08 июня 2005 г.
Пахчари нумай çул ÿсекен курăк лаптăкне каюра килсе ерчĕ. Унран мĕнле хăтăлмалла;
Ф. Кириллов.
Каюра хăйĕн шăтăкне лекекен ăмансемпе кăпшанкăсен куколкисемпе, личинкисемпе, шапасемпе, шăшисемпе тăранса пурăнать. Çапла майпа сиенлĕ кăпшанкăсене, уйрăмах хура нăрă личинкисене пĕтерсе вăл самаях усă кÿрет. Унсăр пуçне вăл тăпрана та кăпкалатать.
Çапах та çак чĕр чуна пахчана кĕртмесен аванрах. Мĕншĕн тесен вăл хăй выçă пулнине тÿсеймесĕр, апат шыраса çул хывнă пирки тĕрлĕ ÿсен-тăран, пахча çимĕç культурисен тымарĕсене сиен кÿме пултарать. Унăн çулĕ палăрнă çĕре шав кÿрекен темиçе пĕчĕк çил арманĕ вырнаçтарни çак чĕрчуна пахчаран хăваласа ярать. Каюра тытмалли ытти хатĕрсемпе те усă курма пулать.
Йыт пыршине те «çĕнтерме» пулать
Çак çум курăкĕ ахăрсах кайрĕ. Çумланă хыççăн кăшт вăхăтран тата вăйлăрах çитĕнсе тухса тарăхтарать. Мĕнле майпа пĕтермелле-ха ăна;
С. Сорокина.
Пахча çимĕç йăранĕсене пĕрмаях кăпкалатса тăнă чух йыт пырши тунисене тăпран çиелти сийĕнчен аяларах касса пăрахсан, çак ÿсен-тăран нумай вăхăтах «пурăнаймасть». Çĕр çийĕн ÿсекен хунавĕсене пĕрмаях каса-каса пăрахни унăн тымарĕсенчи тутлăхлă япаласен саппасне вăйсăрлатать, çавна май çум курăк майĕпен пĕтет.
Таса нÿхреп
Нÿхреп кăмпасланнине пĕтерме пулать-и;
В. Николаев.
Ял çыннишĕн нÿхреп питĕ кирлĕ, шанчăклă япала. Çу каçипе çитĕнтерсе пухса илнĕ çимĕç унта аван упранать. Анчах та нÿхрепĕн çитменлĕхĕ – унăн стенисемпе çÿлĕкĕсем хăвăрт кăмпасланни.
Çакăн пек ан пултăр тесен нÿхрепе çуллахи вăхăтра пăхăрпа тимĕр купоросĕсен ирĕлчĕкĕсемпе имçамламалла. Çак шĕвексене 3 сий туса сĕрмелле. Ĕç усăллăрах, шанчăклăрах пултăр тесен ирĕлчĕке тăм хушса хăйма пек пуличчен пăтратмалла, унпа сĕрсе тухмалла.
Çавăн пекех нÿхрепе уксус ирĕлчĕкĕпе те имçамлама пулать. Çак ĕçе уйăх катăлса пынă вăхăтра пурнăçламалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"