Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунсăхлама вăхăт çук

13 июля 2005 г.

 

Кĕнеке – пирĕн тус. Çакна эпир ачаранах ăша хывса ÿсетпĕр. Районти библиотека ĕçченĕсем çак пурнăç чăнлăхĕ пирки çуллахи хĕрÿ кунсенче те аса илтерсех тăраççĕĕ. Вĕсем тăрăшнипе тем-тĕрлĕ мероприяти те иртет паян библиотекасенче. Акă районти библиотекăра «видеоабонемент» хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Ун фондĕнче халĕ 110 видеокассета ĕнтĕ. Уйрăмах вĕсем шкул ачисемпе студентсемшĕн, преподовательсемшĕн  çав тери усăллă та, кирлĕ те. Мĕншĕн тесен, çав фильмсенче тĕп вырăнта – вĕрентÿ.

Çавăнпекех библиотекăра ачасем килĕштерекен тем-тĕрлĕ фильмсем пур. Ытларикунсемпе кĕçнерникунсенче эсир вĕсене кăмăл туличченех курма пултаратăр.

Çакна та палăртмалла: районти тĕп библиотекăра   хаçатсемпе журналсен выставки те ĕçлет. Унта эсир эмел курăкĕсемпе вĕсен усси пирки çывăхрах паллашма пултаратăр. Выставкăн ытти ярăвĕсене вара парксемпе  садсен çулталăкне, çут çанталăк илемне, тăван тавралăха тирпейлĕ упрассине халаланă.

Мăн Сĕнтĕрти моделлĕ библиотекăра ĕçлекенсем те çу кунĕсенче алла усса лармаççĕ. Вĕсем ĕçпе кану лагерьсенче пулса, ачасемпе калаçусем ирттереççĕ, вăл е ку кĕнекепе диспутсем ирттереççĕ.

Исетерккăри тĕп библиотекăра, ав, çак кунсенче çамрăксемпе пирус туртни сиенĕ пирки кĕнеке выставки йĕркелерĕç, калаçусем ирттерчĕç. 

Вăхăта усăллă ирттереççĕ

Физкультурăпа спорт мероприятисем пирĕн сывлăха çирĕплетнипе пĕрлех вăхăта усăллă ирттермелли çул-куçсем те пулса тăраççĕ. Кÿстерек тăрăхĕнче, акă, çуллахи вăхăтра ку тĕлĕшпе çамрăксем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Шкул ачисемпе çамрăксем волейболла, шашкăлла, шахмăтла выляççĕ. Ачасем пирки те манмаççĕ: вĕсем валли тĕрлĕ конкурсем, вăйă-шÿтсем йĕркелеççĕ. Районти ытти клубсенче те çамрăксен кану программине йĕркелессипе тимлеççĕ. Шупуçĕнче Ярославкăра, Турайпа Якаткассинче, тĕслĕхрен, дискотека умĕн тĕрлĕрен конкурссемпе вăйăсем пулаççĕ.

Шетмепуçсем те ку тĕлĕшпе пуçаруллă. Нумаях пулмасть кунта «пĕрре курсах юратрăм» вăйă иртрĕ. Пурне те килĕшрĕ вăл.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика