11 июня 2005 г.
(Социаллă ĕçченсен районти пухăвĕнчен)
Çут тĕнчене кашниех телей курма çуралать. Апла пулин те, пурнăçра ним шутламан çĕртенех тĕрлĕрен инкек, пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. Сăмах кунта инвалидсем пирки пырать. Паянхи пурнăçра тĕрлĕрен пурăнакансем пур. Нумай ачаллă, тулли мар çемьесенчи ачасене, пĕччен ватăсене уйрăмах тимлĕх, пулăшу кирлĕ. Вĕсене вара район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕ пулăшу парать.
РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн кăçал эпир 5-мĕш хут социаллă сферăра ĕçлекенсен кунне паллă турăмăр. Çак ятпа июнĕн 8-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче савăнăçлă пуху пулчĕ. Унта социаллă хÿтлĕх управленийĕн РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçченĕсем, социаллă ĕçченсем, ветерансем хутшăнчĕç.
Малтанах пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Çак куна паллă туни кирлĕ, мĕншĕн тесен тĕрлĕ лару-тăрура пурăнакансем пур. Вĕсем аякран пулăшу пулмасăр пурăнаймаççĕ. Социаллă ĕçченсен ĕçĕ пархатарлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем çынсен ĕмĕрне вăрăмлатаççĕ. Ю. Иванов районти ĕçсем çинче те чарăнчĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, умра тăракан задачăсем, строительство ĕçĕсем пирки каларĕ. Нуша-терт куракансене пулăшни сăваплă ĕç, вĕсене ăшă сăмахпа хавхалантарни те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене те ытларах тимлĕх уйăрмалла, тылра ĕçленисене те манмалла мар. Пурнăç кÿрентернĕ çынсене пирĕн куллен пулăшса тăмалла, вĕсем пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Ыр кăмăллăх яланах малти вырăнта пултăр. Юрий Александрович социаллă ĕçченсене пархатарлă ĕçсемшĕн тав турĕ, малашне те вĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Вăл ĕçре палăрнисене Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Социаллă ыйтусем çине правительство яланах пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Çав ыйтусене татса памасăр обществăри политика тата экономика тăнăçлăхĕ пирки калаçма та кирлĕ мар. Ĕçлеймен е пурнăç шайĕ пĕчĕк условисенче пурăнакансемшĕн тăрăшасси – патшалăхăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Ватă-вĕтĕсене, нумай ачаллă çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Вĕсене пулăшассине патшалăх хăйĕн çине илнĕ, социаллă хÿтлĕх тытăмне анлăлатнă, социаллă ĕçченсене ятарлă вĕрентсе хатĕрленĕ. Район администрацийĕн социаллă политика управленийĕ çумĕнче социаллă пулăшу паракан муниципаллă центр ĕçлет. Çак центр урлă паян 172 социаллă ĕçчен пĕччен пурăнакан 180 ватă çынна пăхать, тĕрлĕрен пулăшу парать.
Паян районта пĕччен пурăнакан ватăсем пĕтĕмпе 812 çын. Муниципаллă центр ĕçченĕсем вĕсен пурнăç условийĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ, кирлĕ пулсан пулăшу параççĕ. Мăн Сĕнтĕрти, Турайри, Тренккăри ваттисен çурчĕсенче ватă çынсене пурăнма лайăх условисем туса панă, вĕсем социаллă ĕçченсем хăйсен тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн ăшшăн тав тăваççĕ.
Н.П. Петрова районти çынсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерни çинче те чарăнчĕ, ватă çынсене газ кĕртме РФ Пенси фончĕ урдă пулăшни, ытти пулăшусем çинчен каларĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул тултарас умĕн кăçал районта «Хамшăн тата вăрçăран таврăнман салтакшăн» ятпа акци ирттернĕ, 190 пине яхăн укçа пухнă, унта палăксене юсаса çĕнетнĕ çĕрте усă курнă, Муркашра Çĕнтерÿ паркĕнче Геройсен аллейине йĕркеленĕ.
Районта нумай ачаллă çемьесем 699, вĕсенче – 2277 ача. 125 ăнăçсăр çемьере 269 ача пурăнать. Вĕсен пурнăçри шăпи уйрăмах пăшăрхантарать. Çавăнпа та вĕсене пулăшни çав тери кирлĕ.
Социаллă ĕçченсем çынсем патне ырлăх илсе çитереççĕ. Вĕсен ĕçне нимĕнле виçепе те виçме, хаклама çук. Вĕсем этем чунĕсене сиплеççĕ, шанăç кăварне чĕртеççĕ. Çăмăл мар вĕсен ĕçĕ, çав вăхăтрах курăмлă та пархатарлă. Ватă çынсене чун ăшшине парнелени, хÿтлĕхре усрани мĕн тери паха, вĕсене ветерансем чĕререн тав тăваççĕ. Социаллă хÿтлĕх управленийĕнче вуншар çул ĕçленĕ ветерансем те тав сăмахне тивĕçлĕ. Вĕсен хушшинче: Т.А. Блинова, О.П. Степанова, Е.П. Иванова, Р.П. Германова, Г.М. Толстова, С.А. Афанасьев, И.С. Максимова, Р.В. Бельская, З.В. Тучева, Г.Л. Леонтьев т. ыт. те асăнмалла.
Тухса калаçакансем социаллă ĕçченсене пысăк чăтăмлăх, ăнланулăх кирлине палăртрĕç, малашне те хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шантарчĕç.
Уява пухăннисене «Расна» ансамбль хăйĕн илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ.
Социаллă сфера ĕçченĕсене саламлама РФ Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министерствин пай ертÿçи З.В. Зверева та килнĕ, вăл республикăра социаллă пулăшу парас ĕç епле пынипе паллаштарчĕ.
Çынна ăнланни, вăйсăррисене, хÿтлĕхсĕррисене пулăшни чăннипех сăваплă ĕç. Ыр кăмăллăх ан иксĕлтĕрччĕ, чунсем яланах ăшă пулса çынсене пулăшма васкаччăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"