29 июня 2005 г.
«...Паянхи вĕрентÿ ĕçĕ вăл – социаллă сферăри уйрăм тăрăшулăх кăна мар. Вĕрентÿ вăл – стратегилле ресурс, çав тери кирлĕ инвестици ĕçĕ, çĕршыв пуласлăхĕ. Çак ĕçе ачасене тарăн, пысăк палахлăхлă пĕлÿ парас текен мĕн пур граждансем хутшăнаççĕ», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров Мускавра тухакан «Родина» журналта 2002 çулта «Аякра тăмалла мар, ĕçлемелле» статйинче.
Хальхи вăхăтра Муркашри вĕрентÿ системи шкул çулне çитмен ачасен 15 вĕрентÿ учрежденийĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 39 учреждени, хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем 3 пур. Тĕрлĕ шайри вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕтĕмпе 6706 ача вĕренсе ăс пухать. Шăпах çакă ĕнтĕ районта вĕрентÿ ĕçне малти вырăна лартма, ăна çĕнетсе улăштармалли çул-йĕре активлă шырама хистерĕ те.
Вĕрентÿ системине информатизацилесси ăна çĕнетсе улăштарас енĕпе тĕп услови пулса тăрать. Çак тĕллевпе республикăра та, районта та бюджетра çулсерен сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе шкулсем Пĕтĕм тĕнчери, федераци тĕрлĕрен проекчĕсемпе программисене хутшăнса компьютерсем туянаççĕ, вĕрентÿ ĕçне информацин çĕнĕ технологийĕсене кĕртеççĕ.
2001-2005 çулсенче тĕрлĕ çăлкуçсенчи укçа-тенкĕпе усă курса районта вĕрентÿ учрежденийĕсем 241 компьютер туянчĕç. Хальхи вăхăтра районта вăтамран 23 вĕренекен пуçне пĕр компьютер лекет. Районти вăтам шкулсенчен 80 проценчĕ Интернета тухаççĕ.
Пĕрлехи информаци памалли тĕп услови вăл - çак ĕçе учительсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене явăçтарасси. Районти педагогсем çулсеренех республикăри вĕрентÿ институчĕн бази çинче хăйсен квалификацине ÿстереççĕ, хальхи информаци хатĕрĕсемпе, компьютерсемпе усă курса вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртеççĕ, информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курса районта тата республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Акă, Муркашри лицей директорĕ Н.Е. Смирнов республикăри «Информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок» конкурсăн 2004-2005 вĕрентÿ çулĕнчи призерĕ пулса тăчĕ. Вăл историпе уçă урока Аслă Отечественнăй вăрçă темипе ирттернĕ. Çавăн пекех ку конкурса Москакассинчи вăтам шкулти истори учителĕ О.И. Тарасов, Мăн Сĕнтĕрти акăлчан чĕлхин учителĕ Л.В. Храмова, Йÿçкассинчи информатика учителĕ Л.Г. петрова хăйсен ĕçĕсене тăратнă.
Пирĕн районти шкулсем çулсеренех районта тата республикăра ирттерекен вĕрентÿ учрежденийĕсен чи лайăх сайчĕн конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Районти конкурсра Муркашри, Турайри, Мăн Сĕентĕрти вăтам шкулсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. 2004-2005 вĕренÿ çулĕнче Муркашри вăтам шкул республикăра ирттернĕ «Вĕрентÿ учрежденийĕсен 2005 çулхи чи лайăх сайчĕ» конкурсра призер пулса тăчĕ. Муркашри вăтам шкулти информатика учителĕ О.К. Волков хатĕрленĕ сайт виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Информаци технологийĕсене хушма вĕрентÿ учрежденийĕсенче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çамрăк техниксен станцийĕнче 233 вĕренекен 2004-2005 вĕренÿ çулĕнче «ПЭВМ операторĕ» свидетельство илнĕ. Хушма вĕрентÿ педагогĕсем халăха тата шкул ачисене «ПЭВМ операторĕ» специальноçа хăйсем хатĕрленĕ программăсемпе вĕрентеççĕ, вĕсене республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2003-2004 вĕренÿ çулĕнче хушма вĕрентÿ педагогĕн И.Н. Соловьеван «ПЭВМ операторĕ» автор программи республикăри ачасемпе çамрăксен «Эткер» туризмпа экскурси çурчĕ ирттерекен конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2004-2005 ВĕРЕНŸ çУЛĕНЧЕ а.в. Лескинан «Воспитани ĕçĕнчи педагогика çĕнĕлĕхĕсем» автор программи республикăра ирттернĕ «Воспитани ĕçĕнчи инноваци технологийĕсем» конкурсра диплома тивĕçнĕ.
Базисăн çĕнĕ вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн информатика предметне пуçламăш шкулăн 2-мĕш класĕнчех вĕрентме тытăнасшăн. Кун пек опыт пирĕн çук мар. 2004-2005 вĕренÿ çулĕнче информатика предметне районти 4 шкулта: Çатракассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Юнкăри тата Тойкилтĕри вăтам шкулсенче вĕрентнĕ. Çатракассинчи вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Мария Никитина республикăра ирттернĕ «Инфознайка» вăйă-конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин грамотине тивĕçнĕ.
Вĕрентÿ ĕçĕнче йĕркелÿпе экономика çирĕп механизмне туса хурасси
Вĕрентÿ ĕçĕнче йĕркелÿпе экономикăн çирĕп механизмне туса хурасси хальхи вăхăтра вĕрентÿ пахалăхне ÿстермелли тата çĕнетсе улăштармалли тĕп çул-йĕр пулса тăраççĕ.
Вĕрентÿ ĕçне укçа-тенкĕпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх политики кашни ачана пĕлÿ парассине шута илет. Çак ĕçре вăл бюджетран укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин нормипе усă курать, вĕрентÿри тĕрлĕ бюджетсем хушшинчи хутшăнусене уçăмлăх кĕртет, укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ кăна усă курма тивĕçтерет, укçа-тенкĕ енчен хăйтĕллĕнлĕх никĕсĕ çинче ресурссемпе усă курнă чухне вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен полномочийĕсене анлăлатать, вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарса укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курма май парать, бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕне ытларах явăçтармалли меслетсемпе ыормăсене анлăлатма пулăшать т. ыт. те.
Вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарса социаллă пурнăçри тата экономикăри сăлтавсем кирлĕ. Вĕсене вара пирĕн республикăра, çав шутрах районта та 90-мĕш çулсенчех пурнăçа кĕртме пуçланă: çĕнĕ шкулсем, çулсем тунă, газ кĕртнĕ, ялсенче тирпей-илем пултăр тесе тăрăшнă т. ыт. те. Кĕтме вăхăт пулман, мĕншĕн тесен экономика реформисем питĕ хăвăрт тата тарăннăн пурнăçа кĕрсе пынă, вĕрентÿ ĕçне те унта танлаштарса çыхăнтармалла, çĕнĕ социаллă хутшăнусем йĕркелемелле пулнă. ЧР Президенчĕн «Çĕнĕ шкул» программипе шкулсем умне çакăн пек задача лартнă: паянхи шкулăн конкуренцие чăтакан, тарăн пĕлÿллĕ, хăвăрт улшăнса тăракан пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пĕлмелле.
Ялти шкулсен тытăмне çĕнетсе улăштарасси шкул ачисене пысăк пахалăхлă пĕлÿ парассипе, экономикăри хутшăнусем улшăннипе çыхăннă. Район спецификине шута илсе вăл темиçе çул-йĕрпе пулса иртет:
- хальхи вĕрентÿ тата телекоммуникаци оборудованиллĕ, пысăк квалификациллĕ учительсемпе экономика ыйтăвĕсене шута илсе база шкулĕсене туса хуни* ачасене ЧР Президенчюн «Шкул автобусĕ» программăна пурнăçласа ятарлă автобуссемпе турттарни* çак программăпа района 10 автобус килнĕ*
- «шкул – ача сачĕ» комплексене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен никĕсĕ çинче туса хуни, çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасем валли кĕске вăхăтлăх ушкăнсем йĕркелени*
- вĕрентÿпе культура центрĕсем туса хуни – вĕрентÿ, культура, спорт учрежденийĕсене пĕрлештерни т. ыт. те. Районти 3 шкул Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕн проектне хутшăнаççĕ, база шкулĕсем 10, вĕрентÿпе культура центрĕсем – 5, шкул-сад комплекссем – 7.
Районти вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштармалли çул-йĕре «Районти вĕрентÿ ĕçне 2001-2003 çулсенче тата 2005 çулчченхи тапхăрта аталантармалли программăра» та палăртнă. Унăн пĕлтерĕшĕ – вĕрентÿ пахалăхне паянхи пурнăç ыйтнă шая çитересси, кашни вĕренекене тарăн пĕлÿ илме майсем туса парасси, вĕрентÿ ĕçĕн эффективлăхне ÿстересси. Асăннă тĕллевсене пурнăçлама районта сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Çав шутра:
- шкул пĕтерекенсен аттестацине пĕрлехи патшалăх экзаменне пурнăçа кĕртсе улăштарасси*
- ялти шкулсен тытăмне улăштарасси, хальхи вĕрентÿ оборудованийĕпе тивĕçтернĕ база шкулĕсене туса хурасси*
- ЧР Президенчĕн «Шкул автобусĕ» программине пурнăçа кĕртесси*
- ачасен интересĕсене шута илсе аслă классенче профиллĕ вĕрентĕве пурнăçа кĕртесси*
- вĕрентÿ ĕçне хальхи информаци технологийĕсене анлăн явăçтарасси*
- вĕрентÿ системинче йĕркелÿпе экономика механизмĕн эффективлăхне ÿстересси.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ
Шкултан вĕренсе тухакансен пĕлĕвне тĕрĕс палăртас, вĕсене аттестацилес тата вĕсене професси илме майсем туса парас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче 2001 çултан пуçласа федерацин сăнавне хутшăнса пĕрлехи патшалăх экзаменне ирттереççĕ. Унăн результачĕсем вĕрентÿ пахалăхĕ пирки тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума май параççĕ. 2004-2005 çулсенче районти шкулсенче вĕренекенсенчен ипĕрлехи патшалăх экзаменне хутшăннă:
Предметсем |
Вĕренекенсен хисепĕ |
2004 |
2005 |
Вырăс чĕлхи |
499 |
334 |
Математика |
499 |
444 |
Физика |
48 |
51 |
Биологи |
33 |
39 |
Хими |
15 |
17 |
Обществознани |
47 |
46 |
Раççей историйĕ |
17 |
14 |
Географи |
5 |
1 |
Акăлчан чĕлхи |
5 |
- |
Нимĕç чĕлхи |
2 |
- |
2004 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмпе 502 çамрăк районти шкулсенчен вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 120-шĕ професси училищине, 143-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенийĕсене, 192-шĕ институтсемпе университетсене вĕренме кĕнĕ, 38-шĕ ĕçлеме пуçланă.
Вăтам тата тĕп пĕлÿ парасси
Паянхи пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать, çавна май шкулсем умне те пысăк задачăсем тухса тăраççĕ.
9 класра вĕренекенсене аттестацилесси кăçал йăлана кĕнĕ пек мар, ятарлă аттестаци комиссийĕпе иртнĕ.
9 класра вĕреннĕ 211 ача сочинени элеменчĕсемпе Калайкассинчи вăтам шкулта изложени çырнă.
Кăçал вăтам шкул пĕтерекенсем те хăйсем суйласа илнипе вырăс чĕлхипе экзаменсене икĕ меслетпе тытрĕç: пĕрисем пĕрлехи патшалăх экзаменне тытса литературăпа сăмахпа каласа экзамен пачĕç, теприсем творчествăлла задание пурнăçласа излодени е сочинени çырчĕç. Вăтам шкултан вĕренсе тухакан 447 çамрăкран 10 шкулти 88 вĕренекен сочинени çырчĕ, 6 шкулти 27 ача изложени çырнă, 334 çамрăк пĕрлехи патшалăх экзаменне тытнă.
Вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕлĕхсем те пулнă. Педагогсемпе ачасем «Русский медвежонок – языкознание для всех» проектпа усă курнă.
Калайкассинчи вăтам шкулта Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институтчĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен курчĕ пулнă, унта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентессине дайăхлатас ыйтăва тишкернĕ.
