Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсене - çирĕплетнĕ йĕркепе

29 июня 2005 г.

Хаçат редакцине Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Шупуç ялĕнче пурăнакан Е.Ф. Овчинниковаран çыру килчĕ, акă, мĕн çырать вăл:

«Манăн упăшка вăрçă участникĕ пулнă. Вăрçăран контузипе таврăнчĕ, килте вилчĕ. Эпĕ, унăн арăмĕ пулнă май, çут çанталăк газĕпе, электроэнергипе, шывпа, радиопа усă курнăшăн çăмăллăхсемпе усă куратăп. Кăçалтан, 2005 çултан пуçласа, радиопа усă курнăшăн çăмăллăхсем пама пăрахрĕç.

Радио монтерĕ укçа пухса çÿрет, 225 тенкĕ парса ятăм. Санăн çăмăллăх çук, терĕ вăл мана. Çак çăмăллăх мĕншĕн пĕтнине пĕлмешкĕн радиоузел бухгалтерĕ патне кайрăм. Сире январь уйăхĕнче пенси хушса панă, çăмăллăхĕ пенси хушса паманнисен кăна терĕ.

Бухгалтер тĕрĕсех каларĕ-ши; Пенсие вара радиошăн тÿлеме хушса панă-ши; Çакна эпĕ хаçат урлă пĕлесшĕн».

Лару-тăрăва уçăмлатас, çыру авторĕ ыйтнипе хурав парас тĕллевпе  тивĕçлĕ предприятисемпе организацисенче пултăмăр, специалистсемпе курнăçса калаçрăмăр. Акă, мĕн пĕлтерчĕ Кÿкеçри ЭТУСăн Муркашри линипе техника цехĕн ертÿçин çумĕ В.В. Михайлов:

«Радиопа усă курнăшăн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунсемпе килĕшÿллĕн, пур абонентсем те укçана 100 проценчĕпех тÿлеççĕ. Анчах та Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, çăмăллăхсемпе  усă курма пултаракансене  палăртнă. Вĕсен списокне эпир районăн социаллă хÿтлĕх управленине тăрататпăр. Унпа килĕшÿллĕн, çăмăллăхсемпе усă куракансенчен илнĕ ытлашши тÿлев укçине перекет банкĕ тата почта çыхăнăвĕн районти узелĕпе уйрăмĕсем урлă каялла тавăрса параççĕ. Шел пулин те, çыру авторĕ çак списокра çук».

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн халăха çăмăллăхсемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем çыру авторĕ ыйтнине çапла хуравларĕç:

«Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, радиопа усă курнăшăн 1-3 ушкăнри инвалидсем, Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, салтак арăмĕсем, вилнĕ вăрçă ветеранĕсен мăшăрĕсем çăмăллăхсемпе усă курмаççĕ. Радио укçине туллин тÿленĕшĕн вĕсене пенси çумне хушма укçа парса тивĕçтереççĕ.

Çăмăллăхсемпе усă куракансен шутне Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен тата «Реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене  социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунĕсенче палăртнă çынсем кĕреççĕ».

Сăмах май, хăш категорири çынсем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултарни çинчен эпир район хаçатĕнче те пĕр хутчен кăна мар çырнăччĕ, саккунсене ăнлантарса панипе те тăтăшах паллаштарнăччĕ. Çыру авторĕ вĕсене вуламан пулас.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика