22 июня 2005 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнче ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен канашлăвĕ пулнă. Унта вырăнти влаçăн кулленхи ĕçĕпе çыхăннă нумай ыйтусене пăхса тухнă.
Сăмахран, ялсене тирпей-илем кĕртессипе вунăкунлăх итогĕсем, пурăха еткерлĕхе панă е парнеленĕ чухне налук законодательствинчи улшăнусем, граждансен çырăвĕсемпе тата заявленийĕсемпе ĕçлесси, ял администрацийĕсен ĕçне комплекслă тĕрĕслев ирттернин итогĕсем т. ыт. те.
Ун хыççăн канашлăва хутшăннисем Ильинка тата Шашкар ял администрацийĕсенче пулса унти делопроизводствăпа паллашнă тĕрлĕ ыйтупа практикăлла занятисем ирттернĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"