удостоверенине илнĕ Алексей Столяров аслисем чĕннипе килĕшнĕ ĕнтĕ, юсавсăр тата хуçасăр ларнă МТЗ-82 трактора юсаса ĕçе хатĕрлесе çитернĕ.
Мехпаркра комбайнсене вырмана хатĕрлес ĕç массăллă пырать. Акă, 1987 çулта комбайнпа ĕçлеме пуçланă Геральд Ильич Бычков паян 19-мĕш вырмана Сергей ывăлĕпе хатĕрленет, ĕç хăрушсăрлăхĕ Пирки асра тытса комбайна хире кăларма ирĕк илме ĕçлев узелĕсем çине хÿтлĕхсем (щитоксем) вырнаçтарать. «Ĕçлесех тесен темĕн те тума пулать. Паянхи ĕçе ырана хăвармалла мар çеç,- терĕ Геральд Ильич щитока вырнаçтарса пĕтернĕ май.
Хăйне шанса панă «Енисей» комбайнпа (4-мĕш вырма) юлашки çулсенче тăтăшах ырăпа палăрнă Александр Леонидович Алексеев кăçал хăйĕн ывăлĕпе – Москакассишкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Юрийпе – вырмана хатĕрленет. 30-мĕш вырма пулать унăн кăçал.
«Передовикра» техника кивĕрех терĕмĕр пулсан, «Рассвет» агрофирма чикĕллĕ яваплăхлă обществăра кăçалхи вырмана çĕнĕ «Енисей-1200» тухмалла. Унсăр пуçне икĕ «Нива» СК-5 тата ДОН-1500. Кашнин патнех механизаторсен алли çитнĕ ĕнтĕ, анчах ĕçлемелли те сахал мар. Çĕнĕ техника тенĕрен, анчахрах туяннă çĕнĕ МТЗ-1221 трактор паян хирте выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлет.
Ĕçлекенĕн ĕçĕ курăнать. Мăн Хураçкана («Нива» хуçалăх) çитсен вара (вăхăт 13 сехет те 45 минут) мехпаркра ĕç шавĕ курăнмарĕ. Паллах, СК-5 «Нива» комбайн çинчен двигателе юсама кăларнăччĕ ĕнтĕ, ытти вара... Кун çумне «Хлебороб» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи лару-тăрăва хушас килет. Ильинка-Тренккăсем чăнах та çывăраççĕ Тесен те пысăк йăнăш пулас çук. Кунта мехпаркра пулнă 1-2 механизатор вырма ыйтăвĕсемпе хуçалăхра правлени ларăвĕ те пулманни, ĕç условийĕсене çирĕплетменни тата вĕсемпе паллаштарманни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. Пĕлтерÿ: «хир карапĕсем» çумĕнчи метр çÿллĕш çум курăкне çын ури лÿчĕркемен. Пирĕн пата пырса тухнă хуçалăх ертÿçи Р. Каргин та çав 1-2 механизатор ÿпкелешĕве çине тулли хурав параймарĕ. Паллах, «Хлебороб» хуçалăхра та ÿссе çитнĕ тырă юр айне пулмасса шанас килет, анчах комбайнсене вырмана тĕплĕ хатĕрлемесен çапса тĕшĕленĕ тырă хирех çăран акăнса юлас хăрушлăх пур. Ыйту тухса тăрать: çĕртесси çеç пур мĕншĕн акса ÿстеретпĕр, техникăна çĕмĕретпĕр, çынсене хăшкăлтаратпăр; Хамăртан хамăр кулни пулмасть-и ку;
Маларах çулсенче Тренккăсемпе пĕр хуçалăхра пулнă Шашкарсен («Волга» хуçалăх) мехпаркĕнче вара эпир пынă чух инçетренех мăлатук сасси илтĕнетчĕ, сварка агрегачĕ ĕçлени курăнатчĕ. Мехпаркри юсавçăсем В. Пинаринпа О. Шишокин комбайнĕсене ĕçе хатĕрлессипе тимлетпĕр.
Паян июлĕн 23-мĕшĕ. Уяр çанталăк тăрсан тепĕр эрнерен вырма ĕçĕсем пуçланĕç. Хÿре вĕçне туй калессе кĕтменнисем кăна ăна ăнăçлă ирттерессе шанас килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"