Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕх библиотека ĕçĕпе паллашнă

15 июля 2005 г.

 

ЧР Президенчĕ 2003 апрелĕн 7-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи ялсенче тĕслĕх библиотекăсем уçасси çинчен» Указ йышăннăччĕ. Ун хыççăн республикăра вун шар тĕслĕх библиотека уçăлчĕ, вĕсем паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтереççĕ, шкул ачисене те вырăнти халăха та тĕрлĕ информаци илме май параççĕ.

Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче ĕçлекенсем тĕслĕх библиотекăсемпе кăсăкланаççĕ. Çавна май вĕсене ырă опытпа паллаштарма ЧР Наци библиотекин бази çинче регионсем хушшинчи тренинг-центр йĕркеленĕ. Ун хыççăн çав центр йĕркеленипе республикăна тĕслĕх библиотекăсене тĕрлĕ республикăсемпе облаçсен представителĕсем килсе курнă.

Июлĕн 13-14- мĕшĕнче вара тренинг-центр йĕркеленипе професси турăн иккĕмĕш тапхăрĕнче Раççейри 6 район библиотекарĕсем Мăн Сĕнтĕрти тĕслĕх библиотекăра пулнă. Вĕсемпе пĕрле Наци библиотекин ертÿçин çумĕ М. Андрюшкина, Наци музейĕн директорĕ Э. Бакмисов килнĕ. Хăнасене Мăн Сĕнтĕрти тĕслĕх библиотекăра тата районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Мазиков ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Ытти регионсенчи ĕçтешĕсем, тĕслĕх библиотека ĕçĕпе паллашнă май нумай ыйтусемпе кăсăкланнă, ял администрацийĕпе мĕнле çыхăнса ĕçленипе те интересленнĕ. Ялта библиотекăсен çĕнĕ тĕсĕсем çапла тăрăшса ĕçленине хăнасем кăмăллă юлнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика