Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Активлă пурнăç çын ĕмĕрне тăсать

11 июня 2005 г.

Активлă пурнăçпа вăрăм ĕмĕр пурăнни вăл – социаллă тата биологилле пулăм. Кун пек чух çын организмĕ аталанса ир ватăлассине аяккарах сирсе пырать, çак лару-тăрăва хăнăхса çын хăйĕн пурнăçне йĕркелесе пырать.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн классификацийĕ тăрăх нумай çул пурăнакансен шутне 90 çултан иртнисене кĕртеççĕ. Активлă пурнăçпа нумай пурăнма пулать, кун пек чухне кашни хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшни кирлĕ. Унсăрăн нумай тата тулли пурнăçпа  савăнса та пурăнаймастăн.

Чи малтанах харпăр хăйĕн йăлисене, хăйне мĕнле тытассине улăштармалла, пурнăçран юлмалла мар. Йĕркеллĕ пурăнма хăнăхса çак çул-йĕртен пăрăнмалла мар. Ĕç тата кану гигиенине, апат çиессин режимне пăхăнни, сывлăха пиçĕхтерни, организма аркатма пулăшакан сиенлĕ йăласенчен пăрăнни çын ĕмĕрне вăрăмлатаççĕ кăна мар, унăн активлăхне, пултарулăхне те ÿстереççĕ. Вырăссен паллă физиологĕ И.П. Павлов палăртнă тăрăх, 100 çул ытла  пурăнма пултаракан çын хăйне упраман пирки çак срокăн çуррине ытларах кăна пурăнать. Сывлăха упраса хăварас, организм вăхăтсăр ватăлнине чарса лартас енĕпе ĕçлени çав тери пысăк вырăн йышăнать.

Нумай пурăнакансен опычĕ çакна çирĕплетет, вĕсен ĕçлеслĕхĕ тата ĕçлес пултарулăхĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕтмеççĕ. Çавна пулах нумайăшĕ сывлăхлă тата активлă пурнăçпа нумай пурăнаççĕ. Пенсие тухиччен чылай малтан, çамрăклах йĕркеллĕ ĕçлесе пыни сывлăха тата ĕçлеслĕхе упраса хăвармалли тĕп условисенчен пĕри шутланать, вăхăтсăр ватăлассинчен те сыхлать.

Вăхăтсăр ватăласран активлă канни те пулăшать, йывăр ĕç хыççăн организма çĕнĕрен вăй кĕртме май  парать. Ĕç вăхăтĕнчех активлă кану валли кĕске тăхтавсем туса илмелле. Отпуска килтен аякра, урăх çĕрте ирттерни лайăх.

Уйрăмах ватăрах çынсен хăйсен сывлăхĕ çине  пысăк тимлĕх уйăрмалла, мĕншĕн тесен вĕсем  ĕçленĕ хыççăн хăвăртрах ывăнаççĕ, вĕсен ĕç хыççăн вăй та час кĕмест.

Активлă кану пайĕ вăл çамрăксен те, ваттисен те физкультура занятийĕ пулмалла. Сахал хускануллă пурнăç сывлăха çав тери пысăк сиен кÿрет.

Кашни çыннăн активлă пурнăçпа нумай çулсем хушши пурăнас тесен, физкультура сывă пурнăç йĕркин уйрăлми пайĕ тата йĕркеллĕ пулăмĕ пулнине асра тытмалла.

Сывлăха çирĕплетекен процедурăсем çинчен те манмалла мар. Физкультурăпа пĕрле вĕсем сывлăхшăн çав тери усăллă, организма тулти температура улшăнса тăнине, инфекциллĕ чирсенчен тата шăнса чирлессинчен те сыхлать. Ватăлнăçемĕн çыннăн сивĕ, ăшă, хĕвел пайăркисен витĕмĕсене çĕнтерсе пыраслăхĕ чакать, процедурăсем хыççăн организмăн ĕçлеслĕхĕ те  час майлашса çитмест. Çакна та шута илмесĕр тăма май çук. Çавăнпа та ватă çынсен организма пиçĕхтерекен процедурăсене питĕ асăрхануллăн, врач тĕрĕслесе тăнипе кăна пурнăçламалла.

Йĕркеллĕ ăс-тăнпа ĕçлесе пурăнас тесен çителĕклĕ çывăрмалла (6-8 сехет), тутлăхлă апат çимелле. Йĕркеллĕ апат çинин никĕсĕ вăл – пахалăхлă тата организма кирлĕ тутлăхлă апат. Çулсене тата мĕн ĕçленине шута илсе çав апат-çимĕçе пĕр кун хушшинче темиçе пая пайласа çимелле. Талăкра 4-5 хут çини усăллă, каçхи апата 20 сехетчен çимелле, çывăрас умĕн çини сиенлĕ.

Енчен те çын сахал хускануллă пурнăçпа пурăнать, ытлашши çиет пулсан, вăл мăнтăрланса пырать. Ытлашши виçе пулни организмри веществосен ылмашăвне, чи кирлĕ системăсен ĕçне пăсать, çын часрах ватăлать, унăн ĕмĕрĕ те кĕскелет.

Сывлăха упраса хăварасси тата çирĕплетесси, ватăлассине кая хăварса пырасси, нумай çулсем пуçаруллă ĕçлесси кашнинчен хăйĕнчен килет. Çак тĕллеве пурнăçлас тесен активлă ĕçлемелле, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, çынсемпе кăмăллă хутшăнусенче пурăнмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика