21 мая 2005 г.
Ирĕклĕ майпа кĕрешсе. 1988-89, 1990-91 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн пулса иртнĕ ăмăртура хăйсен виçе категорийĕсенче С. Тимофеевпа (сăн ÿкерчĕкре) (Йÿçкасси), В. Бояринов (Москакасси) çĕнтернĕ. Вĕсене иккĕшне те республикăн пĕрлештернĕ командине суйласа илнĕ. А. Сумин (Москакасси) вара 3 вырăн йышăнма пултарчĕ.
А. Федоров аслă тренер.
Пăшалтан тĕл персе. Нумаях пулмасть Муркаш шкулĕн тирĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче пăшалтан тĕл персе районта мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. 13 командăран Муркашсем çĕнтерчĕç, 2, 3 вырăнсенче – Орининсемпе лицей.
Футбол. Майăн 10-11-мĕшĕсенче Ярапайкассинче шкулта вĕренекенсем хушшинче футболла выляссипе финал пулса иртрĕ. Тĕп шкулсенчи 12 командăран финала тухнă 3 шкул вырăнсене çакăн пек пайларĕ: 1 вырăн - Панклисен, 2 вырăн – Кашмашсен, 3 вырăн – Шомиксен. 16 вăтам шкултан вара çĕнтерÿçĕсем – Калайкассисем, хыççăнхи икĕ вырăнта – Мăн Сĕнтĕрсемпе Орининсем.
Çăмăл атлетика. Майăн 13-14-мĕшĕсенче Калайкасси шкулĕнче çăмăл атлетикăпа шкул ачисен спартакиади пулса иртрĕ. Пĕтĕмпе 400ĕн хутшăнчĕç унта. 12 тĕп шкултан малти вырăнсем çак шкулсен: Панклисен, Сосновкăсен, Шетмĕпуçсен.
16 вăтам шкултан малти виçĕ вырăна çаксем йышăнчĕç: Калайкассисем, Муркашсем, Ярапайкассисем.
Муркашри чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Г. Ванеркин, ăмăрту спонсорĕ пулса çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"