Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн малашлăх - çамрăксен пуçарулăхĕнче

29 июня 2005 г.

(Районта ирттернĕ çамрăксен уявĕнчен)

Июнĕн 27-мĕшĕ – Раççей çамрăкĕсен кунĕ. Унсăр пуçне, июнĕн 24-мĕшĕнче татах тепĕр паллă событи пулчĕ – Чăваш Республики 85 çул тултарчĕ.

Çак кунсене халалласа иртнĕ шăмат кун Муркашра суту-илÿ çурчĕ умĕнчи лаптăкра Раççей çамрăкĕсен кунĕ тата республика юбилейĕ ячĕпе уяв иртрĕ.

«Ăс-тăн енчен пуян çыншăн кăна малашлăха çул уçă. Пысăк культура çине таянмасăр чăн-чăн гражданин, патриот, ĕçлекен, çемьешĕн тăрăшакан, пултаруллă тата  çитĕнÿ тăвакан çын ÿстерме çук...» тенĕ ЧР Президенчĕ Н. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче.

Чăн та, паянхи çамрăксем çивĕч ăспа, мал туртăмлăхпа палăрса тăраççĕ. Çамрăклăх çунатлă, вăл ырă ĕмĕтсемпе пуян, çамрăк чух вăй-хал тапса тăрать, малашлăх çулĕ чуна илĕртет. Мĕн тери ырă вăхăт вăл - çамрăклăх. Хăй вăхăтĕнче кашниех çамрăк пулнă, çулсем каяççĕ пулин те, паян та вĕсем чунĕпе çамрăк. Апла пулсан, ку уяв – кашниншĕнех.

Çамрăксен кунне халалланă уяв Муркашри вĕрентÿпе культура тата сывлăха çирĕплетмелли комплексăн спорт залĕнче пуçланчĕ. Кунта ял администрацийĕсен командисен спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе спартакиада иртрĕ. Малтанах пухăннисене уяв ячĕпе саламласа, ăнăçусем сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова  сăмах каларĕ. Спартакиадăна 9 ял администрацийĕн (Катькас, Юнкă, Ярославка, Уйкас Янасал, Хорнуй, Муркаш, Çатракасси, Оринин, Мăн Сĕнтĕр) командисем хутшăнчĕç. Ярапайкасси ял администрацийĕн команди каярах юлса çитнĕ пирки эстафетăра кăна чупма ĕлкĕрчĕ.

Спартакиадăра, пĕтĕмĕшле итогсемпе, 10 команда хушшинче Муркаш ял администрацийĕн команди 1 вырăн çĕнсе илме пултарчĕ, иккĕмĕш вырăнта – Уйкас Янасал команди, виççĕмĕшĕнче - Çатракассисем (вĕсем икĕ команда тăратнă). Унсăр пуçне спортăн уйрăм тĕсĕсемпе те малтисене палăртрĕç.

Армспортпа Çатракассисем – 1 вырăна, Уйкас Янасалсем – 2-мĕш, Орининсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Хĕрсенчен чи пултарулли Л. Петрова (Çатракасси ял администрацийĕ), яшсенчен те  кунти Ю. Верендеев чи хастарри пулчĕç.

Дартс енĕпе малти виçĕ вырăна Муркаш, Катькас, Ярославка ял администрацийĕсен командисем йышăнчĕç. Хĕрсенчен чи пĕрремĕш Е. Потапова (Муркаш), яшсенчен Р. Таиров (Мăн Сĕнтĕр) пулчĕç.

Вăрăмăшне каялла сикессипе («Кенгуру») Муркашсем, Уйкас Янасалсем тата Çатракассисем малти виçĕ вырăна пайларĕç.

«Хăшĕ пултаруллăрах;» ятпа иртнĕ ăмăртура Орининсен команди (алă вăйне тĕрĕслесси) çĕнтерÿçĕ пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çатракасси (1-мĕш команда) тата Мăн Сĕнтĕр командисем йышăнчĕç.

Канат туртассипе те ăмăрту питĕ хĕрÿллĕ иртрĕ. Кунти чи малтисем Уйкас Янасал тата Çатракасси ял администрацийĕн икĕ команди пулчĕç.

Эстафета чупасси ача-пăча паркĕ çумĕнче иртрĕ. Кунта 1 вырăна Ярапайкассисем, 2-3 вырăнсене Муркашсемпе Орининсен командисем çĕнсе илчĕç.

Кун хыççăн уяв суту-илÿ çурчĕ çумĕнчи лаптăка куçрĕ. Спорт çуртĕнче çак вăхăтра «Ăста алăсемшĕн тунсăхлама вăхăт çук» ятпа алĕçĕсен выставки ĕçлерĕ. Кунта çамрăк техниксен станцийĕн, районти ачасен пултарулăх çурчĕç кружокĕсен, уйрăм ăстаçăсен ĕçĕсене тăратнă. Мĕн-мĕн кăна çук пулĕ кунта: Якаткассисен гипсран тунă изделийĕсем, Шомикри М. Филиппован чăваш тĕррисем, Нискассинчи Ю. Ефремов ертсе пыракана кружокăн хăва хуллинчен çыхса тунă изделийĕсем, макраме (ертÿçи Муркашри А.А. Никитина – «Путене» ача сачĕ), А.А. Ивановăн тĕрлĕрен çуртисем, Муркашсен йывăçран эрешлесе тунă япаласем, Çатракассинчи М. Димитриев художникăн ĕçĕсем т. ыт. те.

Суту-илÿ çурчĕ умĕнче малтанах Мăн Сĕнтĕрти «Картина» вокалпа инструментсен ансамблĕ илемлĕ юрăсемпе халăха уява пуçтарчĕ. Çав вăхăтрах Спорт çурчĕ умĕнче шашка, армреслинг тата стритбаскет енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Шашкăлла выляссипе Е. Осипов (Шаптак Муркаш) тата Н. Васильева (Муркаш), армреслингпа В. Голубев чи пултаруллисем пулнă. Стритбаскетла (урамри баскетбол) выляссине 10 команда хутшăннă. Шкул ачисем хушшинче Муркашсем мала тухнă, çитĕннисенчен студентсен команди 1 вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем Грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Акă, сцена çине Çамрăксен уявне ертсе пыракансем Г. Любимова тата  А. Петров (иккĕшĕ те район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсенче ĕçлеççĕ) тухаççĕ, уяв пуçланни çинчен пĕлтереççĕ. Кăçалхи уява тĕрлĕ шкулсенче шкул пĕтернĕ çамрăксене халалланă. Унăн программи интереслĕ те пуян содержаниллĕ. Çавăнпа та никамăн та тунсăхлама вăхăт пулмарĕ.

Муркашри искусство шкулĕн Юнкăри филиалĕнчи Л.М. Кудряшова ертсе пыракан ташă ушкăнĕ, Йÿçкассинчи ачасем (ертÿçи О.В. Григорьева) ташлани уява татах хăт кĕртсе сцена умне чылай халăха пуçтарчĕ.

Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче эпир Республика кунне паллă турăмăр. Çак уява та ăна тата Раççейри çамрăксен кунне халаллатпăр. Районта пултаруллă çамрăксем сахал мар. Вĕсем кашни отрасльтех тăрăшса ĕçлеççĕ. Медицинăра та, халăха вĕрентес ĕçре те, культурăра та, ял хуçалăхĕнче те, çыхăнура та, суту-илÿре  те сахаллăн мар вĕсем. Чи пултаруллисем ЧР Президенчĕн стипендине илеççĕ, шкулта питĕ лайăх вĕренсе малашлăх шанчăкне  паракансем район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçеççĕ.

Ю.А. Иванов çамрăксене пуçарулăх кăтартса ĕçлеме, çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçусем сунчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Юрий Александрович тĕрлĕ отрасльте хастар ĕçлекен 16 çамрăка район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕ.

Кăçал шкул пĕтерекен 7 çамрăк – ылтăн медале, 11н кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Вĕсене те чысларĕ Ю.А. Иванов. Медалистсенчен 9-шĕ – Муркаш лицейĕнчен.

«Моргаушрайбыт» ООО (ертÿçи А.П. Давыдов) мастерĕсем уявсене каймалли, ытти чухне çÿремелли прическăсене кăтартни те çынсене самаях кăсăклантарчĕ. Пултараççĕ иккен кунти парикмахерсем. Вĕсем тунă прическăсемпе ниçта та пит хĕрелмĕ. Çынна кĕпе-тумтир кăна мар, хитре прическа та илем кÿрет çав.

Сцена çине юрăçсем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ, илемлĕ сассисемпе уяв хăнисен чунĕсене тыткăнлаççĕ. Катя Голубева, Ирина Кораблева, «Хĕлхем», «Ночь», «Смайл» вокалпа инструментсен ансамблĕсем юрларĕç сцена çинче.

Çур çĕр çитсен уяв фейĕрверкĕ пулчĕ. Ун хыççăн вара хуларан килнĕ хăнасем – паллă юрăçсем: Стас Владимиров, Валерий Дмитриев, Светлана Яковлева пухăннă халăха хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен савăнтарчĕç. Çамрăксем илемлĕ кĕвĕсен çеммипе ташласа киленчĕç.

Мĕн уяв тăршшĕпех Муркашри обществăлла апатлану предприятийĕсенче ĕçлекенсем техĕмлĕ шашлыкпа, тутлă кукăль-пÿремечсемпе хăналарĕç. Вĕсем патĕнчен пĕр самантлăха та çын татăлмарĕ. Уйрăм предпринимательсем те пулчĕç уявра, хăйсен таварĕсене сĕнчĕç. Уяв иртсе кайрĕ. Çынсене вăл малашне татах та тăрăшарах ĕçлеме, çамрăксене малашлăх çулне уçса хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама вăй-хăват хушрĕ. «Чăваш Ен пуласлăхĕ - çамрăксен пуçарулăхĕнче». Çакăн пек девизпа иртрĕ вăл. Çаплах пултăрччĕ. Хастар çамрăксем пурнăçа малалла аталантарччăр, аслисен ырă ĕçĕсене малалла тăсчăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика