Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта сире ялан кĕтеççĕ

04 июня 2005 г.

Мĕн ĕмĕтпе пурăнатăр-ха, хисеплĕ вулаканăмăрсем? Пысăкрах, хаклăрах япаласем туянасшăн пуль-ха. Çапла вĕт. Укçа-тенкĕ çитеймест, тетĕр-и? Ку вара хăвăрăн ĕмĕте пурнăçлама чăрмантаракан сăлтав пулмалла мар. Мĕншĕн тесен Х.М. Тимофеева ертсе пыракан РФ Перекет банкĕ сире ку тĕлĕшпе яланах пулăшма хатĕр. Мĕн тĕрлĕ кредит илме çук пулĕ кунта? Кăна эсир çак паянхи кăларăмпа паллашна хыççăн хăвăр та курса ĕненĕр-ха. Çавăнпа пĕрлех иккĕленÿ те сирĕн сирĕлме кирлĕ: сирĕнтен нумайăшĕ Перекет банкĕнчен пулăшу ыйтма шикленсе тăхтаса тăракан та пур вĕт-ха. «Ах, пирĕн пеккисене ссуда памаççĕ пуль», - текенсем.

Кун пирки сире татсах çапла калатăп. Сире укçа-тенкĕ кирлĕ-и? Апла пулсан никамран та кивçен шыраса вăхăта ан ирттерĕр: ку ыйтупа сире Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ яланах пулăшма хатĕр. Эсир 18 çул тултарнă пулсан, яланхи тупăш илме ĕç вырăнĕ пур пулсан тата илнĕ кредита тÿлесе татиччен 75 çул тултараймастăр пулсан – сире кредит параççĕ. Пĕр иккĕленÿсĕрех.

Перекет банкĕн çак пулăшăвĕпе  районта нумаййăн усă кураççĕ. Паянхи куна Перекет банкĕн Муркашри  уйрăмĕ пĕтĕмпе 2837 çынна тĕрлĕрен кредит панă. Çав сумма 77 миллион тенкĕрен те каçрĕ.

Кунсăр пуçне тĕрлĕрен предприятисемпе организацисем панă кредитсен сумми 27 миллион тенкĕне яхăн. Юлашки вăхăтра тата тĕрлĕ ссуда илме çăмăлтарах та: 45 пин тенкĕ таран укçа кредит илме пĕр поручитель çеç кирлĕ. Калăпăр, арăмĕ ссуда илсен, упăшки поручитель пулать, е ссудăна упăшки илсен, поручитель арăмĕ пулать. Поручитель пулма ют çынсене шырама та кирлĕ мар. Çакăнтан пысăкрах сумма ссуда илме çеç икĕ поручитель кирлĕ.

Пенсионерсене те халĕ тĕрлĕрен çăмăллăхсем параççĕ. Вĕсен илнĕ ссуда парăмне татма кашни уйăхрах Перекет банкĕн уйрăмне килмелле те мар: пенси укçине Перекет банкĕ урлă илсе тăрать пулсан, вĕсен порученийĕсемпе пенсионерсен счечĕ çинчи вкладран çав ссудăшăн уйăхра тÿлемелли тÿпене тÿрех тытса юлаççĕ çеç.

Çакна та палăртмасăр иртме çук, эсир кредит илме пуçтарнă документсен пакетне вăхăтра илсе килсе паратăр пулсан, вĕсене кунта кĕске вăхăтрах пăхса тухаççĕ.

Çавăнпа та Перекет банкĕн уйрăмне кредит илме килме шикленсе,  иккĕленсе ан тăрăр. Кунта сире яланах кĕтеççĕ. Сире тимлĕ итлеççĕ, сире укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче те, унăн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнче те опытлă специалистсем ĕçлеççĕ. Сирĕн кирек хăш ыйтăвăрсем çине тĕплĕн хурав параççĕ, клиентсемпе хăйсене çав тери кăмăллă тытаççĕ. Килĕр кунта, кредит илĕр. Хăшне суйласа илес тетĕр – паянхи кăларăмра паллашăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика