Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă вырăнсем асрах

08 июня 2005 г.

Эпĕ Муркаш салинче çуралнă. Ял ячĕ ăçтан тухса кайнине тата мĕне пĕлтернине ку таранчченех пĕлместĕп. Анчах та, ман шутпа, вăл пăлхар е венгр чĕлхисенчен тухнă пек туйăнать. 1987 çулта Болгарире пулнă чухне эпир Варнăра (Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă «Муркаш Варна» тесе çырнă теплохода асăрхарăмăр, эпĕ ăна ÿкерсе те илнĕччĕ. Кайран, болгарсемпе ирттернĕ пĕр тĕл пулу каçĕнче эпĕ вĕсенчен çак сăмах мĕне пĕлтерни çинчен  ыйтрăм, анчах вĕсем нимĕнех те каласа ăнлантараймарĕç. Иккĕмĕшĕнчен, венгрсем хальхи хăйсен çĕршывне пирĕн тăрăхран куçса кайни историрен паллă. Тутарстанра е хальхи Самар облаçĕнче Булгар ятлă хула пулни те паллă. Унтах «Бу» сăмах çаврăнăшĕпе çыхăннă темиçе хула: Бугульма, Буинск (вĕсем иккĕ те), Бугуруслан, Бузулук. Тен, вĕсем тĕрĕк чĕлхинчен тухнине пĕлтереççĕ, анчах та «Булгар» сăмах пăлхарсем шăпах пирĕн тăрăхран куçса кайнине çирĕплетет кăна.

Тен, Чăваш Енри историксем «Муркаш» сăмах ăçтан тухса кайнине халиччен ăнлантарнă та пулĕ, анчах эпĕ илтмен. Кайрантарах пирĕн ял ятне вырăсла «Моргауши» тесе палăртнă (пĕлтерĕшне каллех пĕлместĕп). Шаптак, Çурлатри, Çĕньял тенисем вара чăвашран тухнă ял ячĕсемех пулас. «Малиновка» вара темшĕн вырăс ячĕллĕ, ял таврашĕнче хăмла çырли пухнине эпĕ астумастăп та. Мăйăрне вара çак таврара самаях пуçтараттăмăр. Кайрантарах, колхоз председателĕнче Е. Андреев ĕçленĕ вăхăтра, ку шĕшкĕлĕхе те тыр пул акса çитĕнтерес тĕллевпе касса-кăкласа тăкрĕç.

Малиновка çывăхĕнче (1944 çулччен, ял шăпах çак тĕлелле йĕркеленнĕ) эпир аннесене (аттесем вăрçăра пулнă) утă пуçтарма пулăшнă. Эпир унта хуратул вырнине те астăватăп. Ун чухне техника, минераллă удобренисем пулманпа пĕрех пулин те, колхозра ыраш, сĕлĕ, хуратул, çĕр улми лайăх тухăç паратчĕç. Халĕ вара, хамăр тăрăха килсен, çĕрсене мĕн тери япăхтарса янинчен тĕлĕнетĕп кăна. Тырпул тухăçĕ пĕчĕк, çĕр улмине колорадо нăрри çисе янă, уй-хирсенче çум курăк алхасать. Муркаш шывĕ хĕрринчи тайлăм вырăнсенчи паха тăпра чухăнлансах пырать, çырма-çатрасем хуçаланма тытăннă (пирĕн вăхăтра вĕсем пачах пулман), вĕсене çут çанталăкшăн сиенлĕ пластмасса хатĕрĕсем кăларса тăкаççĕ.

Пирĕн ачалăхри килĕшÿллĕ самантсене питĕ лайăх астăватăп. Кашни çуркуннех Кашмаш вăрманĕнче йывăçсем лартма пулăшаттăмăр, халĕ  вĕсем çитĕнсе çитнĕ пысăк йывăçсем ĕнтĕ. Анчах та темиçе çул каярах çак вăрманта пулса курнă хыççăн кăмăл пăсăлчĕ. Такамăн пуçне каснă юмансене тракторпа пĕтĕм вăрман тăрăх сĕтĕрсе тухма «ăс пырса кĕнĕ». Çак çын (е çынсем) çитĕнсе тухнă çĕнĕ хунавсене пĕтĕмпех пĕтернĕ. Касса купаланă йывăçсем вара чылайччĕ, хальччен çĕрсе те кайрĕç пулĕ. Çапла «тăрăшатпăр» эпир пысăк мар вăрман лаптăкĕсемшĕн, вĕсем вара Чăваш Енре сахаллансах пыраççĕ.

Сăмах май, Муркаш шывĕ те çак вăрмансене пула кăна хăйне хăтлă туять. Çак юхан шыва вăл ăçтан юхса тухнă вырăнтанах пĕлетĕп, унăн вырăнĕсемпе каллĕ-маллĕ çĕршер хут та утса тухнă. Шывĕ яланах таса та тăрăччĕ. Халĕ вара юхан шыв юхса тухакан вăрмана касса пĕтернĕпе пĕрех, çĕннине лартасси пирки шутлакан çук пулас. Совет влаçĕ вăхăтĕнчисене халĕ ятлама та усал сăмахсемпе асăнма пикенеççĕ. Анчах та Чăваш республики Аслă Отечественнăй вăрçăчченех çĕршывăн пĕрремĕш орденне çул-йĕр строительствинче палăртнăшăн тата çулсем хĕррипе йывăçсем лартнăшăн тивĕçнине манаççĕ.

Çакă япăхпа асăнмалли сăлтав-ши вара? Таçта та пулма тÿр килнĕ: Болгарире, Красноярскра, Мурманскра, Норильскра, Грузире т. ыт. те. Чăваш халăхĕ çинчен япăх калаçнине ниçта та илтмен, вăл ĕçчен халăх пулни çинчен пур çĕрте те палăртатчĕç. Андриян Николаев космоса вĕçнĕ хыççăн вара Чăваш Ен çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлчĕ.

Çулсем хĕррипе вăрман тăрăхĕсем лартман лаптăксем Муркаш тăрăхĕнче сахал мар-ха. Çав вăхăтрах çулсем хĕрринчи вырăнсем тасамарлăхпа вараланаççĕ, çав шутрах Муркаш шывĕ те. Ăна ĕçекен ĕне выльăх экологи тĕлĕшĕнчен таса сĕт пама ăçтан пултартăр-ха? Сăмах май, эпĕ пурăнакан Свердловск облаçĕнче губернатор йышăннă «Таса çăлкуçсем» программа пур. Унпа килĕшÿллĕн, шыв ĕçмелли вырăнсемпе çăлкуçсене яланах таса-тирпейлĕхре тытаççĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика