Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç договорĕ ĕçлекене хÿтĕлетĕр

29 июня 2005 г.

Республикăри халăхăн ытларах пайĕ производствăра вăй хурать. Пирĕнтен нумайăшĕ çĕнĕ куна ĕçрен  пуçлать, кирек ăçта тимлесен те: патшалăх учрежденийĕсенче е уйрăм предприниматель патĕнче, çав-çавах ĕç законодательствин нормисене пăхăнатпăр. Вĕсене пур те пурнăçласа пыма тивĕçлĕ.

 Муркаш район прокуратури ĕçĕнче ĕç хутшăнăвĕсене саккунсене пăхăнса йĕркеленине, ĕç законодательствине пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать.

РФ Ĕç кодексĕн 56 статйипе килĕшÿллĕн, ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи хутшăнусене ĕç договорĕ йĕркелесе пырать. Унпа килĕшÿллĕн ĕç паракан ĕçлекене унăн тивĕçĕсене ăнлантарса килĕшÿре вĕсене палăртать, ĕçлекен вара вĕсене пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама пулать.

Ĕç договорне çырни конкретлă ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи хутшăнусене йĕркелет, ĕçе тытăнма кирлĕ услови пулса тăрать.

Район прокуратури район администрацийĕн ĕç сыхлавĕн инспекторĕпе пĕрле предприятисемпе организацисенче, уйрăм предпринимательсем патĕнче ĕç законодательствине мĕнле пăхăннине, производствăра ĕçлекенсемпе ĕç договорĕсем тунине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче РФ Ĕç кодексне пăснă нумай тĕслĕхсене тупса палăртнă, уйрăмах ĕçлекенсемпе договорсем тунă чухне. Хăш-пĕр çĕрте ку договорсем пачах çук. Ку çитменлĕхе уйрăм предпринимательсем патĕнче тупса палăртнă, организацисенче те кун пек тĕслĕхсем пулнă. Акă, сăмахран, «Юнга» Агрофирмăра» ĕçлекен 103 çынран пĕринпе те ĕç договорне туман.

Район прокуратурине граждансенчен ĕç законодательствин нормисене пăсни çинчен çырусемпе çăхавсем нумай килеççĕ. РФ Ĕç кодекс.Анчах та вĕсенче ĕç договорĕсем туман пирки никам та çырмасть. Апла пулин те çакăн çинчен шутласа пăхмалла, мĕншĕн тесен ĕçлекен ĕç параканпа договор тăвасси çине çăмăллăн пăхать пулсан, вăл хăйĕн пуласлăхĕ пирки шутламасть. Ялан тенĕ пекех, ĕç договорне туман пулсан, ĕç паракан Раççей Пенси фондне тата бюджет тулашĕнчи ытти фондсене укçа куçармасть. Çавна пулах ĕçлекенĕн пенси виçи те пĕчĕк пулать. Кайран, вăхăт çитсен гражданинăн çав çын патĕнче ĕçленине  çирĕплетсе пама та йывăр пулать, çав шутрах суд урлă та.

Прокуратурăра ĕçлекенсем уйрăм предпринимательсемпе тунă договорсене те сахал мар тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакна тупса палăртнă: нумай договорсенче ĕç условийĕсене требованисемпе килĕшÿллĕн çырмаççĕ, вĕсене вара договор çине обязательнăй йĕркепе кĕртмелле. Акă, сăмахран, «Цветкова З.А.» ИП тунă договорта ĕçлекенĕн ĕç, кану режимĕсене палăртман. Ку вара ĕçлекенпе ĕç паракан условисем пирки калаçса татăлманнине пĕлтерет, ĕç договорĕн нормисене пăсни пулать. Кун пек тĕслĕхсем татах та пур. Акă, «Кожевников Н.А.» ИП т. ыт. çĕрте те вĕсене тупса палăртнă. Ĕç договорĕсенче чылай чухне ĕç укçи тÿлемелли йĕркене, вырăнĕпе срокĕсене палăртман е ĕç укçине уйăхне пĕрре кăна тÿлесси пирки каланă. РФ Ĕç кодексĕн 136 статйин 6 пункчĕпе килĕшÿллĕн ĕç укçине уйăхне 2 хутран кая мар тÿлемелле.

Тепрĕ самант çинчен те каласа хăварас килет. РФ Ĕç кодексĕн 303 статйипе килĕшÿллĕн уйрăм предпринимателĕн ĕç договорне вырăнти самоуправлени органĕнче регистрацилемелле. Анчах ку условие пăхăнакансем питĕ сахал. Сăмахран, Муркаш районĕнче 374 уйрăм предпринимателе регистрациленĕ пулсан, вырăнти самоуправлени органĕсенче 79-шĕ кăна ĕç договорĕсене регистрациленĕ. Ку вăл паракансем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаннине пĕлтерет.

Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн прокуратура административлă майпа право йĕркине пăснăшăн РФ КоАП 5.27 статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн 2 ĕç пуçарнă, çак саккунăн 5.27 2 пункчĕпе  - 1 ĕç. Унсăр пуçне ĕç договорĕсем тĕрĕс пулман пирки 20 протест, 7 представлени тăратнă.

Муркаш район прокуратури  малашне те организацисемпе предпринимательсем ĕç договорĕсене мĕнле тунипе кăсăклансах тăрĕ. Ĕç договорĕсем пирки прокуратура 2-17-49 номерлĕ телефонпа «вĕри лини»  уçма шутлать. Çавăнпа та районти граждансем çак ыйтупа  шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултараççĕ.

Ĕç договорĕ саккунсем епле пăхăннине  тĕрĕслекенсем валли мар, ĕçлекенсене кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлет. Çакна кашнин яланах асра тытмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика