Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлентĕр, çĕнелтĕр Муркаш

04 июня 2005 г.

2004 çулта эпир района йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине паллă турăмăр. 40-50 çул каяллахипе танлаштарсан, паянхи Муркаш та, район та нумай улшăнчĕç.

Район аталанăвĕшĕн тăрăшнă çынсем Муркашра та сахал мар. Манăн паян вĕсенчен пĕрине А.Н. Кузнецова аса илес килет. Вăл 30 çул ытла район архитекторĕнче ĕçленĕ. 1950-мĕш çулсенчен пуçласа малаллахи аталанăва вăл паянхи пек лайăх астăвать, мĕншĕн тесен ку ĕçе хăй те пысăк тÿпе хывнă. Сăмахран, 1965 çултан пуçласа Муркашра 2 хутлă çуртсем тума тытăннă: 90 вырăнлă ача сачĕ, ресторан, пушар деповĕ, каярахпа, пурнăç малалла кайнă май, 3 хутлă çуртсем те çĕкленнĕ: район администрацийĕн çурчĕ, почта çыхăнăвĕн узелĕн çурчĕ, районти тĕп больницăпа 300 çын йышăнмалăх поликлиника, пурăнмалли çуртсем т. ыт. те. Çав вăхăтрах районти ялсене газ кĕртнĕ, тĕп усадьбăсем йĕркеленнĕ.

Александр Нестерович пултаруллă ĕçĕшĕн нумай наградăсене тивĕçнĕ, темиçе хут социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулнă. 1990 çулта ăна Чăваш Республикинчи Госстрой пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят панă.

Çак кунсенче А.Н. Кузнецов хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова юбилей умĕн Александр Нестеровичпа тĕл пулнă, район аталанăвĕ пирки хăш-пĕр  ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Александр Нестерович, эсир район архитекторĕ пулнă тапхăрта  хăвăр ĕçре мĕне тĕпе хунă?

- Эпĕ ĕçленĕ вăхăтпа хальхине ниепле те танлаштарма май çук. Манăн тивĕçсем нумай пулнă. Коммуналлă пай, шывпа тивĕçтересси, газ кĕртесси, çулсем юсасси, строительство, архитектура, çав ĕçсене мĕнле пурнăçласа тăрасси пĕтĕмпех ман çинче пулнă. Темле пулсан та аптраман, тивĕçсене йĕркеллĕ пурнăçласа пынă (Çакна унăн нумай наградисем çирĕплетеççĕ. Авт.).

Мĕнле те пулин объект тăвиччен эпир малтан градостроительнăй совет ларăвне пухаттăмăр. Ун хыççăн район ертÿçисемпе хутран çав çуртăн макетне туса сăнаса-танлаштарса пăхатпăр: пĕтĕмĕшле сăн-сăпата  пăсмасть-и çак çурт, аякран мĕнле курăнса ларать;  Ун хыççăн тин проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме пуçланă. Вĕсене те район ертÿçисемпе канашламасăр, çурт фасачĕ (умĕ) пирки те пĕрле калаçса тивĕçлĕ йышăну тунă. Урăхла каласан, парти райкомĕпе, райĕçтăвкомпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕ. Кирек епле должноçра пулсан та В.С. Краснов, Л.С. Софронов нумай пулăшатчĕç, район аталанăвĕшĕн чунĕсемпе çунса тăратчĕç.

- Хальхи строительство ĕçĕсем, паянхи пурнăç пирки мĕн калама пултаратăр?

- Ытла аякках каясшăн мар. Муркаш пирки пĕр-икĕ сăмах каласа хăварас килет. Паянхи Муркаша пăхсан манăн чун ыратать. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен, эпир ĕçленĕ чухне ялсене  аталантармалли (градостроительнăй) план пурччĕ. Ун чухне çуртсемпе киосксене хальхи пек ăçта кирлĕ – унта лартса пĕтермен.

Муркаш – район центрĕ, унăн пур енĕпе те ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла: тасалăх-тирпейлĕх енĕпе те, культурăпа илемлĕх тĕлĕшĕнчен те. Халĕ вара эпир мĕн куратпăр-ха? Район администрацийĕ умĕнчи лаптăка ниепле те «площадь» тесе калаймастăн. Кашни утăмра ним тĕлли-паллисĕр лартса тухнă киосксемпе будкăсем урам хăтне пĕтереççĕ. Пасар кирлĕ мар тесе каламастăп. Ăна ытлашши сарса ямалла мар, унта ял хуçалăх продукчĕсем кăна сутмалла. Халĕ унта кайса пăхăр-ха, иртсе çÿреме май çук вĕт. Сутакансем валли условисем туса панă, тавар туянакансем валли нимĕнле услови те çук. Ялсене кайса пăхăр-ха тата: урамсенче ним йĕрки те çук вĕт.

Автостанци те хăй вырăнĕнче мар. Эпир ăна универмаг умĕнче турăмăр, халăха килĕшмерĕ, райĕçтăвком çывăхнерех кирлĕ терĕç. Автостанцие кĕнеке магазинне сÿтсе ун вырăнне туса лартнă пулсан лайăх пулатчĕ.

- Лару-тăрăва лайăхлатма халь ĕçлекенсене эсир мĕн сĕнме пултаратăр?

- Район администрацийĕ тата кунти Культура çурчĕ çывăхĕнчи киосксене урăх çĕре куçармалла. Промышленность таварĕсене сутмалли вырăна уя, хуçалăх магазинĕ патне куçарсан вырăнлăрах пулĕ тетĕп. Райпо вĕсене сутма условисем туса парĕ, вырăн укçине пухса аталанса пырĕ, таварсен ассортиментне пуянлатса халăхшăн усăллă ĕç тăвĕ.

Культура çурчĕ умне будкăсем сÿтнĕ хыççăн чăрăшсем лартмалла. Ăна хута янă çĕре вĕсем çитĕнсе йĕри-таврана илем кÿрĕç. Культура çурчĕн хыçне тикĕслесе спортплощадки тума шутланăччĕ, сцена та ятарласа тумасăрах пулатчĕ. Йывăçсем лартса хăварсан татах илемлĕ пулĕччĕ. Шывĕ, пылчăкĕ ан пултăр тесе ятарлă дренаж та туса хăварнăччĕ.

Магазин тунă, çурт лартнă чух хĕрлĕ линие пăхăнмалла, çуртсем пĕр тан, пĕр линипе пулмалла, ешĕл зона пирки те манмалла мар. Культурăллă пурăнас тесен çакна пурин те асра тытмалла.

Коммуналлă служба ĕçĕ пирки те пĕр-икĕ сăмах калас килет. Пĕрлехи заказчик службине йĕркелесе район администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне те туса хучĕç.Апла пулин те, пур çĕрте те йĕркелĕх хуçаланать теме çук. Çуртсем йĕри тавра тытнă картасем (палисадниксем) кивелсе чалăшса кайнă, вĕсене тĕкĕсем панă. Çакă кама килĕшет-ши; Çак пайăн ку тĕлĕшпе йĕрке тума тăрăшмалла.

Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин тăрăшни савăнтарать: çулсем тума пуçларĕ, шывпа тивĕçтерме проект хатĕрлет. Малалла та ÿсĕмлĕ ĕçлеме ăнăçусем сунас килет ăна.

- Тавтапуç, Александр Нестерович, хăвăрăн шухăш-кăмăлăра уçса панăшăн. Юбилей ячĕпе саламлатпăр сире. Нумай çулсем пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика