25 мая 2005 г.
Преступленисем пулассинчен асăрхаттарас тата ăна уçса парас ĕçре милицин участокри уполномоченнăйĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кăçалхи 4 уйăхра, акă, вĕçленнĕ 155 уголовнăй ĕçрен 47 (пĕлтĕр – 24) преступление шăпах милицин участокри уполномоченнăйĕсем уçса панă. Урăхла каласан, 30,3 процент. Республикăра ку кăтарту 24,9 процентпа танлашать. Уйрăмах ку тĕлĕшпе милицин участокри çак уполномоченнăйĕсене ырăпа асăнас килет: А.В. Скворцов, В.К. Леонидов, Е.А. Пугачев.
Ял администрацийĕсемпе илес пулсан, преступленисем уйрăмах Муркаш (26), Катькас (12), Турай (12), Шурча (21), Москакасси (30), Ильинка (8), Шашкар (6), Юнкă (12) ял администрацийĕсен территорийĕсенчех ÿсни палăрать çак хушăра. Апла пулсан асăннă вырăнсенчи милицин участокри уполномоченнăйĕсен хытах тăрăшмалла-ха.
Участокри уполномоченнăйсен тимлемелли тепĕр ен вăл - çемьери тата йăлари хутшăнусем. Кăçал çакнашкал преступленисем 36 çитрĕç (пĕлтĕр 14). Пĕтĕм преступленисен йышĕнчен çакăн йышшисен 22,2 (пĕлтĕр 13,8) проценчĕ чухлĕ.
Çемьери тата йăлари хутшăнусене пула кăçал çын вĕлернĕ тĕслĕх 1 (пĕлтĕр 2), юриех сывлăха йывăр сиен кÿни 3 (0), юриех сывлăха çăмăл сиен кÿни тата хĕнени 20 (5), вĕлерессипе хăратни 8 (3) пулнă. РФ УК 115,116 статйисемпе кăтартнă преступленисене (юриех сывлăха çăмăл сиен кÿни, хĕнени) тупса палăртассипе уйрăмах А.Ф. Андреев, В.К. Леонидов, А.В. Смирнов, Е.А. Пугачев лайăх ĕçлеççĕ.
Обществăлла вырăнта право йĕркине административлă майпа йĕркене пăснине тупса палăртассипе тата вĕсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассинпе те тимлĕ ĕçлеççĕ милицин участокри уполномоченнăйĕсем. Кăçалхи 4 уйăхра вĕсем районти шалти ĕçсен пайĕн ытти службисемпе пĕрле тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕ, операципе рейд ирттернĕ. Вĕсенче право йĕркине пăснă 624 тĕслĕх тупса палăртнă. Участокри уполномоченнăйсен хăйсем кăна пĕтĕм административлă протоколтан 44,5 çырнă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах А.Г. Скворцова, А.Ф. Андреева, Е.А. Пугачева, И.И. Петрова ырăпа асăнмалла.
Кăçалхи 4 уйăхра ЧР Право йĕркине административлă майпа пăсни çинчен калакан кодексăн 16-мĕш статйине пăснă тĕслĕхсемпе 51 протокол çырнă. Паянхи куна районти шалти ĕçсен пайĕнче спирт пур шĕвеке килте сутнăшăн 226 çын учетра тăрать.
Милицин участокри уполномоченнăйĕсем çавăн пекех рецидивлă преступленисем ан пулччăр тесе те тимлеççĕ. Кăçал малтан та преступлени тенă çынсем 18 преступлени тунă.
Пĕрре пулнă преступленисем урăх ан пулччăр тесен, ку тĕлĕшпе сăнаса тăракан çынсемпе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи 4 уйăхра кăна районти шалти ĕçсен пайĕнче çакнашкал 329 çын учетра тăрать: вĕсенчен 31-шĕ - çемьере харкашу кăларакансем, тарăна кайнă алкоголизм тата наркомани чирĕпе аптракансем 15ĕн, ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен вăхăтсăрах условнăй майпа таврăннисем – 61ĕн, право йĕркине пăснă çул çитмен çамрăксен 60ăн.
Çакна та палăртмалла, кăçалхи 4 уйăхра ÿсĕрле тунă преступленисем 23 (16 пĕлтĕр) çитрĕç.
Çулталăк пуçланнăранпа милицин участокри уполномоченнăйĕсем 347 заявление пăхса тухнă, вĕсенчен 260шĕнче уголовнăй ĕç пуçарма çук тесе йышăннă, 7 материалне çĕнĕрен тĕрĕслеме тавăрса панă, вĕсенчен 2пе уголовнăй ĕç пуçарнă.
Асăрхарăр ĕнтĕ, вырăнсенче лару-тăру лăпкă пулни милицин участокри уполномоченнăйĕсенчен çав тери нумай килет. Ку тĕлĕшпе вĕсене вырăнти ял администрацисем, общественность пулăш шырасан, ĕç татах кал-кал пырĕччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"