25 мая 2005 г.
Çăва тухрăмăр та районта пушар хăрушлăхĕ ÿсрĕ. Çавăнпа та вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене кашнин пăхăнмалла. Анчах уйрăм çынсен ответсăрлăхĕ час-часах «хĕрлĕ автана» çул уçать. Акă, майăн 19-мĕшĕнче «Герой» хуçалăхăн Шуркассинчи лаша витинче пушар тухрĕ. Типĕ çурт-йĕр самантрах кĕлленчĕ, çулăмра пĕр ăйăр вилчĕ. Хыççăнхи тĕрĕслев хуçалăх ертÿçи Р. Тимофеев çак инкеке çăварлăхлама икĕ уйăх каяллах приказ кăларнине палăртрĕ. Унта конюшньăри электрохуçалăха районти патшалăх пушар хурал уйрăмĕн предписанийĕпе килĕшÿллĕн электриксене сÿнтерме, тĕрĕслесе йĕрке тума хушнă. Анчах... электриксем председатель приказне пурнăçламанран лару-тăру инкек патне пырса тухрĕ. Çапла, электриксем хушăва вăхăтра пурнăçланă пулсан инкек пулмĕччĕ. Анчах пушар пулсан та, «Герой» хуçалăх инкекпе кĕрешме ялан хатĕрри палăрчĕ: çулăма сÿнтерме кунта хуçалăхăн 2 пушар машини тухрĕ. Пĕрлехи вăй çулăма айккалла сарăлма памарĕ.
Майăн 21-мĕшĕнче вара 18 сехет иртсен Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Мăн Тутаркасси ялĕнчи А. Татаровăн пурăнмалли çуртĕнче «хĕрлĕ автан» ташă пуçларĕ. Вут-çулăм пÿртри пурлăха пĕтĕмпех кĕллентерчĕ. Мĕнре-ха пушар сăлтавĕ; Тĕпчев ирттерни «хĕрлĕ автан» кил хуçи пирус туртнинчен вăй илниние кăтартрĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла: кăçал пирус туртнă чух асăрханусăр пулнипе 4-мĕш пушар пулчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пулнă 11 пушарта ку пысăк хисеп. Çакă пирус туртакансемшĕн те пысăк асăрхаттару.
И. Смирнов, районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн ертÿçи.
Редакцирен: çитес эрне кун, майăн 27-мĕшĕнче, ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен спорт шкулĕн стадионĕнче районти ведомствăлла пушар хуралĕсен пушарпа çăлав спорт ăмăртăвĕ пулать. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем пушар машинисене те пăхса хаклĕç. Çак ăмăрту районти çăлавçăсем инкекпе кĕрешме епле хатĕррине кăтартрĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"