Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçланĕ

15 июля 2005 г.

 

Республика Президенчĕ тата ЧР Правительстви ялсен инфраструктурине аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялта çурт-йĕр çавăракансене пулăшма тĕрлĕрен программăсем ĕçлеççĕ, газ кĕртесси вĕçленсе пырать. Малашне вара çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес, çулсем тăвас енĕпе тăратмалла пулать.

Пирĕн районти ял администрацийĕсенче паха шывпа тивĕçтерме хатĕрленес ĕçсем епле пыраççĕ, чи малтанах ку енĕпе ăçта ĕçлеме тытăнаççĕ; Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи  А.Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçинчен В.Г. Никитинран.

- Владимир Германович, пирĕн районта ЧР Правительствин йышăнăвĕсене пурнăçлассипе еплерех ĕçлеççĕ?

- Пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар. Юлашки çулсенче килсене газ кĕртессипе нумай тимленĕ. Халĕ урăх енĕпе тивĕçсем хушăнса пыраççĕ.

2004 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хутма мерăсем çинчен» 109№ Указ йышăннă. Çавăн пекех республикăра «Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа 2005-2008 çулсенче тивĕçтересси» ятарлă тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ. Шыв пăрăхĕсен системине çĕнетсе улăштарма проектсем хатĕрлеме тытăннă.

- 2006 çулта хăш ял администрацийĕсенче çак ĕçе пурнăçлама палăртнă?

- Çитес çулта районти 7 ял администрацийĕнче халăха паха шывпа тивĕçтерме шыв пăрăхĕсен системине улăштармалла.

Шетмĕпуç тата Шашкар ял администрацийĕсенче  проектсене хатĕрленĕ, кĕçех вĕсем экспертиза витĕр тухаççĕ. Москакасси ял администрацийĕнчи Вăрманкас Хачăк ялĕнче те паха шывпа тивĕçтерме проект хатĕрленĕ. Халĕ вăл экспэртизăра. Унсăр пуçне Муркаш ял администрацийĕнче те ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çурлатри, Шаптак Муркаш ялĕсем валли проектсем хатĕр, кĕçех Муркаш ялĕнне те туса пĕтереççĕ. Мăн Сĕнтĕр тата Хорнуй ял администрацтйĕсенче шыв пăрăхĕсен системине улăштарма проектсем  хатĕрлес ĕç пырать. Юнкă ял администрацийĕсенче çак ĕçе хăвăртлатмалла, унсăрăн вĕсем çитес çулхи программăна кĕреймесĕр юлаççĕ.

- Ытти ял администрацийĕсенче паха шывпа тивĕçтерес енĕпе лару-тăру еплерех пулать?

- Ытти ял администрацийĕсенче ку ĕçсене 2007-2008 çулсенче пурнăçламалла. Анчах та вĕсен кунпа лăпланса лармалла мар. Халĕ нумай ял администрацийĕсенче проектсем хатĕрлеме тытăннă. Васкасарах ĕçлесен хăшĕ-пĕрисем çитес çулхи программăна та кĕме пултараççĕ. Анчах та вĕсен сентябрь уйăхĕччен проектсене хатĕрлесе экспертиза витĕр тухмалла. 2006 çула валли палăртнă ял администрацийĕсен те çак ĕçсене хăвăртрах вĕçлемелле, унсăрăн вĕсем тăрса юлма пултараççĕ. Оринино тата Çатракасси ял администрацийĕсенче те ку тĕлĕшпе каярах юлса пыраççĕ, вĕсен çак ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.

-Тавтапуç, Владимир Германович, каласа ăнлантарнăшăн. Апла пулсан, çитес çулсенче çынсене паха шывпа тивĕçтерессе шанма пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика