28 мая 2005 г.
Пирĕн районта пултарулăх ушкăнĕсем тĕрлĕ уявсенче халăха хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтараççĕ. Халăх ятне илнĕ коллективсем те сахал мар. Тивĕçлĕ вĕсем çак хисепе. Паян вĕсенчен пĕринпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн.
«Картина» вокалпа инструментсен ансамбльне 1984 çулта йĕркеленĕ. Тепĕр 10 çултан, 1994 çулта, ку коллектив «халăх» ятне илнĕ. Ун хыççăн ансамбль составĕ пачах улшăнман. Ăна Илья Зайцев ертсе пырать, вăл гитарăпа вылять. Михаил Трофимов – бас-гитарăпа, Сергей Овчинников клавишăсем çинче, Ольга Иванова та клавишăсем çинче, Сергей Наратов вокал-гитарăпа, Эдуард Редкин ударнăйпе выляççĕ. Вĕсем пурте вокалпа инструментсен ансамбльне çÿренипе пĕрлех хăйсен пурнăçне кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарнă. И. Зайцев Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче ĕçленипе пĕрлех ачасемпе эстрадăпа класс тулашĕнчи занятисене ертсе пырать. Кунта ачасен «Смайл» вокалпа инструментсен ансамбльне хăйĕн пуян опытне парать. С. Наратов – хореограф, Искусствăсен шкулĕн Сĕнтĕрти филиалĕнче тата «Янаш» халăх ансамблĕнче ташăсем лартать. М. Трофимов – аккомпаниатор (Культура çуртĕнче), О. Иванова – музыка учителĕ.
Вокалпа инструментсен «Картина» халăх ансамблĕ Нумаях пулмасть çĕнĕрен уçăлнă тĕслĕх библиотека çуртне куçнă. Çĕнĕ студире ĕçлеме условисем çителĕклĕ, малтанхипе танлаштарсан, чылай лайăхрах.
Ансамбль нумай композиторсен юррисене шăрантарать, тĕрлĕ жанрлă юрăсем пур репертуарта: халăх юррисем, хăна, эстрада юррисем т. ыт те.
Программăна кашни çулах ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви çирĕплетет.
Çакна та палăртма кăмăллă. Кĕвĕ тĕнчине чун-чĕререн парăннăскерсем, хăйсем те юрăсен сăввисене те, кĕввисене те çыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть «Картина» вокалпа инструментсен ансамблĕн «За мечтой» ятпа тухнă çĕнĕ дискĕнче 15 юрă пулсан, вĕсене пурте хăйсем – И. Зайцев, С. Наратов, С. Овчинников кĕвĕленĕ.
Çирĕм çул ытла пĕр коллективра туслăн килĕштерсе ĕçлесе ансамбль пуян опыт пухнă. Хăйсен пултарулăхĕпе ăçта кăна савăнтарман пуль куракансене. Шупашкарти, ра йонти тĕрлĕ уявсемпе мероприятисенче, республикăри, районти нумай ялсенче пулнă вĕсем. Раççей, республика шайĕсенчи тĕрлĕ фестивальсенче çĕнтерсе сахал мар дипломсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикинчи вокалпа инструментсен ансамблĕсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Халăх ята тивĕçнĕ пултаруллă коллективăн малашлăхĕ чăннипех пысăк, умри тĕллевсем те уçăмлă вĕсен. Иккĕмĕш альбом кăларма хатĕрленеççĕ вĕсем, студие çĕнĕ оборудованипе тивĕçтермелле. Ку тĕлĕшпе министерство та пулăшма пулнă.
Анлă тавракурăмлă, пуян культурăллă çын нихăçан та усал ĕç тума шухăш та тытмĕ. «Картина» вокалпа инструментсен ансамблĕ вара халăх хушшинче культурăна сарассипе тимлет. Мĕнех, татах çĕнĕ юрăсемпе, илемлĕ сассисемпе çынсен кăмăлне çĕклеме ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунар çак ансамбле.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"