28 мая 2005 г.
Агния Адександровна Павлова 1929 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Токшик ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ачасенчен асли пулнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне Агни аппа 12 çулхи хĕр ача пулнă. Амăшĕ ултă пĕчĕк ачапа тăрса юлнă, кĕçĕнни тăватă уйăх çурăра кăна пулнă. Ачалăхĕ савăнăçлă иртмен Агни аппан. Халĕ те, аса илÿ авăрне путнă май, куççулĕ тухать унăн.
«Эпĕ савăнăçлă та тулăх пурнăçпа çитĕннине астумастăп. Нушине вара пайтах курма тиврĕ. Ытларах выçăллă-тутăллă пурăнни асран тухмасть. Апи ĕçе кайиччен çĕр улми пĕçерсе хăваратчĕ. Пирĕн пата манран аслăрах ачасем выляма пыратчĕç. Вĕсен те манăнни пекех хырăмĕсем выçă пулнă пуль. Кунĕпе пурăнмалăх пĕçерсе хăварнă çĕр улмине пĕрре ларсах çисе яраттăмăр.
Кайран хырăм тем пек выçсан та çимелли çукчĕ. Пирĕн килтен инçех мар, хамăр ялтах мучипе кинеми пурăнатчĕç. Ача-пăча çукчĕ вĕсен, çăкăртан татăк лармастчĕç. Эпир ача-пăча унта чупаттăмăр. Мунча кĕрсе тухсан кинеми пире вĕри чей ĕçме сĕтел хушшине лартатчĕ. Манăн чейне ĕçес килместчĕ. Мучи тимĕр хыпкăчка сахăр катса паратчĕ. Сахăрĕ мăйăр пысăкăш кăна лекетчĕ пулин те, çавна тутанса пăхассишĕнех чей ĕçме лараттăмччĕ.
Пирĕн атте 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа тухса кайрĕ. Килти пурнăç йывăрланчĕ. Аннене пулăшас тесе эпир, аслăраххисем, çамрăклах ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Эпĕ çĕрле уй-хирте клевер пуçтарнă. Лаша кÿлсе клевер куписене урапапа турттарнă çĕрте вăй хунă.
13 çулта çулла Атăл леш енче ĕнесем пăхса пурăнтăм. Манăн 9 ĕне сумаллаччĕ. Икĕ ĕнин чĕччисем питĕ хытăччĕ, алăсем ывăнатчĕç. Йăлăмра пурăннă чухне, çăпата тума вĕрентĕм. Çу каçипе чылай çăпата турăм. Кĕçĕннисем валли те, анне валли те.
Кĕркунне çанталăк сивĕтме пуçласан, ĕнесене Атăл леш енчен каçарса килтĕмĕр. Сарайсем ăшах марччĕ. Хĕллехи вăхăтра ĕне сунă чухне алăсем шăнатчĕç. Ĕнесем валли улăм турттарнă чухне, мана ача тесе яланах лав çине тăрататчĕç, питĕ хытă шăнаттăм. Улăмĕ юр айĕнчен япăх тухатчĕ.
Атте вăрçа кайнă чухне анне ултă ачапа тăрса юлчĕ. Асли – эпĕ: вун иккĕре, кĕçĕнни тăватă уйăх çурăра. Вун виçĕ çулта бригадирта ĕçлерĕм. Ĕçлеме çынсем çитместчĕç.
1943 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа, районта килнĕ пуçлăхсем мана МТС-ра учетчик пулма çирĕплетсе хăварчĕç. Çурхи ĕçсем пуçлансан «пробный выезд» тума мана чи малтан кăларатчĕç. Паллах мана, çамрăкскерне, 80-шар килограмм туртакан тырă михисене йăтма çăмăлах пулман. Халĕ те манаймастăп. Миххисем питĕ йывăрччĕ.
1945 çулхи кĕркунне атте вăрçăран таврăнчĕ. Ăна тÿрех колхоз ертÿçине лартрĕç. Эпĕ вара атте вăрçăран килсен, бригадирта нумаях ĕçлемерĕм, МТС-ра учетчикра ĕçлерĕм.
1949 çулта Тренккă ялĕнчи Павел ятлă каччăпа çемье çавăртăмăр. Ферма ĕçĕсене те, уй-хир ĕçĕсене те тиркесе тăман. Пур çĕре те çитме тăрăшнă. Мăн Сĕнтĕрте çăкăр пĕçернĕ çĕрте 7 çул ĕçлерĕм. Павăлпа иксĕмĕр пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтертĕмĕр. 18 мăнукпа 4 прамăнук пур. Шел пулин те, упăшка вĕсене кураймарĕ. Йывăр чире пула 1976 çулта çĕре кĕчĕ.
Паянхи куна Агния Александровна тивĕçлĕ канура, «Тыл ветеранĕ» ята илнĕ. Кунашкал пурнăçпа пурăнса курасса шутламан та вăл. Ялта та хисеплеççĕ ăна. Пурне те яланах ырă канаш парса пулăшма тăрăшать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"