Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нуши-терчĕ сахал мар

25 мая 2005 г.

Эпĕ 1932 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Пилĕк çула çитсенех аттепе пĕрле выльăхсем пăхма çÿренĕ. 1941 çулта аттене вăрçа илсе кайнă чухне эпĕ вунă çулта пулнă. 1942 çулта Ольга ятлă аппана та салтака ăсатрăмăр. Атте, Иван Трофимов, вăрçă хирĕнчен тăван киле килеймерĕ.

Пурăнма килте питĕ йывăрччĕ. Çипуç, çимелли, вутă-шанкă çук. Çапла нуша курса çитĕнме тиврĕ. Шкулта Купăрляра вĕреннĕ. Ачасем шкула выçă пынăран кунне пĕрре çитеретчĕç: 200 грамм çăкăр тата çĕр улми. Кивĕ хутсем çине çыраттăмăрччĕ. Пире Георгий Платонов, Илья Илюшин, Клавдия Андреевна (Элĕк районĕнчен), Зайцева (Етĕрне районĕнчен) вĕрентетчĕç, хăшĕ-пĕрин ячĕсене манса та кайнă. Физкультурăпа вара вăрçăран аманса килнĕ Сосновкăри Никита Анисимов вĕрентсе пыратчĕ. Шкулта 4 класс пулса. Ачасем нумай пирки 1-мĕш классем Купăрляри Алексей Константиновсен, 2-мĕшсем Владимир Ильин Егоровсен килĕнче вĕренетчĕç.

13 çула çитсен колхозра лашасем пăхма тытăнтăм. Ĕçлемесĕр епле пурăнас, çимелли кирлĕ вĕт-ха. Ĕçлеме тытăнсан колхоз лашасем валли авăртнă çăнăха çырса пани паян та асăмрах. 1941-45 çулсенче çанталăк сивĕччĕ, вутă-шанкă çукран йĕтем çинчен кĕлте илсе пырса пÿрте хутса ăшăтма тиветчĕ.

Çитĕнсе çитичченех вун пилĕк çул хушши лашасем пăхма тиврĕ, вĕсене питĕ юрататтăмччĕ. Колхоз тырă валеçсе паратчĕ, хырăм тутă. Лашасем патĕнче миçе çĕр кĕнеке вуласа тухман-ши. Шкулта вĕреннĕ чухнех Советски районĕнчи «Совет ялавĕ» хаçата материалсем, сăвăсем çырма пуçларăм, алла пĕрремĕш хут гонорар илсен питĕ савăннăччĕ. Тăлăх пирки мана хаçатра ĕçлекенсем пулăшса пыратчĕç.

1949 çулта комсомола илчĕç, Етĕрне хулине вĕренме ячĕç. Тăватă класс кăна пĕтернĕрен вĕренме йывăрччĕ, тавах юлташсене пулăшнăшăн. Тепĕр çултан колхозри комсомол организацине ертсе пыма секретаре суйларĕç. Колхоз ун чухне тăватă ялтан пулса, комсомол организацийĕ 70 çынна пĕрлештерсе тăратчĕ. Тăватă çул ĕçлеме тиврĕ комсомол ĕçĕче, нумай-нумай семинарсемпе канашлусене хутшăннă. Комсомол ĕçĕ пĕлĕве ÿстерме те пулăшрĕ.

Колхозсем пĕрлешсе пысăклансан Уйкас Янасалти сысна фермине ертсе пыма тытăнтăм. Тăрăшса ĕçлени сая каймарĕ. Ферма кĕске хушăрах вăйланса, аталанса пычĕ. Ĕçлеме çамрăксене илтĕмĕр. Вĕсем тăрăшнипе сыснасем самăртассипе, çурасем илессипе районта малтисен ретне тухма пултартăмăр. Сыснасен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 500-550 грама çитнĕ, кашни тĕп амаран 22-шер çура илме пултарнă. Выльăхсен йышне 1500 пуçа çитернĕ. Ферма коллективне Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысланă. Фермăра вăй хуракансем валли  ĕçлеме тата канма тивĕçлĕ условисем туса панă. Общежитире кашни работник валли койкăсем, матрац-утиялсем пулнă, атăсемпе, халатсемпе тивĕçтернĕ. Коллектив районта кăна мар, республика шайĕнче те ырă ята тивĕçлĕ пулчĕ.

Ун хыççăн 26 çул хушши Ильич яч. хис. хуçалăхра снабженец пулса ĕçлерĕм, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн татах тепĕр ултă çул. «1941-1945 çулсенчи  Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ», «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсене тивĕçлĕ пултăм. Снабженецра ĕçленĕ чухне мĕн кирлине вăхăтра кÿрсе килме тăрăшнă. Çул, клуб тăвасси ман ĕçпе тÿреммĕнех çыхăннă, материалсем çитменрен ман айăппа строительсем алла усса ларман. Колхоз складĕнче пăта, хĕç тимĕр, кантăк, шифер, цемент яланах çителĕклĕ таран упраннă. Колхоз валли анчах мар, кил-çурт çавăракан колхозниксем валли те çителĕклех пулнă, май килнĕ таран пулăшнă.

Урапа-çуна кÿлмелли хатĕр-хĕтĕр, супăнь, алшăлли  те складра яланах алă айĕнчехчĕ. Ферма ĕçченĕсене вутăпа тивĕçтересси, ăна килех кÿрсе парасси йĕркеллĕ пулса пынă. Çĕнĕ пилорама кÿрсе килнĕ хыççăн ун çывăхĕнче касса-хатĕрлесе килнĕ стройматериалсене хума вырăн та юлмарĕ. Кашни çул тенĕ пекех Атăл урлă вăрман хуçалăхĕнче 800-900 кубла метр вăрман касса турттарнă. Николай Семенов бригадир ертсе пынă вăрман касакансем хастарахчĕ çав.

Районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатпа та тачă çыхăну тытсах тăнă. Манпа пĕр вăхăтрах хаçата Г. Янгай, С. Тихонов, А. Степанов, П. Воробьев, М. Ковалева, Г. Ильин, Р. Никитин, Г. Трофимов, С, Мамаев, С. Салдакеев, И. Вязов, Г. Анисова, М. Исаев т. ыт. те тăтăшах çырса тăратчĕç. Асăннă ялкорсем хаçатăн пултаруллă та витĕмлĕ вăйĕ пулса тăнă. Хаçат ĕçне активлă хутшăннăшăн 1984 çулхи Пичет кунĕнче  Г.А. Андреев тĕп редактор Хисеп грамоти парса чысларĕ. Маларах асăннă ялкорсенчен ытларахăшĕ халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Ман шутпа вара район хаçатĕнче вулакансен ăс-тăнĕпе чун-чĕрине тыткăна илекен, пурнăçа тарăн пĕлнине ĕнентерекен материалсем ытларах пичетлемелле. Ялсенчен çыракансемпе тачăрах çыхăну тытма манмалла мар, пĕрлехи вăйпа тата вăйлăрах пулăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика