29 июня 2005 г.
Халăх хушшинче тăтăшах тĕл пулакан çак чир пирки мĕн пĕлмелле-ха ялта пурăнакансен? Паян пирĕн ăнлантаруллă калаçу çак чир тавра пулĕ.
Ÿпке астми мĕнле чир пулни унпа чирленĕ нумай çынна чылай çул хушши кăсăклантарать. Вĕсен интересне ăнланма та пулать. Чир çинчен ытларах пĕлни ăна вăхăтра ура хурма пулăшать е парăнтарма çул уçать.
Ÿпке астмипе чирленĕ çыннăн организмĕнче мĕн пулса иртнине пĕлес тесен, пирĕн хамăрăн сывлав органĕсем епле йĕркеленнине пĕлмелле.
Эпир сывлакан сывлăш малтанах сасă йĕркелĕвĕсен хыçĕнчи трубкăна – трахейăна – лекет. Трахейăран сылтăм тата сулахай ÿпкесене бронх икке пайланса каять. Малалла кайнăçемĕн бронхсем ÿпкере хăйне евĕр йывăç тытăмĕ йĕркелеççĕ. Сывă çыннăн сывлăш пымалли çул уçă, астмăпа чирлекенĕн вара çав çул ансăррине кура сывлăш çăмăллăн иртеймест, сывлав йывăрланать.
Кунта бронхсене саракан препаратсемпе çеç усă курмалла, тейĕ Хаçат вулакан. Анчах çакă çеç çителĕксĕр, мĕншĕн тесен ÿпке астмин тĕп сăлтавĕ – бронх стенкисен шыççи. Çавăнпа та сыватăвăн тĕп çулĕ бронхсене сарни кăна мар, çав шыçăсене сиплени те.
Ÿпке астмипе чирлекенсен эмел терапийĕсĕр пуçне сывлăш пăвăннине ирттермелли ыттм мелсене те пĕлмелле.
Астмăн çĕрлехи приступĕсенчен епле хăтăлмалла-ха;
Çĕрле чирлĕ çын организмĕнче бронхсем хĕсĕнни пулса иртет.
- Енчен те сывлăш çитми пулсан, çухалса каймалла мар, алăсемпе чĕркуççисене тĕревлесе лармалла е ура çине тăмалла. Май пулсан 50 минут ингаляци тумалла, кирлех пулсан иккĕмĕш хут туни те пăсмасть*
- Васкамасăр сывлама тăрăшăр*
- Приступсем пулнă вăхăтра темиçе çăвар вĕри чей е шыв ĕçмелле. Çакна валли çĕр каçма кравать çумне термоспа чей лартмалла*
- Ÿпке астмипе чирлекенсене валли пĕрлехи правило: çывăриччен икĕ сехет маларах е ытларах та апат çимелле, мĕншĕн тесен тулли хырăм сывлава йывăрлатать*
- Астмăн çĕрлехи приступĕсен никĕсĕнче тусанлă пÿлĕм, пÿлĕмри хăш-пĕр ÿсен-тăрансем пулма пултараççĕ.
Ÿпке астми – нумай çул пыракан чир. Унран пĕлсе сывалсан, профилактика мероприятийĕсене йĕркеллĕ туса пырсан, çак чир пирки чылай вăхăта манса тулли пурнăçпа пурăнма пулать. Çак йĕркесене эсир кашниех хăвăр пурăнакан вырăнсенчи-участоксенчи терапевтсемпе тата пульмонологсемпе калаçса пĕлме пултаратăр.
Ÿпке астминчен сыхланас текенсем валли
- пирус ан туртăр тата туртакан пÿлĕмсенчен пăрăнăр*
- сивĕ вăхăтра урамра тăнă чух пите шарфпа картлăр*
- ăшă вăхăтра - урамра, сивĕре пÿлĕмре физзарядка тăвăр*
- ытлашши ан пăлханăр*
- шăнасран асăрханăр*
- пÿртри вырăн хатĕрĕсемпе çемçе сĕтел-пукансем çумĕнчи сăвăссем те ÿпке астмин пуçаруçисем пулайраççĕ. Çавăнпа та хваттерсене тăтăшах нÿрĕ мучалапа шăлса тăмалла*
- пÿртре тытакан выльăх-чĕрлĕх çăмĕ те астма пуçаруçи пулайрать.
Халĕ чир йывăрланнин паллисем пирки:
- ÿпке астмипе чирлекен ингаляторпа ытларах усă курма пуçлать*
- ингаляцисен эффективлăхĕ чакать, вĕсем хыççăн сывлăш çитменни пĕтĕмпех иртмест*
- чирлĕ çын çĕрле йывăр сывлавпа, ÿслĕкпе вăранса каять*
- йывăр ĕçсем пурнăçланă чухнехи активлăх чакать.
Енчен те астмăпа чирленĕ çыннăн сывлăхĕ çакăн пек йывăрланать пулсан, унăн ним тăхтаса тăмасăр участокри терапевт патне пымалла.
Калаçăва вĕçленĕ май вара пурне те ырлăх-сывлăх сунатăп, вырăнти тухтăрсемпе тăтăш канашлама сĕнетĕп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"