28 мая 2005 г.
Çак куна ачасем лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çуллахи каникул кунĕсем пуçланаççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ – ачасемшĕн чи лайăх кун, мĕншĕн тесен умра çуллахи ырă вăхăт. Анчах та ку вăл тĕрлĕ уявсемпе конкурссем ирттерни кăна мар. Ку вăл пире, аслисене, ачасемшĕн кирек хăçан та яваплăха туйса тăмаллине пĕлтерет. Вĕсене тăрантарни-тумлантарни кăна мар, вĕсен чунне ăнланма тăрăшни, ăс-тăнĕ епле пулни, вĕсенчен мĕнле çынсем ÿсесси пирки шутлани те малти вырăнта пулмалла. Кашни ашшĕ-амăшĕн çакна куллен асра тытса тăмалла: мĕнле ашшĕ, мĕнле амăшĕ-ха эпĕ; Ашшĕ-амăшĕсĕр, тăлăх ÿсекен ачасем пирк те манмалла мар.
Темле пулсан та сывлăхлă ача кăна пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултарать. Паянхи ачасем - çĕршывăн пуласлăхĕ. Çĕршыв экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ пĕтĕмпех ачасен ăс-тăн, ÿт-пÿ, кăмăл-сипет аталанăвĕн шайĕпе çыхăннă.
Çавăнпа та пирĕн правительство амăшĕсемпе ачасен сывлăхне упрассине уйрăмах малти вырăна хурать.
Эпир ачасемпе ĕçленин тĕп çул-йĕрĕ вăл чирсенчен асăрхаттарасси – профилактика. Ку тĕлĕшпе врачсем ачасене медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра кăларма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ чирсенчен сыхланма прививкăсем тăваççĕ, калаçусем ирттереççĕ, вăхăтра сиплеме тăрăшаççĕ.
«Вакцина профилактики» программăна пурнăçласа полиомиелит, коклюш, дифтери, столбняк, туберкулез, вируслă гепатит, хĕрлĕхен, чечче т. ыт. чирсенчен прививкăсем туса хÿтĕлетпĕр. Иртнĕ çулта çак программăна пурнăçлама 259 пин тенкĕ тăкакланă.
Хальхи вăхăтра районта тин çуралнисенчен пуçласа 17 çула çитичченхи ачасем 8318, вĕсенчен шкулта вĕренекенсем – 5461, ясли-садсене çÿрекенсем 1158, вĕсене çÿременнисем – 830,1 çулталăка çитменнисем – 359 ача. Кăçалхи 4 уйăхра районта 120 ача çуралнă, ку вăл иртнĕ çулхинчен 21 ача нумайрах.
Çак ачасемпе профилактика ĕçне патронаж медсестрисем, районти фельдшерсем пурнăçлаççĕ. Кашни участок больницинче тата врач амбулаторийĕнче пулас амăшĕсен тата сывă ача ÿстерме вĕрентекен шкулсем ĕçлеççĕ.
Ача сывлăхлă пулассин никĕсĕ çие юлнă хыççăнах пуçланать. Çавна май «Сывă ача» программăна пурнăçласа йывăр çын-хĕрарăмсене, ачисене кăкăр сĕтне çитерекенсене централизациленĕ майпа поливитаминсемпе, йод, тимĕр препарачĕсемпе тивĕçтеретпĕр т.ыт. те. 2004 çулта çак программăна пурнăçлама 240,440 пин тенкĕ тăкакланă.
Ачасем сывлăхлă çитĕнесси вĕсене тутлă апат çитернинчен те нумай килет. Ку енĕпе те республикăра «Чăваш Республикинче ачасене апат çитерессине йĕркелессине лайăхлатасси» программăпа ĕçлет, ăна валли 1,2 млн. тенкĕ уйăрнă. Икĕ çула çитмен ачасене валли сĕт хутăшĕсем, тĕрлĕрен пăтăсем, аш нимĕрĕ илетпĕр. Сĕт кухнинчен çав çулсенчи ачасене сĕт, кефир, тăпăрчă паратпăр. Çулталăка çитмен ачашăн чи лайăх çимĕç - амăшĕн сĕчĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр, кун пек çемьесемпе тачă çыхăну тытса вĕсен пепкисем тĕрĕс апатланса лайăх аталанса пыччăр тесе тăрăшатпăр.
Пĕтĕм Раççейри ачасен пĕрлехи диспансеризацине ирттернĕренпе 3 çул иртрĕ. Республикăра кăçал çĕнĕрен пĕтĕм ачасен диспансеризацине ирттерме йышăннă. Ку ĕç апрельтен пуçланнă ĕнтĕ. Паянхи куна 1990 çулта çуралнисен сывлăхне (вĕсем 670) тĕрĕсленĕ ĕнтĕ. Халĕ вара шкула кайма хатĕрленекен 1998-1999 çулсенче çуралнисен сывлăхĕсене тĕрĕслетпĕр. Ку тĕлĕшпе районти участок врачĕсем тата вăтам медицина ĕçченĕсем яваплă пулса тăраççĕ.
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: чиртен сиплениччен унран асăрханма çăмăлрах. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене çапла чĕнсе калас иклет. Сирĕн ачăр хăвăрăн куç умĕнче çитĕнет. Вĕсен сывлăхĕпе кăсăклансах тăрăр, чирлесен врач патне кайса çийĕнчех сиплеме тăрăшăр, чир шала каясса ан кĕтĕр. Сывлăхран хакли нимĕн те çук.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"