Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсемпе вăхăтра татăлмалла

04 июля 2005 г.

 

Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, граждансене, организацисемпе предприятисене тата патшалăха саккуна хирĕçлекен майсемпе тăкак кÿнĕшĕн тата ытти енлĕ парăмсемшĕн уйрăм çынсенчен тата юридически лицосенчен çав тăкаксене шыраса илмелли мерăсем пур. Тÿрĕ кăмăллисем истеца тивĕçлĕ суммăна хăйсен ирĕкĕпех тÿлеççĕ. Парăма тÿрех парса  татма май килмесен икĕ ен хушшинче мирлĕ килĕшÿ тума май пур, çакăн чухне вĕсем парăма тапхăрăн-тапхăрăн парса татасси çинчен килĕшсе татăлма пултараççĕ.

Шел пулин те, пур парăмçăсем те истецсем умĕнчи хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласси çине тÿрĕ кăмăлпа пăхмаççĕ-ха. Тÿлесе татмалли вăхăта тăсаççĕ, парăмсемпе татăлассинчен пăрăнма пикенеççĕ, хăйсен пурлăх-хатĕр калăпăшне те пытараççĕ. Çакăн пек чухне парăмсемпе татăлмалли пирки çырнă исполнительнăй листсемпе ытти материалсем суд приставĕсен районти пайне пыраççĕ. Суд приставĕсем-исполнителĕсем парăмсене 5 кунта парса татмашкăн хушу кăлараççĕ. Ăна пурнăçламасан парăмçăсем тĕлĕшпе хистевлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Сăмахран, саккунпа килĕшÿллĕн, парăмçăсен укçи-тенкине тата пурлăхне арестлеме ирĕк пур. Шел пулин те, суд приставĕ-исполнителĕсен хăйсен практикинче ĕçĕн çак формипе  час-часах усă курма тивет.

Тĕслĕхрен, М. гражданинăн аллинче темиçе транспорт хатĕрĕ пулнă, вĕсен пĕр пайне вăл ытти çынсене те генеральнăй доверенноçпа панă (тĕрĕссипе сутнă). Вĕсем ун çинчех шутланса тăнă, вăл вара, çав автомашинăсене  сутса янă тесе, вĕсемшĕн хăй ирĕкĕпе налук тÿлеме килĕшмен. Налук органĕсем тăратнă представление тĕпе хурса, миравай судья налуксем тÿлессинчен пăрăнакан çак çынран вунă пин тенкĕ шыраса илмелле тунă. Суд йышăнăвĕ, çавăн пекех суд приставĕсен-исполнителĕсен  йышăнăвĕ пирки 5 кун хушшинче М. гражданинăн нимĕнле хурав та паман, парăмсене те саплаштарман. Çакăн хыççăн суд приставĕн-исполнителĕн парăмçă пурăнакан киле пырса унăн пурлăхне хаклама тивнĕ. Тĕрĕслев хыççăн унăн йывăç касакан-якатакан станокне, телевизорне туртса илнĕ. Ун хыççăн тин вăл хăйĕн парăмĕсем çинчен аса илнĕ, вĕсене пĕтĕмпех тÿлесе татнă. Суд приставĕ вара туртса илнĕ хатĕрсене каялла тавăрса панă.

С. гражданкăпа пулса иртнĕ çакăн евĕр тĕслĕхе те илсе кăтартма пулать. Маларахри тĕслĕхри евĕрех, унăн пурлăхне арестленĕ. С. вара хăйĕн парăмĕсене парса татма васкаман, арестленĕ пурлăхне каялла туянма та тăрăшман. Кун пек чухне саккунпа килĕшÿллĕн пурлăха суту-илÿ организацийĕсем урлă реализацилеççĕ, çакăншăн тухакан укçана парăма тивĕçтермелли çынна параççĕ. Ку тĕслĕхре çапла тунă та.

Сăмах май, суд приставĕсен районти пайĕн суд приставĕсен вăйĕпе парăма тÿлемен 19 тĕслĕх тĕлĕшпе йышăну туса парăмçăсен пурлăхне арестленĕ.

Парăм тĕлĕшпе яваплă юридически лицосем тĕлĕшпе те çакăн пек тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Кăçал кăна вĕсен пурлăхне 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх арестленĕ, 500 пин тенкĕлĕх пурлăха реализациленĕ.

Çапла калас килет. Вăл е ку тĕслĕхпе ĕç пурлăха арестлемелле ан пултăрччĕ, çав вăхăтрах парăмсене вăхăтра парса татасси пирки те манас марччĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика