18 июня 2005 г.
Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ тĕп больницăн поликлиникинче Н.И. Тойгильдина 15 çул ытла санитарка пулса ĕçлет.
Пурнăçра кашни ĕçех кирлĕ, хисепе тивĕçлĕ. Нина Ильиничнана вара ку тĕлĕшпе пĕрре те ÿпкелеймĕн. Хăйĕн тивĕçĕсене пур çĕрте те хăвăрт, вăр-вар, тирпейлĕ пурнăçлама хăнăхнă. Поликлиникăра та, стационарта та врачпа медсестра санитарка ĕçĕсĕр пурăнаймаççĕ, кашнин тивĕçĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.
Н.И. Тойгильдинана коллективра ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Ĕçтешĕсене кирлĕ вăхăтра пулăшма та яланах хавас вăл, çамрăксене хăйĕн ырă опытне парать. Хисеп грамотине, тав сăмахĕсене сахал мар тивĕçнĕ Нина Ильинична.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"