Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс апатланни ĕмĕре вăрăмлатать

25 июля 2005 г.

 

Çын организмне пурăнма тата  ĕçлеме кирлĕ пĕртен-пĕр çăл куç - апат-çимĕç. Вăл органсене йĕркелеме кирлĕ материал шутланать тата этемĕн кашни системин ĕçне йĕркелесе пырать. Çын апат çинĕ майăн, шыв ĕçсен, минераллă япаласем пырса кĕрсен организмра веществосен ылмашăвĕ Пулса иртет, кирлĕ мар япаласем организмран тасалаççĕ.

Хими анализĕ çакна çирĕплетет, этем организмĕнче вăтамран белоксем – 23 процент, çусем – 12 процент, углеводсем – 1 процент, минераллă тăварсем – 4 процент, шыв 60 процент шутланаççĕ. Диетологсем палăртнă тăрăх, тĕрĕс апатланнипе кăна ĕмĕре нумай вăрăмлатма пулать. Пуç мими тата пĕтĕмĕшле организм йĕркеллĕ ĕçлесе пырасси çиекен апат-çимĕç пахалăхĕнчен нумай килеççĕ. Тĕрĕс мар апатланни хăш-пĕр чирсен сăлтавĕ пулма пултарать, ăс-тăн пултарулăхĕ, пуç мимин ĕçĕ çине япăх витĕм кÿрет, çапла вара çын ĕмĕрне те кĕскетет. Тĕрĕс апатланни нумай чирсенчен сипленме тата вĕсенчен асăрханма пулăшать, организм ĕçне те шайлаштарса пырать.

Тĕрĕс апатланас тесен çакна асра тытмалла:

- яланах çийĕнче хатĕрленĕ тутлă тата тăрантаракан апат çимелле, унта организм тăкакланă энергие çĕнĕрен пухма пулăшакан, ăна аталанма тата ĕçлеме май паракан тутлăхлă япаласем пулмалла*

- организма кирлĕ таран белоксемпе, çусемпе, углеводсемпе, витаминсемпе, минераллă веществосемпе, микроэлементсемпе, клеткăсене йĕркеленсе пыма тата çĕнелме пулăшакан клетчаткăна тивĕçтермелле*

- апат çиессин режимне, кунне миçе хут çимеллине, калорисен хисепне пĕр куна тĕрĕс пайлассине пăхăнмала.

60 çултан иртсен веществосен ылмашăвĕ вăйсăрланать, хăш-пĕр апатсен ирĕлеслĕх пултарулăхĕ чакать. Ку вара ватă çынсем мĕн чухлĕ апат çиесси çине кăна мар, мĕнле апат-çимĕç çиесси çине те витĕм кÿрет. Урăхла каласан, ватă çынсен кирек епле апата ним шутламасăр çиме васкамалла мар. Апата ирĕлтерекен органсем, чĕрепе юн тымарĕсен, шăка кăларакан системăсем йĕркеллĕ ĕçлеччĕр, шывпа тăварсем ылмашăвĕ тĕрĕс йĕркеленсе пытăр тесен, аш шÿрпине, кăмпа яшкине, пăрăçлă тĕрлĕрен подливăсене çав тери сахал çимелле. Халестерин нумай продуктсене те çиме васкамалла мар ( çăмарта сарри, вăлча, миме, пĕвер т. ыт.те). Çавăн пекех йывăррăн ирĕлекен çусем (така çавĕ, сысна саме т.ыт.те)  çак вăхăтра организма кирлех мар . Тăварлă апат-çимĕçпе те сахал усă курмалла. Организма кирлĕ  выльăх-чĕрлĕх белокĕ тата çусем, тĕпрен илсен, сĕт продукчĕсенчен килмелле. Улма-çырла, пахча çимĕç ытларах çини усăллă, уйрăмах чĕрĕлле çини лайăх. Ватă çынсен апат çиессин режимĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, анчах малтан хăнăхнă йăлана ытлашши улăштарма кирлĕ мар. Апат-çимĕç епле хатĕрлесси пирки те асра тытмалла, уйрăмах ăшаланă, тĕтĕмленĕ, çирĕп тăварланă, маринадланă блюдăсене çиме васкамалла мар.

Нумай тата активлă пурнăçпа пурăнас тесен чи малатанах тĕрĕс апатланса пымалла. Кăна мĕнле ăнланмалла-ха; Пирĕн кашни кунхи меню тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуян пулмалла. Унта кирлĕ таран белоксем (пăрçа йышшисенчен хатĕрленĕ апат, тĕрлĕрен мăйăрсем), углеводсем (улма-çырла), çусем (ÿсен-тăран çăвĕ), çавăн пекех витаминсемпе минераллă веществосем (пахча çимĕç, укроп, петрушка т.ыт.те чĕрĕлле те пĕçерсе те) пулмалла.

Улма-çырлана тата апат-çимĕçе кашни хутĕнчех çимелле. Вĕсем витаминсемпе, минераллă веществосемпе пуян кăна мар, организмра йÿçексепе сĕлтĕсен (кислотасемпе щелочсен) шайлашăвне йĕркелесе тăма та кирлĕ. Углевод – пурин организмĕнче те çителĕклĕ веществон пĕр пайĕ. Çакна асра тытăр, çулсем кайнăçемĕн пылак апатсене сахалтарах çимелле, ку вăл хăвăрăн сывлăхăршăнах лайăх пулĕ.

Тĕрĕс апат çиессин тĕп принципĕсене лайăх пĕлсе тăрсан, эсир сывă пурнăç йĕрки патне çитме пултаратăр. Паллах, тĕрĕс апатланни мĕн пур чирсенчен сыхланмалли вăй мар, апла пулин те вăл çирĕп сывлăхăн тата ĕмĕре вăрăмлатмалли тĕп никĕс пулса тăрать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика