29 июня 2005 г.
Муркаш районĕпе Пушкăртстан Республикинчи Шаран районĕ пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытма пуçлани темиçе çул ĕнтĕ. Пĕр-пĕрин патĕнче пулса курни, паха опытпа паллашни, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕ танлаштарса тишкерни икĕ енĕшĕн те усăллă кăна. Нумаях пулмасть Пушкăртсем Муркашсене хăйсем патне пырса курмашкăн йыхрав янă. Çул-йĕр, курнăçăвăн асра юлнă саманчĕсем çинчен каласа памашкăн район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçине Эльвира Иосифовна Симакована ыйтрăмăр:
- Хальхинче пире унта Дюртюль ялне никĕсленĕренпе 300 çул тултарнине халалланă уява (Ф. Энгельс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн центрĕ) чĕнчĕç, вăл июнĕн 18-мĕшĕнче пулса иртрĕ. 27 çынран тăракан делегаципе тухса кайрăмăр, çав шутра Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕн ушкăнĕ. Июнĕн 17-мĕшĕнче ирхи 9 сехетре тухса кайса çул çинче 12 сехет иртрĕ, каçхи 10 сехете кăна çитрĕмĕр. Анчах та пире çав тери ăшшăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, юрă-ташă парнелерĕç, апатлантарчĕç, çĕр каçма вырнаçтарчĕç.
Хуçалăх пирки калас пулсан, вăл 9 яла пĕрлештерсе тăрать. Сухалакан çĕрсем 1600 гектар, çав шутра 1100 гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ, ыттине – сахăр кăшманĕпе хĕвелçаврăнăш. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 600 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ, уйрăмах сахăр кăшманĕ пысăк тупăш парать. Хуçалăх сумалли 200 ĕне тытать, лашасем нумай. Производствăра вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 2500 тенкĕпе танлашать, ăна кашни уйăхрах тÿлеççĕ.
Уйсенче пулса курнă май вĕсенче пĕр çум курăк та çуккинчен тĕлĕнтĕмĕр. Электричество линийĕн юписем тавра та пĕр пушă лаптăк хăвармасăр акса тухнă. Вĕсене сеялкăсем кĕреймен вырăнсене алăпа акаççĕ. Ку ĕнтĕ хуçалăхра çĕр ĕç культури пысăк шайра пулнине çирĕплетекен тĕслĕх. Сăмах май, хуçалăхра ыраш кăна 500 гектар йышăнать, калчасем хитре.
Ял урамĕсем тăрăх çÿренĕ май та тĕлĕнтĕмĕр. 500 ытла кил кунта. Урамсем сарлака, варрине асфальт сарнă, айккипе вара сип-симĕс курăк. Урамсенче нимĕнле çÿп-çап та, тасамарлăх та çук. Кил умĕнчи палисадниксене çĕнĕрен тытса сăрланă. Çынсем тасалăхпа тирпейлĕхе малти вырăна хуни куçкĕретех. Эпир килсе çитнине пĕлнĕ çынсем килсем умĕнчех урамра сĕтелсем, вырăнти çимĕçсем хатĕрленĕ. Сăмах май ялта, ял таврашĕнче тăп-тăрă шывлă çăлкуçсем нумай, вĕсене питĕ тирпейлĕ тытаççĕ тата пăхса тăраççĕ. Кашнин йĕри-таврах хăтлă пĕчĕк çуртсем туса лартнă, ларса канма тенкелсем, çăлкуç шывне астивмешкĕн ĕçмелли хатĕрсем пур.
Мероприятисен программипе килĕшÿллĕн пире, çавăн пекех Тутарстанран, Мари Эл республикинчен, çĕршывăн ытти регионĕсенчен килсе çитнĕ йышлă хăнасене тĕрлĕ çĕре илсе кайса кăтартрĕç. Калăпăр, Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа лартнă аллея питĕ килĕшÿллĕ. Тĕрлĕ паллă çемьесенче пулса курни те ырă йĕр хăварчĕ. Сăмахран, вырăнтан тухнă паллă ăсчах Федотов юбилей умĕн ял историне çырса ятарлă кĕнеке кăларнă. Мельниковсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пултаруллă, самăртакан ĕне выльăхсене талăкра вăтамран 1200-1400 грамм ÿт хуштарса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хуçалăхра çемьепе ĕçлес опыт анлă сарăлнă. Волковсен çемйинчен вара харăсах темиçе çын педагогика ĕçĕнче хастарлăхпа палăрать.
Ялти шкулта музей пур, унта вырăнти чăвашсем хăй вăхăтĕнче усă курнă тата усă куракан хăй евĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем те сахал мар. «Авиа» магазина уçнă çĕрте те пултăмăр. Ялта магазинсем пĕрре кăна мар, анчах ытларахăшĕ уйрăм предпринимательсем уçнăскерсем, райпо магазинĕсем сахал.
Ял юбилейне халалланă «Дюртюль ĕнер тата паян» ятпа иртнĕ савăнăçлă пухăва хутшăнма çав тери кăмăллă пулчĕ. Пухăннисене Шаран районĕн тата вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем ăшшăн саламларĕç. Эпĕ вара Муркаш районĕн ĕçĕ-хĕлĕ, икĕ район хушшинче хывăннă туслăх кĕперĕ мĕн тери усăлли тата кирли çинчен каларăм.
Ял уявне вара хăнасем таçтан та килсе çитнĕ, ытларахăшĕ кунта кун çути курнăскерсем, пурнăç çулĕ çине тухнă хыççăн тĕрлĕ вырăнсене саланнисем. Вĕсем хушшинче паллă, чапа тухнă çынсем сахал мар, ытларах чăвашла калаçма пикенеççĕ. Сăмах май, хуçалăх территорийĕнче пурăнакансенчен 80 проценчĕ чăвашсем.
Уява пирĕн район делегацийĕ хутшăннăшăн ял çыннисем çав тери савăнчĕç тата тав турĕç. «Шуçăм» юрăпа ташă халăх пултарулăх ушкăнĕн юрри-ташшисене питĕ кăмăлланса йышăнчĕç. Калаçу-курнăçусенчен эпир çакна лайăх ăнлантăмăр: вырăнта пурăнакансем пирĕн республикăри чăвашсемпе питĕ курнăçасшăн, калаçасшăн. Çавăнпа та уйрăлас умĕн вĕсем чăвашсене пысăк салам каласа ячĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"