Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç сире, вĕрентекенĕмĕрсем

12 июля 2005 г.

 

Акă, эпир шкул пĕтертĕмĕр. Анчах кăна-ха, 1994 çулта алла илемлĕ чечек çыххи йăтса пĕремĕш класа вĕренме кайнăччĕ. Малтан Анаткассинчи пуçламăш шкулта пире О.Г.Клементьева 4 çул хушши хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр вĕрентсе ăс парса пычĕ, пире упраса пурăнчĕ. Ун чухне эпир хамăра вĕçĕ-хĕррисĕр телейлĕ туйнă, малалла та çавăн пекех пулĕ тесе ĕненнĕ.

Хыççăн эпир Турайри вăтам шкула 5 класа вĕренме килтĕмĕр.Кунти учительсем те пире питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ ăру лайăх вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухма тăрăшасса шаннă ĕнтĕ вĕсем. Анчах пурнăçра тем те пулать, вĕренÿре те ялан лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырайманни те пулнă пулĕ.

Апла пулин те, учительсем пире юратнă, йĕркеллĕ çынсем пулса ÿсчĕр тесе хăйсен чун-чĕрине пĕлĕвне те хĕрхенмен, пире панă. Тĕрĕсрех каласан, вĕсем хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентессине халалланă.

Пире лайăх вĕрентнĕшĕн, хăйсен ачисене юратнă пек юратнăшăн,Турайри вăтам шкул учителĕсене мĕн пур вĕренекенсен ячĕпе çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калас килет. Нумай çул телейлĕ пурăнăр çĕр çинче, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрсем. Ачасем те малашне татах лайăхрах вĕренсе пыччăр.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика