18 июня 2005 г.
Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хирти çурхи ĕçсен итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, районти акатуй та иртрĕ. Пĕтĕмлетÿ хаклавĕсем паллă ĕнтĕ, ăнăçлă тата çителĕксĕр ĕçленĕ хуçалăхсен ячĕсем те паллă.
Çав вăхăтрах, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленине тăратнă оперативлă даннăйсем тăрăх, ĕнерхи кун тĕлне хăш-пĕр хуçалăхсем малтан палăртнă чухлĕ выльăх кăшманĕ, пахча çимĕç культурисем акса-лартса çитереймен.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче çуртри культурисене имçамсемпе сапас ĕç пырать, ăна ку таранччен 6562 гектар çинче (45 процент) пурнăçланă. «Волга», К. Иванов яч. хис. хуçалăхсенче вăл вĕçленнĕ.
Çĕр улмине пĕрремĕш хут 1250 гектар çинче (87 процент) ретсем хушшипе чĕрсе тухнă, «Оринино» хуçалăхра çак ĕçе иккĕмĕш хут та пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.
Выльăх кăшманĕн речĕсене чĕрессине çичĕ хуçалăхра вĕçленĕ, районĕпе – 63 процент чухлĕ.
Кĕр тыррисем акмашкăн уйăрнă 1030 гектар çинче тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçланă.
Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕçсем пуçланнă, хальлĕхе – 394 гектар çинче. «Волга» тата «Рассвет» хуçалăхсенче траншейăсене пĕрремĕш силос масси хывăннă ĕнтĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"