04 июня 2005 г.
Муркаш ял администрацийĕ çумĕнчи общественноç канашĕ кулленхи ыйтусене татса панă чухне çемьесемпе ĕçлекен комиссипе, старостăсен канашĕпе, ирĕклĕ халăх дружинипе, çамрăксен канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Обществăлла формированисен ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – преступлени тунине асăрхаттарасси тата профилактика. Вĕсем ăнăçсăр, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшман çемьесене тупса палăртаççĕ, спирт пур шĕвексем сутакан, йĕркеллĕ пурăнман çынсемпе калаçусем ирттереççĕ.
Майăн 31-мĕшĕнче, сăмахран, общественноç канашĕ Çурлатри ялне кайса вырăнта лару ирттернĕ. Унта ачисене тивĕçлĕ пăхман амăшĕсене тата спирт пур шĕвексене сутă тăвакансене чĕнсе калаçусем ирттернĕ, вĕсене административлă майпа явап тыттарасси пирки асăрхаттарнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"