Пуçламăш пĕлÿ
2004-2005 вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче пуçламăш классенче 1705 ача 123 класс-комплектра вĕреннĕ. Л.В. Занковăн аталану системипе Муркашри, Мăн Сĕнтюрти, Москакассинчи вăтам шкулсенче вĕрентнĕ. Ку тĕлĕшпе Москакассинчи вăтам шкул республикăри база шкулĕ пулса тăрать. «Сообщество» программăпа Шомикри тĕп шкулта ĕçлеççĕ. «2100 çулхи шкул» вĕрентÿ системине Муркашри вăтам шкулта усă кураççĕ. Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта чăваш тата вырăс чĕлхин программисемпе усă курса вĕрентеççĕ. 2004-2005 вĕренÿ çулĕнче 19 шкулта ют çĕршыв чĕлхисене ир вĕрентме пуçланă (566 ачана вĕрентнĕ).
Мăн Сĕнтĕрти, Çатракассинчи, Юнкăри, Тойкилтĕри вăтам шкулсенче информатика предметне пуçламăш классенчех вĕрентме пуçланă.
Çÿлте асăннă программăсене пурнăçлассипе пуçламăш классенчи 140 вĕрентекен ĕçлет. Вĕсенчен 3-шĕ чи аслă категориллĕ педаогосем. 53 учителĕн – пĕрремĕш категори пур, 70 вĕрентекен иккĕмĕш категориллĕ. Вĕсене аттестацилени çакна кăтартса пачĕ, пуçламăш классен учителĕсем хăйсен ĕçĕсене творчествăлла пăхаççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Çавăн пекех районти учительсем пултарулăх ушкăнĕсене хутшăнса вĕрентÿпе методикăн çĕнĕ комплекчĕсене, чăваш шкулĕнче вĕренекенсем валли пособисем хатĕрлес ĕçсене хутшăнаççĕ. С.Ф. Желтова (Москакассинчи вăтам шкул), Л.А. Ядыкова (Ярапайкассинчи вăтам шкул) республикăри педагогсемпе пĕрле «Чăваш шкулĕсенчи пĕрремĕш класс валли ĕç тетрачĕ» хатĕрлесе кăларас ĕçе хутшăнчĕç. Пултарудăх ушкăнĕнче Н.Л. Иванова (Ильинкăри вăтам шкул) тата А.В. Иванова (Апчарти пуçламăш шкул) тăрăшрĕç. Вĕсем ĕç тетратне алăпа çырса хатĕрлерĕç. Е.С. Шумилова (Вăрманкассинчи пуçламăш шкул) ркеспубликăри ытти педагогсемпе пĕрле пуçламăш шкул учителюсем валли сценарисен сборникне кăларчĕ.
Л.А. Ядыкован, С.Ф. Желтован статйисем «Начальная школа» журналта пичетленеççĕ. Муркашри вăтам шкулти В.В. Смирнова «Начальная школа: плюс до и после» журналпа темиçе çулах туслă çыхăну тытать. Вăл унта 10 статья ытла пичетлесе кăларчĕ.
Пирĕн республикăра 10-мĕш çул ĕнтĕ пуçламăш классен олимпиадине «Ăс-тăн вăйиисене» ирттереççĕ. Унта чăваш чĕлхипе уйрăм турта Муркашри вăтам шкулта 4 класра вĕренекен Елена Михафлова çĕнтерÿçĕ Пулса тăнă, иккĕмĕш вырăна Ярапайкассинчи вăтам шкулти Екатерина Федорова йышăннă.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен ĕçĕ
Кăçал районта шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем 30 ĕçлеççĕ. Çав шутра ача сачĕсем 15, пуçламăш шкул-ача сачĕсем – 7, шкулсенчи кĕске вăхăтлăх ушкăнсем – 8.
Районта шкул çулне çитмен ачасемпе пĕтĕмпе 2145, вĕсенчен çулталăка çитмен 365 ачана килте амăшĕсем пăхаççĕ, 1245 ача ясли-саджсене çÿреççĕ. Урăхла каласан шкул çулне çитмен ачасен 70 процентне яхăн садиксене çÿрет.
Ачасем çураласси çулсеренех чакса пырать пулин те шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çÿрекенсен хисепĕ ÿссе пырать.
2004 çулхи декабрь уйăхĕнче Москакассинчи «Колокольчик» ача садĕнче талăкĕпех ĕçлекен логопед ушкăнĕ уçăлчĕ. Унта аякри ялсенчен ачасене илсе çÿреççĕ. Юнкăри «Рябинушка» ача садĕнче те аякри ялсенчи ачасем валли кăнтăрлахи ушкăн уçăлчĕ Т. ыт. те.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче 155 педагог тăрăшать, вĕсенчен 15-шĕ ертÿçĕ, 117 воспитатель, музыка ертÿçисем – 20, 3 логопед. 77 педагог аслă пĕлÿллĕ, 20-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче куçăмсăр майпа вĕренеççĕ. Педаогосем хăйсен ĕçĕнче пуçарулăх кăтартаççĕ, тĕрлĕ çул-йĕрсемпе усă кураççĕ.
«Солнышко» ача садĕнче экологи ыйтăвне малти вырăна хураççĕ. Ку темăпа вĕсем пуян материал пухса хатĕрленĕ. «Малыш» ача садĕнче те çак ыйтăва тĕпе хурса ĕçлеме тытăннă.
«Тюльпан» ача садĕнче «Туслăх çăлкуçĕ» педагогика технологийĕпе ĕçлеççĕ, ачасене ытти наци çыннисемпе мĕн пĕчĕкрен туслă пурăнма вĕрентеççĕ.
«Путене» ача садĕнче «Тăван ен, юратнă ен» педагогика технологийĕпе материал пухаççĕ т. ыт. те.
2004-2205 вĕренÿ çулĕнче шкул çулне çитмен мĕн пур учрежденисем республикăра иртнĕ «Ача садне – сывлăх патне» конкурса хутшăнчĕç. «Мечта» тата «Солнышко» ача сачĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç.
Март-апрель уйăхĕсенче районта «Малышиада» конкурс иртрĕ, кунта та «Солнышко» ача сачĕн воспитанникĕсен команди çĕнтерчĕ.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем малашне те тĕрлĕ программăсемпе çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессе шанса тăратпăр.
Физкультурăпа спорт – малти вырăнта
Халăхăн, уйрăмах ачасемпе çамрăксен сывлăз шайĕ вĕсем физкультурăпа тата спортпа туслашнипе тÿреммĕнех çыхăннă. Кашни хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшасси çыннăн культуринчен нумай килет.
Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ ял администрацийĕсемпе, физкультурăпа спорт организацийĕсемпе пĕрле ку енĕпе патшалăх политикине пурнăçлассишĕн нумай тăрăшать. Физкультурăпа спортăн массăлăхне ÿстересси те яланах малти вырăнта. Иртнĕ çул «Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çуталăкĕ пулнă май çак ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
Унсăр пуçне районтв физкультурăпа спорта, туризматата сывă пурнăç йĕркине аталантармалли 2003-2006 çулсем валли йышăннă комплекслă программа ĕçлет.
Районта шкул ачисем хушшинче спортăн 12 тĕсĕпе çулсерен спартакиада иртет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Орининти вăтам шкул 1 вырăн йышăнчĕ, тĕп шкулсенчен – Кашмаш шкулĕ. Районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем иккĕ. Иртнĕ çулта массăллă разрядлă спортсменсене 2458 хатĕрленĕ, 4 çын спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултарнă. Иртнĕ çулта тата кăçалхи 5 уйăхра районта 80 ытла тĕрлĕрен спорт ăмăртăвне ирттернĕ.
Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ ачасене хушма пĕлÿ парас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес, ĕçпе кану лагерĕсем йĕркелес ĕç çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Районти çамрăк техниксен станцийĕсенче, сăмахран, 93 кружок ĕçлет.
Вĕрентÿ ĕçĕ педагогсене пурнăçпа тан пыма, пĕлĕве куллен ÿстерсе пыма хистет. Районти учительсем хăйсен кулленхи ĕçĕнче çакна тĕпе хурса тăрăшаççĕ, пирĕн пуласлăх паянхи ачасенче пулнине ăнланаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"