15 июля 2005 г.
Çуллахи каникулăн шăп та лăп çурри хыçа юлчĕ. Ачасен канăвĕ малалла-ха. Районти шкул директорĕсемпе учительсен коллективĕсен вара паян шухăшлаттаракан ыйтусем нумай-ха, мĕншĕн тесен кăçалхи вĕренÿ çулĕ вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе пуçланмалла. Ачасем шкулта тарăн пĕлÿ илччĕр, вĕсем хăрушлăхсăр условисенче вĕренччĕр, улшăнусем паянхи пурнăç ыйтнисем пулнипе ашшĕ-амăшĕсем те, вĕрентекенсем те ăнланччăр тесен паян шкул коллективĕсенче мĕн тумалла; Шăпах çак тĕллевпе пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ районти шкул директорĕсем иртнĕ юн кун канашлăва. Пĕтĕмпе унта 5 ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах шкул директорĕсем вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç епле иртни пирки пĕлтерчĕç. Çавăн пекех канашлура пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене мĕнле татса парасси, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи тытăмне çĕнетсе улăштарасси çинчен калакан районти тĕллевлĕ программа, районти пĕчĕк комплектлă шкулсемпе çыхăннă улшăнусем, вĕрентÿ ĕçĕнчи ытти çĕнĕлĕхсем тавра пулчĕ калаçу.
Тĕпрен илсен, районти шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе ирттерекен юсав, илемлетÿ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Паянхи туса çитереймен ĕçсемпе пĕрле шкул директорĕсен ытларах çĕнĕ улшăнусем пирки пуç ыратать. Ытларах хаçат вулакансем депутатсен районти Пухăвĕнче 2005-2008 çулсенче вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарассипе ирттермелли мероприятисем пирки районти тĕллевлĕ программа йышăннине пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Паян пур çĕрте те пĕчĕк шкулсене база шкулĕсем çумне пĕрлештерес ĕç пырать. Республикăра халĕ база шкулĕсен переченьне хатĕрлеççĕ. Унта 200 ачаран кая мар вĕренекен шкулсене кĕртеççĕ. Пирĕн районта та çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ.
Халĕ шухăшласа пăхар-ха. Çак ĕç ахалех пуçланмарĕ вĕт: пурнăç хăех кăларса тăратрĕ ăна. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсем те паян çакна лайăх ăнланма пуçларĕç: пысăкрах шкулсенче вĕренекен ачасен пĕлĕвĕ те тарăн, мĕншĕн тесен унта çакна валли пĕтĕм условисем пур. Çавăнпа та паян, сăмахран, Чемей шкулĕнче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вĕсен ачисем Нискасси шкулĕнче пĕлÿ илме пуçласси пирки пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар. Нискассисем паян вĕсене кĕтсе илме хатĕр. Ача сачĕн ушкăнпе турттарма хушма рейс çеç кирлĕ. Ку ыйтăва татса параççĕ. Автобус çинче пĕчĕк шăпăрлансемпе яланах воспитатель пулĕ. Çавăн пекех ашшă-амăшĕсенчен те тÿрех уйрăлмĕç вĕсем: шкул дирекцийĕ калаçса татăлнă хыççăн ашшă –амăшĕсем те черетпе воспитательпе пĕрле ачасене ача садне леçнĕ çĕрте автобус çинче пулĕç.
Сыпайри ача садне çÿрекен ачасем те кăçал хăйсен вырăнне улăштарĕç: ача сачĕ шкул çуртĕнче пулĕ. Çакна валли кунта икĕ класа хатĕрлесе çитереççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен хĕллĕ ачасем шăнаççĕ пулĕ тесе те пăшăрханмалла мар: топочнăй тума палăртнă.
Шкул тытăмне улăштарасси паян пĕчĕк шкулсене çеç мар, вăтам пĕлÿ паракан пысăк шкулсене те пырса тивет. Мĕншĕн; Хăвăрах шухăшласа пăхăр. Демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру паян мухтанмалла мар. Ачасен йышĕ палăрмаллах ÿсес юхăм палăрмасть. Çавна май пысăк шкулсен çуррипушă. Калăпăр Ильинка шкулĕ 624 вырăнлăх. Паян унта çÿрекен ачасен йышĕ 200 е те çитмест.
Халь, айтăр-ха, пĕрле шутлар. Электроэнергишĕн, газшăн, çурта тытса тăма каякан укçа-тенкĕ сумми чакать-и çак шкула ачасем сахал çÿренинчен. Çук. Пушă-и вăл вăл пÿлĕм, вĕренеççĕ-и унта- ăна тытса тăмалла. Паян вара, ав, хаксем васкасах çÿлелле сикеççĕ. Çавăнпа та паян пур шкулăн та шкула шкул пек сыхласа хăварас тесен хытах шутламалла. Мĕнле майпа тăхаксене мĕн пур таран ытларах чакармалла. Çакăн пирки.
Акă, Матьăк шкулнех илер-ха. Ача садне çÿрекенсем – 13-ĕн, пуçламăш класра вĕренекенсем – 12-ĕн. Ача садне те ачасем кашни кунах çÿремеççĕ. Апла пулсан пÿлĕме усăсăр тытса тăрас вырăнне унта ачасем кĕске вăхăтлăх пулакан ушкăн йĕркелемелле. Çапла тусан, ачасем те шкула кайма лайăх хатĕрленĕç.
