15 июля 2005 г.
Муркаш районĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе паллашма района республикăран çеç мар, чикĕ леш енчен те делегацисем час-часах килсе тăраççĕ. Ку ахаль мар: пирĕнтен тĕслĕх илмелли, чăннипех те, çук мар. Кирек хăш сферăра та.
Виçĕм кун, акă, пирĕн района Эстонирен делегаци килсе çитрĕ. Унти художество академийĕ кашни çулах финно-угор халăхĕ пурăнакан вырăнсене экспедици йĕркелет. Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут вĕсем. Пирĕн районта июлĕн 21-мĕшĕччен ĕçлеççĕ.
Мĕн тĕллевпе килнĕ-ха вĕсем? Чăваш халăх культурине тĕпчеме. Вĕсене пирĕн районти халăхăн ĕлĕкхипе хальхи çи-пуçĕ кăсăклантарать. Вĕсене ÿкерсе илсе документ пек çирĕплетсе хăварасшăн.
Трийну ЮРВЕС педагог (вĕсемпе пĕрле чăваш патшалăх художество музейĕн чăваш халăх искусствине тĕпчекен Г.Н. Иванов-Орков та пур) ертсе пыракан 7 çынран тăракан делегаци икĕ кун районти краеведени музейĕнче ĕçлерĕ: пирĕн район халăхĕн йăли-йĕркине кăтартакан материалсемпе çывăхрах паллашрĕç.
Çакна уйрăмах палăртмасăр иртме çук. Халăхăн йăли-йĕркине тĕпчесе, историе кĕртсе хăварассипе пирĕн район чи малтан пуçарулăх кăтартрĕ. Иртнĕ çул «Муркаш районĕ: йăла-йĕркесем, уявсем» кĕнеке хатĕрлерĕ. Республикăра кун пекки урăх çук-ха. Эстонирен килнĕ хăнасем те çак кĕнекене питĕ ырларĕç:
- Çав тери пуян содержаниллĕ кĕнеке. Пĕлтерĕшĕ те ун çав тери пысăк,- палăртрĕç вĕсем.
Эстонири педагогсемпе студентсем ( ушкăнта искусствовед та пур) паян Ярапайкассинче пулĕç, мĕншĕн тесен кунти «Екрем» халăх фольклор коллективĕн чăваш çипуçĕ, чăннипех те, пуян. Çавăн пекех хăнасем Мăн Сĕнтĕр тăрăхне çитсе курĕç: кунта йывăçран авалхи халăх йăлара усă куракан хатĕрсене йывăçран касса ăсталассипе палăракан П. Мазуркин пултарулăхĕпе паллашĕç. Сăмах май, Петр Яковлевич халăх инструменчĕсене те ăсталанă.
Çавăн пекех асăннă экспедици членĕсем Сосновкăра Н.В. Никольский музейĕнче, Панклири музейре та пулса курасшăн.
Апла пулсан, малашне пирĕн районти халăхĕн йăли-йĕркипе, унăн тумтирĕпе чикĕ леш енче те тĕплĕнрех паллашĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"