06 июля 2005 г.
Ĕнертен, саккунпа килĕшÿллĕн, Обществăлла палата ĕçлеме пуçларĕ. Хальлĕхе хут çинче кăна-ха. Çĕнĕ органăн пĕрремĕш ларăвĕ çулталăк вĕçнелле пуçтарăнмалла. Унччен вара палата йышне суйламалла. Çĕршыври чи тивĕçлĕ çынсенчен.
Владимир Путин Обществăлла палата пирки 2004 çулхи сентябрьте каларĕ: «Обществăлла палата анлă диалог валли площадка пулмалла, кунта граждансен пуçарулăхĕ курăнмалла, ăна сÿтсе явмалла...».
Палатăра 126 çын пулмалла. Пуçласа 42-не президент палăртать. Вĕсем вара тата 42 çын суйласа илеççĕ. Пĕрле вĕсем тата 42 çын йышăнаççĕ.
Обществăлла палата влаç органĕсене халăх шухăш-кăмăлне лайăх пĕлме май памалла. Çапла пулсан аванччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"