Пушă пÿлĕмсене арендăна парас ыйту тавра шутласан ытлашши пулмĕ. Çав пÿлĕмсене, шкул пÿлĕмĕсенчен чикĕлесе, çамрăк çемьесене пурăнма пани те икĕ еншĕн те кăмăллă пулмалла.
Çавăнпа та паян пур шкулта та, укçа перекетлесе, унпа тĕллевлĕн ксă курасси пирки хытă тимлемелле. Кăçал учительсен ĕç укçине тата 25 процент таран хăпартаççĕ. Нумай-и вăл; Шухăшласа пăхăр: районти учительсен вăтам ĕç укçи – 2200 тенкĕ ( юнашар Шупашкар районĕнче – 3300 тенкĕ. Ытти районченче 18 шар шкул пулсан, пирен районта – 39). Ку ĕç укçи тивеçтермеллескер-и; Иккеленмелле. Çавăнпа та, тăкаксене чакарса, çак перекетленĕ суммăпа ĕç укçине ÿстернĕ çĕрте вĕрентÿ ĕçне аталантарнă çĕрте усă курма пулать.
Çавăнпа та район администрацин пуçлăхĕ Ю.А. Иванов калашле, вăхăта тăсса, ним улшăнусем туманни, ним ырри патне те илсе пымасть. Проблемăна вăхăтра татса памалла. Унсăрăн кайран ăна çĕнтерме татах та йывăртарах пулĕ. Паян малтанхи пек пурăнма май çук, унпек тума та кирлĕ мар пулĕ. Çавăнпа та çак улшунусене пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе татса пани вырăнлă пулмалла. Мĕншĕн тесен паян район администрацин тĕллевĕ – ачяасене пахалăхлĕ тарăн пĕлÿ парасси, вĕсене тивĕçлĕ, хăрушлăхсăр условисенче вĕрентесси. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă çитменлĕхĕсене вăхăта сая ямасăр татса парасси те чи пирвайхи тĕллевсенчен пĕри пулмаллине палăртрĕ Юрий Александрович.
Çакна палăртмасăр ниепле те иртме çук. Пирĕн район администрацийĕ ачасем тулли пĕлÿ илччĕр, çакна валли тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе май килнĕ таран йăлт тăвать. Çакăн результачĕ те пур. выпускниксен малалла вĕренес кăтартăвĕ те республикăра çÿллĕ шайра. Пирĕн района ытти районсенчен те ачасем вĕренме çÿреççĕ. Кăçал, ав, Калайкасси шкулĕн педпгогика класне 40 ( пĕлтĕр – 18) ытла ача килет. Етĕрне, Красноармейски районĕнчен, Шупашкартан ачасем вĕренме пуçлĕç унта кăçал. Район бюджетĕнчен ачасене апат çитерме районти вĕрентÿ учрежденийĕсене пĕр миллион ытла укçа уйăрса параççĕ. Кун пек пулăм ытти районсенче çук. Анчах, килĕшетĕр пулĕ: район бюджечĕ те тĕпсĕр мар. Çавăнпа та районти вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.М. Васильев палăртнă пек, кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа, кружоксене тÿлевлĕ тăвассине те ( ытти районсенче тахçанах çавăн пек) пурнăçа кĕртмелле.
Ашшĕ-амăшĕсене шкул автобусĕсем епле çул-йĕрпе çÿресси те кăсăклантарать пулĕ-ха. Кун тавра та çивĕч калаçу пулчĕ ларура. Шкул директорĕсем çак кунсенчех шкул автобусĕсем çÿремелли çулсем çинче пур çитменлĕхсем пирки район администрацийĕн капиталлă стрительство, архитектура тата пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленине хăйсен сăнăвĕсене çитереççĕ. Июль-августра çав çитменлĕхсене пĕтереççĕ. Çав çулсене çулталăк тăршшĕпе пăхса тăма опытлă, ответлă çул-йĕр организацйĕсене çирĕплетеççĕ.
Хутса ăшăтмалли тапхăра та паянах хатĕрленмелле. Халь туса çитереймен ĕç хĕлле инкек кларса ан тăраттăр. Канашлура çавăн пекех район администрацийĕн капиталлă стрительство тата пурăнмалли çурт-йĕрке коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçи Н.В. Любимов шыв пăрăхĕсене, задвижкăсене паянах тĕрĕслемелли çитменлĕхсене пĕтермелли пирки каларĕ. Котельнăйсен операторĕсен аттестацине йĕркелесси те – паян тумалли ĕç.
Халĕ кадрсен ыйтăвĕ пирки. Улшăнусем ку тĕлĕшпе те пулаççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнсем пулмаççĕ. Штатсене чакарас ыйтуран та пăрăнса иртме çук. Çавăн пекех халĕ кĕçĕн классенче вĕрентекенсем хушшинче 1,5 ставкăна икĕ 0,75 ставка çине те пайлама юрамасть. Класс йертÿçи пулнăшăн, тетрадьсем тĕрĕсленĕшĕн тÿлессине малтанхи пек 100 тенкĕрен мар, должноç окладĕнчен шутламалла. Учителĕн 18 сехет пулмалла. Малтанхи пек « по совместительству» ĕçлеттермеççĕ.
Пурнăç кăларса тăратнă çĕнĕлĕхсенчен ниепле те пăрăнма çук. Вĕсем пурте вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă. Пĕр-пĕрне ăнланса татса парар, эппин, вĕсене.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"