11 июня 2005 г.
Республика Президенчĕ Николай Федоров Чукотка кĕпĕрнатторĕпе Роман Абрамовичпа калаçса килĕшнĕ тăрăх, Чăваш Енре Республика кунĕ иртнине тĕпе хурса çĕртме уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче пĕтĕм тĕнчипе паллă «Эргырон» чукча-эскимос ансамблĕ гастрольпе çÿремелле.
Çакăн пирки 2005 çулхи Республика кунне хатĕрленессипе тата ирттерессипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ, ăна Чăваш Ен Президенчĕ ирттернĕ. Хăнасем хăйсен пултарулăхне Чăваш Енĕн хăш-пĕр район-хулинче кăтартĕç. Республика пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, «Эргырон» ансамбльпе Элĕк районĕн çыннисем паллашĕç, мĕншĕн тесен ку енĕпе Патшалăх Канашĕн депутачĕ Анатолий Платонов тăрăшнă. Улатăр халăхĕн те çÿллĕ шайри искусствăпа паллашас шанăç пур. Анчах та, Николай Федоров палăртнă тăрăх, пĕр условие пурнăçа кĕртсен: вырăнти влаçсен йĕрке тумалла – урамсемпе картишсенчи пылчăкпа çÿп-çапа тасатмалла. Культура Министрне Улатăрсем хăнасене кĕтсе илме хатĕррине тĕрĕслеме хушнă. «Камшăн йăлари, кулленхи культура пурнăç норми пулнă, вĕсем çÿллĕ шайри культурăна тивĕçлĕ», - пĕтĕмлетнĕ Николай Федоров.
Çавăн пекех йĕркелÿ клмитечĕн ларăвĕнче 2005 çулхи Республика кунне уявлама уйрăм объектсемпе мароприятисем хатĕр пулнипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"