Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх специалистсем кирлĕ пулсан

22 июня 2005 г.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ специалистсем уйрăмах кирлĕ. Çавна шута илсе ĕнтĕ  тăнлă-пуçлă ертÿçĕсем ятарлă пĕлÿллĕ специалистсене вăл е ку ĕçе йыхравлама тăрăшаççĕ, специальноç туянмашкăн хăйсен хуçалăхĕсенчи çамрăк çынсене те явăçтарма  тăрăшаççĕ. Ку ăнсăртран мар, ытарлă каласан килти салакайăк килех таврăнать теççĕ-çке.

ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçал çак техникумсене тата специальноçсемпе вĕренме илесси çинчен пĕлтерет (вĕренме илекенсен йышĕ паллă). Улатăрти ял хуçалăх техникумне «Правоведени» уйрăмĕн иккĕмĕш курсне  11 класс пĕтернисене илеççĕ, çулталăк та вунă уйăх вĕренмелле. Тÿлевлĕ, 9 пин тенкĕ. «Экономика, бухгалтери учечĕ тата контроль» уйрăма  вара 9 класс пĕтернисене те (икĕ çул та вунă уйăх вĕренмелле), 11 класран вĕренсе тухнисене те (çулталăк та вунă уйăх вĕренмелле) йышăнаççĕ. Çавăн пекех «Сĕт тата сĕт продукчĕсен технологийĕ», «Зоотехни», «Шутлав техникипе автоматизациленĕ Системăсене программăласси» уйрăмсенче те вĕренме пулать. Тÿлевлĕ е тÿлевсĕр майпа студентсем хушма ĕç профессийĕсем те (ПЭВМ операторĕ, виççĕмĕш категориллĕ сутуçă, кассир) туянма пултараççĕ.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрекенсен те хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илмелли пурах: «Агрономи», «Зоотехни», «Ветеринари» «Аш-какайпа какай продукчĕсене туса илмелли технологи», «Экономика, бухгалтер учечĕ тата контроль» уйрăмсем. Унсăр пуçне, студентсем хушма ĕç профессийĕсем те (тракторист-машинист, ĕнесене машинăпа сăвакан оператор, ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен оператор, уй-хир ĕçĕсен мастерĕ, аш-какая тирпейлекен, секретарь-машинист) туянма пултараççĕ.

Техникумсене вĕренме кĕрес текенсен кирлĕ документсене июль уйăхĕ вĕçлениччен тăратмалла.

Çавăн пекех ял хуçалăх производствинче вăй хума кăмăл тăвакансем валли çакăн пек ырă хыпар та пур. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе  Мускаври Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕ килĕшсе татăлнă тăрăх, аслă професси пĕлĕвĕ паракан çак учрежденине  тĕллевлĕ контракт системипе специалистсем вĕренме хатĕрлемешкĕн яма пулать.

Специалистсене агрономи, зооинженери, почвоведени, агрохими тата экологи, экономика, педагогика факультечĕсене вĕренме илеççĕ. 5 çул вĕренмелле. Тĕллевлĕ вырăнсене вĕренме кĕрекенсен йышăну  докуменчĕсене академири йышăну  комиссине (июнĕн 21-мĕшĕ – июлĕн 15-мĕшĕ) ытти документсемпе пĕрлех 3 экземплярпа виçĕ енлĕ  контракт (ĕçпе тивĕçтерекен, студент тата Ял хуçалăх министерстви хушшинче тунăскер) тăратмалла. Унпа килĕшÿллĕн, заказчикăн (ĕçпе тивĕçтерекен) студента вĕрентсе хатĕрлеме тухакан тăкаксемшĕн пĕтĕм вĕренÿ тапхăрĕшĕн 20 пин тенкĕ тÿлемелле.

Хăвăра интереслентерекен ыйтусем пирки район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленине 2-13-33 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика