15 июля 2005 г.
Çут тĕнчере пĕр-пĕринпе мирлĕ, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Анчах темшĕн-çке çынна пурăннă чух çав тери нумай кирлĕ, ют пурлăха, ют çĕрсене хапсăнни вара вăрçă патне илсе пырать. Çавна май иккĕмĕш тĕнче вăрçи аса килет. Мĕншĕн-ши Раççей çĕрĕ ĕмĕр-ĕмĕрех нумай патшалăхсене илĕртнĕ, нумай çĕршывсем тапăннă пирĕн çĕршыв çине, анчах парăнтарайман.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса Гитлер Совет Союзне 4 уйăхранах парăнтарса октябрь уявĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре парад ирттерме шутланă, Урал таранах çитме тĕллев лартнă. Чăн та, Гитлер çарĕ кĕске вăхăтрах Мускав патне çитме пултарнă. Апла пулин те, Панфилов генерал ертсе пыракан дивизи салтакĕсем пек паттăрсене пула тăшмана тытса чарнă кăна мар, 100-шер километр каялла хăвалама та вăй-хал çитернĕ. Гитлер вара татах урăх план хатĕрлет. Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕрен наци çыннисем хăйсене ăшшăн кĕтсе илессе шанса Сталинграда илсе, тăвалла хăпарса Мускава алла илме тĕллев лартать. Сталинград патĕнче çав тери хĕрÿ çапăçусем пыраççĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçа Тăван çĕршыва хÿтĕлеме эпĕ çар комиссариачĕн йыхравĕпе 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче тухса кайрăм. Чулхула облаçĕнчи Ташинă станцийĕнче 15-мĕш вĕренÿ мотополкĕ вырнаçнă пулнă. Анчах та унта пире, спортсменсене валли, хатĕрленĕ пек площадкăсем пулман. Çавăнпа та вĕренÿ вырăнĕ никам анне хăпармалла мар май çук чăтлăх вăрман, е нимĕнле чĕр-чун çÿремен шырлăк вырăнинче пулнă. Мотодрома та йывăçсем хушшинчен, тĕмĕсем витĕр çула хамăрах турăмăр. Çăмăл килмен пире. Час-часах тревогăсем пулатчĕç. Çил-тăманлă каçсенче, хитре, уяр çанталăкра мар, мĕнле те пулин юрлă-çумăрлă çанталăкра пире пăшалтан пеме вĕрентетчĕç. Вĕренÿ вăхăтĕнче пур çĕрте те кушак пек вăр-вăр, кăнтăрла тилĕ евĕр чее, çĕрле тăмана пек, кăнтăрла хурчка евĕрлĕ витĕр куçлă, упа евĕр вăйлă пулма ăс паратчĕç. Чăн та, çапла пулмасан, пурăнаймастăн вăрçă вăхăтĕнче, çавăнпа хăюллă пулма, тăшмана çĕнтерме вăй-хал парса хавхалантарса тăнă пире.
Вăрçă нихăçан та çухатусăр пулмасть. Юнашар чупса-утса пынă çĕртех тăшман пульли е снаряд ванчăкĕ сан юлташна е сусăртать е ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйăрать. Выртса юлакан юлташсене курсан ыратакан чĕрери çулăм нихăçан та сÿнмест, паянхи кун та хĕмленсех тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕренпе 60 çул çитрĕ. Анчах та çав вăхăтри йывăрлăхсене, терт-нушана вăрçăн вут-çулăмĕ витĕр тухнисем кăна лайăх пĕлеççĕ, туяççĕ. Мĕншĕн тесен, кашни наступление е атакăна кĕрекен салтак е командир кирек хăçан та вилĕмле куçа-куçăн тăраççĕ. Вĕренÿ вăхăтĕнче нушаланни пире нумай йывăрлăхсене чăтма хăнăхтарнă, тăшмана çĕнтерме пулăшнă.
Вăрçăри пекех ун хыççăн та юхăннă ял хуçалăхне ура çине тăратма сахал мар тар тăкнă. Малашне пурнăç хамăршăн кăна мар, ачасемпе мăнуксемшĕн те татах та лайăхрах пултăр тесе тăрăшнă эпир. Анчах та вăрçă инваличĕсем пирки ырă мар сăмахсем каланине илтсен, чун çав тери хĕссе ыратать. Вăрçă участникĕсемпе пĕрлех тылра та çĕнтерĕве çывхартассишĕн фронта нумай пулăшнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ, мĕн пур йывăрлăхсене чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ. Тылри хастар çынсене «1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальпе чысланă. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа та тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсене парса чыс турĕç. Хăйсене çапла чысланăшăн вăрçă вăхăтĕнче çамрăк пулнă, халĕ хисеплĕ ватăсен куçĕсем шывланчĕç.
Çакна та каласа хăварас килет. Вăрçă участникĕсемпе инвалидсен пурин те орденсемпе медальсем сахал мар. Анчах пĕр салтакпа командир та çапăçăва наградăшăн кĕмен, вĕсем Тăван çĕршыва фашистсенчен тасатассишĕн хăйсен пурнăçне те шеллемен, атакăна çĕкленнĕ. Çапăçусем пысăк пулчĕç пулин те, Аслă Çĕнтерÿ пирĕн енче пулчĕ.
Шкула çÿренĕ вăхăтра учительсем пире Тăван çĕршыва юратма, Чапаев, Щорс тата ытти паттăрсем пек пулма вĕрентнĕ. Вăрçăра та çирĕп ăс-тăнлă командирсем çĕнтерме ăс панă. Пысăк тав вĕсене уншăн.
Кирек епле вăрçă та çав тери пысăк çухатусем кÿрет, пиншер çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Нихăçан та ан пултăр вăрçă çут тĕнчере!
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"