Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсиди илессинчи çĕнĕлĕхсем

20 июля 2005 г.

 

ЧР Министрсен Кабинечĕ 2005 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчи 216№ постановленине улшăнусем кĕртесси çинчен 147№ Постановлени йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, муниципаллă тата харпăр хăй килĕсенче пурăнакансене субсиди тÿлемелли йĕрке тĕпрен улшăнчĕ. Малтан субсиди тÿленĕ чухне социаллă тÿлеве шута илнĕ. 2005 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса, çÿлерех асăннă постановлени вăя кĕнĕ хыççăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн пĕтĕмĕшле лаптăкăн 1 тăваткал метрĕшĕн 1 уйăхра тÿлемелли виçе стандартне шута илеççĕ. Муркаш районĕнче ку стандарт 17,3 тенкĕпе танлашать. Çавна май çакăн  пек улшăнусем пулса иртрĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла. Раççей Федерацийĕн Правительстви 2004 çулхи августăн 30-мĕшĕнче 444 номерлĕ «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă  пулăшусемшĕн тÿлеме субсиди парасси çинчен» Положени çирĕплетнĕ.

1. Çак положенин 6 пункчĕпе килĕшÿллĕн субсиди илме пыраканăн малтан пирăн пата тăратнă документсемсĕр пуçне социаллă хÿтлĕх управленине ÿак документсен копийĕсене тăратмалла:

-         пурăнмалли çурт-йĕрпе усă курмалли тата тытса тăмалли право никĕсĕсене çирĕплетекен документсен (муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче пурăнакансен – ордер копийĕсене)*

-         пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн субсиди илекенĕн е унпа пĕрле ялан пурăнакан çемье членĕсен çăмăллăхсемпе усă  курма е компесаци илме право пуррине çирĕплетекен документсен копине*

-         заявлени параканăн тата унăн çемйи членĕсен Раççей Федерацийĕн гражданствине çирĕплетекен документ копине.

2. Çак положенин 17 пункчĕпе килĕшÿллĕн, субсиди илме заявление тата ытти документсене уйăхăн 1-15-мĕшĕнчен тăратнă пулсан, субсидие çак уйăхăн 1-мĕш числинчен тытăнсах параççĕ. Енчен те документсене уйăхăн 16-мĕш числинчен пуçласа уйăх вĕçлениччен тăратсан субсидие тепĕр уйăхăн пĕрремĕш числинчен параççĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Субсидие илессинче улшăнусем пулнă пирки мĕн пур документсене уйăхăн 15-мĕшĕччен тăратма тăрăшăр. Унсăр пĕр уйăхшăн субсиди илмесĕр юлма пултаратăр.

3. Положенин 38 пункчĕпе килĕшÿллĕн субсидие çемйе пуçĕ кăна илме пултарать. Унăн çакна валли перекет банкĕнче ятярлă социаллă счет уçмалла, унпа кăна усă курмалла.

4. Субсиди илме çемйен пĕрлехи туйăшне е пĕччен пурăнакан çыннăн тупăшне шута илнĕ чух заявлени панă чухнехи малтанхи 6 уйăхшăн илсе тăратмалла.

Çак положенипе килĕшÿллĕн, субсидие граждансене кашни уйăхшăн уйрăмшаррăн параççĕ. Çавна май харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансене, çурчĕсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтакансене субсиди памалли механизм та улшăнать.

Çÿлерех асăннă постановлени вăя кĕнĕ май, июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса субсиди илме докуменсене ялта харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансенчен, енчен те вĕсен çемйисен членĕсем «Яллă вырăнти специалист» пулнипе çăмăллăхсемпе усă кураççĕ пулсан, йышăнма тытăннă.

Енчен те сирĕн субсиди илессипе ыйтусем пур пулсан, район администрацийĕн 107 пÿлĕмне пыма е 2-12-40 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Н. Васильева, район администрацийĕн социаллă политика управленийĕн тĕп специалисчĕ

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика